Сивве те, ăшша та чăтăмлă

17 Нарăс, 2020

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Аччари Егоровсем асамлă хăйсен тĕнчинче пурăнаççĕ. Ахальтен мар тĕрлĕ ÿсĕмрисем вĕсем патне экскурсие çÿреççĕ. Чăнах, ырă кăмăллă мăшăрăн хăтлă килне пырса кĕрсессĕн каялла тухас та килмест.

Страус каратист пекех

Мана, Егор Васильевичпа юнашар утаканскерне, 8 уйăхри эму кĕтсе илчĕ. Ирĕке хăнăхнă кайăк манран, ют çынран, хăрамарĕ. Ачашланине те хирĕçлемерĕ. Тумтиртен çыртса хăйĕн патне туртнăнах туйăнчĕ. Унтан та ытла, курткăн шурă йăрăмĕсене сăхса пăхрĕ, анчах тути килĕшмерĕ курăнать. Унпа çуммăн уçăлса çÿремешкĕн çав тери кăмăллă. Ăна хуçи майлă ыталас килет. Авă унăн ашшĕпе амăшĕ хĕллехи кун илемĕпе киленсе шурă юр çийĕн чупаççĕ. Унччен те пулмарĕ, Егор Васильевич утă айĕнчен Австрали страусĕн çăмартине туртса кăларчĕ. Ăна эму ами ятарласа хупласа хăварнă. Сип-симĕс çăмарта сивĕнме ĕлкĕреймен. Тĕлĕнмелле те, Егоровсем килтех страус, павлин чĕпписене инкубаторпа кăлараççĕ. «Австрали страусĕ 10 кунра 2-3 çăмарта тăвать. Çак тапхăрта пуçтарнисене инкубатора хуратăп», — ăнлантарать экзотика кайăк-кĕшĕкне ĕрчетекен арçын. Анчах çакă пур çăмартаран та чĕпĕ тухасса пĕлтермест. Пĕлтĕр, сăмахран, тăррисем ытларах пулнă.
Ку килте страуссем вунă çул ытла пурăнаççĕ. Эму аçисем хытă тытăçнине пула халĕ пĕр мăшăр кăна хăварнă.
Африка страусĕ те кĕçех çăмарта тума пуçлĕ. Ку мăшăр, эмупа танлаштарсан, чылай çÿллĕрех. Аçи ами умне пырса пĕшкĕнсе-авкаланса та, саккăрла ташласа та кăтартрĕ. Унашкаллине епле килĕштермĕн? Çапах ами пуçа çухатнине палăртмарĕ. Вольерта яланхи пекех мăнаçлă утса çÿрерĕ.
«Африканецсем» хăрасан ирĕкре тараççĕ пулĕ-ха, кунта вара лапах лараççĕ. Çывăхне пырсан тапма, сăхма пултараççĕ. Пĕрре страус аçи вольер патнех пырса тăнă пиччене асăрхаса 3 сантиметр хулăнăш хăмана тапса хуçрĕ. Юрать, хăйне амантмарĕ. Унтанпа вăл страуссене айккинчен кăна сăнать. Африка страусĕ лаша пек тÿрĕ тапать. Эму вара çапăçнă вăхăтра каратистран та ирттерет. Аçисем тытăçма пуçласан пĕр метр çурă çÿллĕше сиксе урисемпе тапаççĕ. Эх, вăрçаççĕ, вăй виçеççĕ... Урине суранланăран пĕрне пусма лекрĕ вĕт. Тепрехинче тата Австрали пĕр страусĕ тухса тарчĕ. Тытса çыхнă вăхăтра куртка, футболка витĕр çурăма чĕрмелесе виçĕ йĕр хăварчĕ», — каласа кăтартать кил хуçи.
«Австрали страусĕн çăмарти те, какайĕ те тутлăрах», — шухăшне палăртать кил хуçи арăмĕ Людмила Леонидовна. Чим, çăмартине мĕн хакпа туянма пулать-ши? 1500 тенкĕпе парса яраççĕ. Çапах тупăш илес тĕллев тытман Егоровсем. Тутине пĕлме ăна пĕçерсе çитерме те хирĕç мар.

