Савăнтăмăр Акатуйра

2 Утă, 2015

Çĕрĕçченĕ «Акатуйра» савăнчĕ. Шупашкар районĕнчи Стан-ьял тăрăхĕнче те кĕрлерĕ хаваслă праçник. Ял çыннисем ăна валли ятарласа лаптăк хатĕрлерĕç: карта тытрĕç, пĕчĕк «пÿртсем», сцена ăсталарĕç.

Кашни ял кăмăлтан хатĕрленчĕ уява. Çав кун ирхинех тутлă апат-çимĕç янтăларĕç, хăнасене кĕрекене вырнаçтарма урама сĕтел-пукан ăсталаса лартрĕç. Спорт лаптăкĕсем те хатĕрччĕ уяв валли.

Темиçе районтан, ялсенчен хăнасем йышлăн пухăнчĕç Акатуя. Уяв Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев саламланинчен пуçланчĕ.

Ĕçре уйрăмах палăрнă ял çыннисене, фермăра, агропромышленность комплексĕнче тăрăшакансене, учительсене, «Паха тĕрĕ» фабрика ĕçченĕсене тăрăшса вăй хунăшăн Хисеп грамотипе, дипломпа, кубокпа, парнепе наградăларĕç.

Чи лайăх ял поселенийĕсене те палăртрĕç. Шупашкаркасси - 1-мĕш, Кипечкасси - 2-мĕш, Кайри Ункăпуç 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Пухăннисене Чăваш Ен парашютисчĕсем хăйсен маттурлăхĕпе савăнтарчĕç. Вĕсем самолетран уçлăха республика, Раççей ялавĕсене çĕклесе сикрĕç. Çĕр çинче парашютистсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.

Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне тата ытти районтан килнĕ фольклор ансамблĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Тăван чĕлхепе янăракан юрăсем кашнин кăмăлнех çĕклерĕç ахăртнех. Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров юррисем чуна пырса тиврĕç.

Хаваслă юрă-ташă уява илемлĕхпе, савăнăçпа тултарчĕ. Чăн-чăн пăхаттирсем вара спорт ăмăртăвĕсенче хăйсене тĕрĕслерĕç. Волейболла, футболла выляса, кĕрешсе тупăшрĕç. Малтисен йышне, тĕлĕнмелле те, ветерансем йышăнчĕç.

Унсăр пуçне йывăçран каскаласа, тимĕртен туптаса ăсталанă ĕç хатĕрĕсен, сăнÿкерчĕксен тата ытти япаласен куравĕсене йĕркеленĕччĕ. Уйрăмах Кÿкеç салинчи 1-мĕш шкулта вĕрентекен Николай Андреевич Востриковăн куравĕ пурне те тыткăнларĕ. Тимĕртен тĕрлĕ япала туптаса хатĕрлеме питĕ ăста вăл. Çамрăк ăрăва та хăй пĕлнине вĕрентет, ĕçĕсене вара Раççей шайĕнче иртекен конкурссене те тăратнă. Малти вырăнсене тăтăшах йышăнаççĕ вĕсем.

Уявран пурте тулли те савăнăçлă кăмăлпа саланчĕç.

Иосиф ЕМЕЛЬЯНОВ.

Шупашкар районĕ,

Хыркасси.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.