Социаллă пĕлтерĕшлĕ бюджетшăн - пĕр саслăн

27 Чÿк, 2013

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн 16-мĕш сессийĕ икĕ тапхăрпа ĕçлерĕ. Иккĕмĕшĕнче пĕрремĕш тапхăрта пĕрремĕш вулавпа йышăннă виçĕ саккун проекчĕ пулчĕ.

Виççĕшне те комитет ларăвĕсенче питĕ тĕплĕ тишкернĕ, сĕнÿсемпе асăрхаттарусене шута илнĕ, икĕ тÿрлетÿ таблици /комитет сĕнĕвĕпе пĕри - йышăнма, тепри - сирме/ хатĕрленĕ. Депутатсем чи малтан «Чăваш Республикин 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен» саккун проектне тепĕр хут тишкерчĕç. Хальхинче ахальтен мар ăна «социаллă пĕлтерĕшлĕ» тесе хакларĕç. Апла тăк çĕнĕ объектсем хута кайĕç, шалу та пысăкланĕ, кĕскен каласан - пурнăç условийĕсем татах лайăхланĕç.

Бюджета малалла тишкерес тĕк унăн чылай пайĕнче ÿсĕм пурри курăнать. Сăмахран, федераци хыснинчен каялла тавăрса памалла мар укçан сумми çитес çул - 34,7%, 2015 çулта - унчченхинчен 29,5%, 2016 çулта ун умĕнхи çултан тата 20,7% пысăкрах пулĕ. Налук тупăшĕн цифрисем те çÿлелле кармашаççĕ. Налук мар тупăшăн шутĕнче - патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе, çут çаналăк пуянлăхĕпе усă курнăшăн, административлă тÿлевсем, пурлăх активĕсем сутса тата штрафсенчен пухăннă укçа-тенкĕ, каялла тавăрса памалла мар суммăсен шутне дотацисем, субсидисемпе субвенцисем тата бюджетсен хушшинчи трансфертсем кĕреççĕ.

Тăкаксен пайĕ те уçăмлă. Унта ытларах социаллă пурнăçпа культура, вĕренÿ, физкультурăпа спорт, сывлăх сиплевĕн сферинче усă курĕç, массăллă информаци хатĕрĕсен хăйсен «тÿпи» пулĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, çул-йĕр, строительство тата пурнăçри чылай ыйтăва татма кайĕ. Парламентарисем пурте тенĕ пекех /кун пекки халĕччен пулманччĕ-ха!/ çитес виçĕ çулхи бюджета пĕтĕмĕшле ырларĕç.

Юрий Попов спикер бюджетăн кашни статйишĕн уйрăммăн сасăлаттарнă хыççăн ăна иккĕмĕш вулавпа пĕтĕмĕшле йышăнма сĕнчĕ. 35 депутат уншăн сасăларĕ.

Республикăн виçĕ çулхи бюджечĕпе пĕрлех «Чăваш Республикин обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи бюджечĕ çинчен» саккун проектне те иккĕмĕш вулавпа çирĕплетрĕç. 43 депутатран 42-шĕ унпа килĕшрĕ.

Кун йĕркинчи виççĕмĕш ыйтупа та чăрмав пулмарĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Олег Мешков сĕннĕ çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курасси çинчен калакан саккун проектне иккĕмĕш вулавпа вăя кĕртрĕç.

16-мĕш сессин иккĕмĕш тапхăрĕн кун йĕркине хушма 5 ыйту кĕртнĕ. «Чăваш Республикин инвестици фончĕ çинчен» саккун проекчĕ пушă çĕрте çуралман. Паянхи кунччен эпир ку тĕллевпе федераци хыснинчен уйăракан укçа-тенкĕпе усă курнă. Çитес çултан кун пек «ырлăх» вĕçленет, малашне хамăр бюджетпа тата асăннă фондра пухăнакан тупрапа усă курма тивет. Çавăнпа пĕрлех Чăваш Республикин инвестици ĕç-хĕлне лайăхлатма патшалăх енчен пулăшу кÿмелли саккуна улшăнусем кĕртме йышăнчĕç, иккĕшне те иккĕмĕш вулавпа йышăнчĕç.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Федерацин Патшалăх Думине пуçарупа тухать: федерацин «Çар çыннисен статусĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртме сĕнет. Ку ытларах хĕсмет вăхăтĕнче сусăрланнисене пырса тивет.

Юрий СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.