САРĂ АКАЦИ - КАНЛĔХ ЙЫВĂÇĔ
Сарă акаци — питĕ чăтăмлă ӳсен-тăран. Вăл кирек мĕнле çанталăкра та — шартлама сивĕре, çуллахи шăрăхра, типĕре, нӳрĕк ытлашши чухне — хăйне йĕркеллех туять. Халăх медицининче унпа тĕрлĕ чиртен сипленме усă кураççĕ: нервсене лăплантарма, вар-хырăм чирĕсемпе, сарамакпа, стоматитпа кĕрешме...
Шăнса пăсăлсан
- Акацин вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ тымарне 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 7-8 минут вĕретмелле, илсен 2 сехетрен сăрăхтармалла. Шĕвеке кунне 3 хут пĕчĕк сыпкăмсемпе стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ăшăлла ĕçмелле.
- Вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сываличчен.
Пуç ыратни, атеросклероз
- Акацин вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.
- Типĕ е чĕрĕ 1 апат кашăкĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Вар-хырăм шыçсан
Акацин лайăх вĕтетнĕ типĕ 3 апат кашăкĕ туратне çур литр шыва ямалла. Вĕрекен шыв мунчине 5-6 минута лартмалла. Илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — икĕ эрне.
Ангина, стоматит, суран, экзема
Эмальленĕ савăта сарă акацин вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ хуппине хумалла, çур литр шыв ямалла, 10 минут вĕретмелле. Илсен 2 сехетрен питĕ тăрăшса сăрăхтармалла. Шĕвекпе çăвара кунне 3 хут чӳхемелле. Сурана, экземăна унпа кунне икĕ хут çумалла.
Кăкăр хĕртни
Типĕ 2 апат кашăкĕ çулçа заварка чейникне хумалла, тин вĕренĕ 1 стакан шыв ямалла. 2-3 сехетрен виçĕ сий марля витĕр сăрăхтармалла. Кунне 2 хут 2-3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — кăкăр хĕртни иртиччен.
Сарамак /гепатит/
Типĕ 2 апат кашăкĕ çулçа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Икĕ сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 3-шер десерт кашăкĕ ĕçмелле. Курс — пĕр эрне.
Невралги
Типĕ е чĕрĕ 1 апат кашăкĕ акаци чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
Шута илме: гипервитаминоз чухне, организмĕ йышăнман çынсен, ача кĕтекен, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен сарă акаци препарачĕсене ĕçме юрамасть.
Комментари хушас