Шупашкар уйрăмĕ йĕркеленчĕ

1 Юпа, 2014

Хальхи вăхăтра Чăваш наци конгресĕн уйрăмĕсем кашни районтах ĕçлеççĕ. Юстици министерстви общество организацийĕн уставне çирĕплетнĕ хыççăн Шупашкар хула уйрăмĕ йĕркеленчĕ.

ЧНК пуçламăш органне никĕслеме чăвашлăх ĕçĕн хастарĕсем йышлăн пухăнчĕç. Пухăва Николай Угаслов ЧНК президенчĕ уçрĕ. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тĕп хула пурнăçĕ, кулленхи ĕç-хĕл, тĕллевсем çинчен каласа пачĕ. Юлашки вăхăтра Шупашкар аталану çулĕпе ăнăçлă пырать. «Хула ертÿлĕхĕ хăйĕн кулленхи ĕçĕнче ачасен ырлăхне тата халăхăн хăрушсăрлăхне тĕпе хурать, - терĕ Л.Черкесов. - Кăçал, тĕслĕхрен, пилĕк ача сачĕ хута кайрĕ. Шкулчченхи пĕлÿ учрежденийĕсене 20 çул вуçех те туман. Садиксенче хушма вырăнсем йĕркеленĕ. Çул юсаççĕ, çĕнĕрен хываççĕ. Территорисене хăтлăлатас енĕпе те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çынсене спортпа туслашма условисем туса параççĕ. Шкул стадионĕсене, картишсенчи лапамсене çĕнетеççĕ, оборудованисем вырнаçтараççĕ. «Хăрушсăрлăхсăр хула» программа ĕçлет. Вăл халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче йĕркене пăсакансенчен сыхланма пулăшать».

Юлашки çулсенче Шупашкарта çурт-йĕр строительстви те вăйлă аталанчĕ. Тăлăхсене, нумай çемьеллĕ, çăмăллăхлă ытти ушкăнри çынсене хваттерпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. «Кăçал сакăр çĕр хваттере яхăн панă, - терĕ хула пуçлăхĕ. - Совет саманинче те кун пекки пулман. Ун чухне ертÿçĕре ĕçленĕ çынсемпе час-часах тĕл пулса калаçатăп, вĕсем те тĕлĕнеççĕ. «Хула тÿлевсĕр ик çĕр хваттертен ытла паман. Иртнĕ саманара организаци-предприяти ытларах хăйсен ĕçченĕсене хваттерсем туса панă».

Л.Черкесов каланă тăрăх - малашне пурнăçламалли ĕç те чылай, тĕллевсем пысăк. Чăваш наци конгресĕпе пĕрле тумалли те сахал мар. Çавăнпа Шупашкар уйрăмĕпе пĕр шухăшлă пулса ĕçлессине палăртрĕ. ЧНК президенчĕ Н.Угаслов хулана аталантарас ĕçре конгресс хастарĕсем яланах пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ. ЧНК президенчĕн çумĕ П.Ивантаев тăван халăх йăли-йĕркине тата чĕлхине упраса хăварасси тĕпре пулнине шута хурса Шупашкар уйрăмне йĕркелеме йышăнни çинчен каларĕ. «Кирек епле организаци те никĕс пулмасан юхăнать, - терĕ вăл. - Чăваш наци конгресĕ те пуçламăш органсемсĕр вăйсăр. Унăн йышĕнче чăвашлăхшăн чунне парса ĕçлеме хатĕр çынсен тăмалла. Шупашкарти уйрăмăн ĕçĕ нумай. Сăмахран, хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентес енĕпе çитменлĕх чылай».

Тата ытти çивĕчлĕхе те палăртрĕç пухăва хутшăннисем. Çак шутра - хула урамĕсен, общество транспорчĕн чарăну вырăнĕсен ячĕсене чăвашла тĕрĕс çырасси, Г.Лебедев ячĕллĕ наци интернат шкулне чĕртсе тăратасси... Ку ыйтусем тахçанах калаçтараççĕ, анчах вĕсене халĕччен те татса параймаççĕ. Пухура ЧНКан Шупашкарти уйрăмĕ çак ĕçре çивĕчрех пулассине шаннине палăртрĕç.

Тĕп хулара ЧНКан пуçламăш организацийĕ кирлине пурте çирĕплетрĕç. Николай Угаслов ăна ертсе пыма конгресс президиумĕн членне Эдуард Бахмисова сĕнчĕ. Юрий Зорин Василий Федотов кандидатурине ырлама ыйтрĕ. Ларăва пухăннисем кандидатсен пултарулăхне тишкернĕ хыççăн йывăр лава туртма Э.Бахмисова шанчĕç. Хыççăнах ЧНК Шупашкар хулин уйрăмĕн Канашне суйласа çирĕплетрĕç. Унăн йышне 28 хастар чăваш кĕчĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.