Сашук

11 Нарăс, 2017

Сашукпа епле паллашни паян та асăмрах. Кун пеккине епле манăн-ха! Камитрен те — камит, мыскараран та — мыскара!

Хĕр тусăм Ваççапа туслăччĕ вăл вăхăтра. Ылтăн алăллăскер, пур ĕçе те ăстаскер, калăм таврашĕ те туххăмрах тупатчĕ. Çавăнпах укçа-тенкĕ хĕсĕк тенине арçынран пачах та илтмен. Пĕррехинче ăна пĕр ĕç çавăрса кăларма эпĕ те пулăшнăччĕ-ха. Çакăншăн хăйне ман умра парăмра туйса-ши, пĕррехинче Наталипе иккĕшĕ хăнана йыхравларĕç. Эпĕ турткаланмасăрах килĕшрĕм. Çамрăк-ха ун чухне. Чун варли текенни те çукчĕ. Çакна шута илсе-ши, е хăйсене виççĕмĕшĕ чăрмантарасран шикленсе-ши, вăхăта хаваслă ирттерме ăнтăлса-ши — Ваççа тусне Сашука та чĕннĕччĕ. Лутрисене килĕштерсех каймастăп-ха та... Ара, тепĕр тесен пĕр каçлăха савăнма каять-иç. Хĕр чухне хĕрĕх теççĕ-çке. Палăртнă виçене çитерме кунашкалли те юрăхлă тепĕр тесен.

Çуллахи каç, чăн та, савăк иртрĕ. Шупашкар илемĕпе 9 хутлă çурт тăрринчен эпĕ унтанпа пĕрре те киленмен. Тĕрĕссипе — ун умĕн те. Пĕртен-пĕр хут пулнă ку.

Сашук вăл каç мана килĕштернине нимĕнле майпа та систермерĕ. Ку мана савăнтарчĕ çеç-ха. "Откас" парса йĕкĕт чунне те хуçас килмест-çке. Çавăнпах тепĕр ир ним пулман пекех хамăн пурнăçпа малалла кустартăм. Темиçе кунран хыпар илтрĕм. Çĕнĕ пĕлĕшĕм çапах та манпа кăсăкланать иккен. Ваççаран телефон номерне те ыйтса илнĕ. Чăн та, темиçе хутчен шăнкăравларĕ вăл. Виççĕрен ытла мар-тăр. Пĕррехинче ялта утă пуçтаратчĕ, тепрехинче хваттерĕнче юсав ĕçĕ ирттеретчĕ, виççĕмĕшĕнче пулăраччĕ.

Вăхăт малаллах шурĕ. Ĕç ыйтăвĕсемпе пĕр каччăна "хăваламалла" пулчĕ. Вăл та Саша ятлăччĕ. Питех те курса калаçмаллаччĕ унпа. Миçе шăнкăравламарăм пуль — ялан ерçмест. Юлашкинчен алă та султăм. Пушшех те, пуçлăх хушнине урăх çын урлă çавăрттарса кăлартăм.

Пĕррехинче каç кÿлĕм тăванăм патне хăнана вĕçтертĕм. Çуралнă кунне паллă тăваканскер шăпах мана ĕçре кирлĕ пулса тухнă Сашăшăн та тăван лекнине /йысна енчен/ асăнса хăварам. Уяв кĕрекинче саркаланса лараттăмăр. Телефон сасă пачĕ. Палламан номер. Айккинелле пăрăнтăм.

— Сашук-ха ку. Ас тăватăн-и, ĕç çинчен калаçма май пуррине систернĕччĕ эсĕ...

— Э-э-э, салам! Çапла. Халĕ пушă мар-ха эпĕ. Алина патĕнче хăнара. Аппуна саламлама эсĕ мĕншĕн килмен тата? — тĕпчерĕм эпĕ. Шавлă пулнипе питех илтĕнместчĕ çав. Çавăнпах тепĕр кун кăнтăрла ăçта тĕл пуласса калаçса татăлтăмăр та калаçăва вĕçлеме васкарăм.

— Палăртни вăйрах-и? — шăнкăравларĕ вăл тепĕр кун.

— Çапла, — терĕм те ĕç нумайран сăмах нумай вакламарăм.

"Сашăпа тĕл пулни пăсмасть-ха, вăл ĕçре малашне те кирлĕ пулаканскер", — шухăшланă май темшĕн сасси урăх çынăнни евĕр илтĕннине ăнлантăм. Чирленĕ-тĕр. "Тĕл пулсан сывлăхне ыйтса пĕлĕп" тесе малаллах ĕçлерĕм. Палăртнă вăхăт çитсен тухса утрăм. Кафере мана Саша мар, Сашук кĕтсе ларнине курсан утайми мар, чĕнейми пулса тăтăм. Эпĕ хытса тăнине кура юрать-ха хăй хирĕç утрĕ.

— Эпĕ ĕнер мĕнле уявра пулнине эсĕ пачах пĕлместĕн вĕт. Аппун та çуралнă кун пулман.

— Çук.

— Хăнара мĕншĕн эсĕ çуккине ыйтсан мĕншĕн "вăхăт çук" тесе каларăн тата? — кула-кулах тÿрех тапăнтăм ăна.

— Япăх илтĕнетчĕ. Питех ăнланмарăм. Ваççан хĕрĕ пирки калаçатăн пулĕ терĕм.

— Вăл Натали-çке.

— Унăн ятне ас тумастăп эпĕ...

Ахăлтата-ахăлтата апатлантăмăр. Сашука эпĕ пачах урăх арçынпа тĕл пулма килнине каласа кăтартрăм. Паллашнă кун эпĕ Ваççана ĕç çавăрттарса кăларма пулăшнине аса илнĕ май Сашук та кунашкал пулăшу ыйтнăччĕ. Эпĕ çакна пачах маннă. Вăл вара асра тытнă иккен, çавăнпах "ĕçпе" шнкăравланă та.

Ку пăтăрмахлă лару-тăру пирки тăвансене питех каламан эпир. Çавăнпах упăшкапа иксĕмĕр епле тĕл пулма тытăннине никам та чухламасть. Хамăр çеç кула-кула аса илетпĕр ăна. Арçыннăн кăмăлĕ лайăх пулсан лутри мĕне пĕлтерет?

АННА Н.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.