Пăлансем йыш хушма хатĕрленеççĕ

Эпĕ çурçĕр пăланĕсене курма çула т у х н ă ч ч ĕ - ç к е . П ĕ л т ĕ р т е н п е , а л л а хăнăхтарнă çав чĕр чуна сутни çинчен пĕлтерÿ курнăранпа, Канаш тăрăхне çитсе курас ĕмĕтпе хĕмлентĕм. Егор Егоров пăлансем валли те уйрăм вырăн уйăрнă. Вĕсем хальлĕхе виççĕн çÿреççĕ. Çуркунне, çу уйăхĕнче, йыш хушăнасса кĕтеççĕ. Иккĕшĕ амăшĕ пулма хатĕрленеççĕ.
Хуçи каланă тăрăх, чĕр чунăн мăйраки çуллен ÿкет. Егор Васильевич эреш майлă кукăр-макăрскерсене стена çине çакнă. Амипе аçин мăйракине тÿрех уйăрса илме пулать.
«Пăлан аçине, усалланнине пула, пусма лекрĕ. Çывăха ями пулчĕ вăл», — пăлан амисене ачашланă май калаçăва тăсать Егор Егоров.
Пирĕн тăрăхра çурçĕр пăланĕсен пурнăçĕпе кăсăкланакансем пуррине пĕлет арçын. Çапах телефонпа çыхăннисем чĕр чун çуллахи шăрăхра аптăрасран шикленсе туянма тăхтаççĕ иккен. Егор Васильевич та виçĕ çул каяллах, пăлансене Ямалтан илсе килсен, ятарласах кондиционер илнĕ. Анчах ку хатĕр кирлĕ пулман. Пăлансем çулла та хăйсене хăтлă туяççĕ.
«Малтанах таратчĕç. Унтанпа кунти çанталăка та, мана та хăнăхрĕç», — тет вăл. Хуçи палăртнă тăрăх, пăлан хурăн, йăмра çулçине юратать. Республикăра çитĕнекен ытти выльăх пекех тĕрлĕ курăк çиет. Вĕсене тырă авăртса параççĕ. Хĕлле пăлан шыв ĕçес вырăнне юр çинипех çырлахать.
Красотка, Умка, Хумка çынсем патне чупсах пыраççĕ. Сăн ÿкернине те хăнăхнă вĕсем.
«Пăлан пăрушĕ çуралсан хăвăртах ура çине тăрать. Амăшĕн апатне тутанса пăхать. Ĕне пăрушĕ апла мар-çке», — тĕлĕннине палăртать Людмила Егорова.

Павлин вĕçсе тарнă

«Хăшĕ-пĕри павлина читлĕхре тытать. Унашкаллине чун йышăнмасть. Мана çăтмах кайăкĕ чăх пекех ирĕкре çÿрени килĕшет. Эпĕ беседкăра юрă-кĕвĕ итлесе чей ĕçнĕ вăхăтра павлин хÿрине сарса ташлать. Çавăн чухне кăмăл çĕкленет.
Илсе килсенех павлин картишĕнчен вĕçсе тухнăччĕ. «30 пин тенкĕ çилпе вĕçсе кайрĕ», — калаçатăп çăтмах кайăкне курса юлнă кÿршĕсемпе. Вĕсем кулаççĕ. Карта çине хăпарса пăхрăм та: павлин уй варринче лара парать. Тытса килсен çунаттине касрăм, унтанпа пĕри те вĕçсе тарман.
Павлина мăшăр тупма çăмăл мар. Чылай чухне ами аçинчен тарать. Çавăнпах унăн çăмарти тăрă пулать. Пĕлтĕр тинех чĕпĕ кăлартăмăр. Мĕншĕн тесен юлашки хутĕнче пĕр-пĕрне килĕштерекен амипе аçине туянтăмăр», — кашни кайăкăн хăйне евĕрлĕхĕ çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма хатĕр Егоровсем.
Маларах 14 тĕрлĕ чăх усранă вĕсем. Пĕр çулхине юр хÿсе лартнипе усă курса витене тилĕ пырса кĕнĕ. Шăп çав каç алăка пĕртен-пĕр хут питĕрмен. Çакăн хыççăн чăх-чĕп йышне пĕчĕклетнĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.