Саккун тесен... сехре хăпмасть халь

1 Нарăс, 2014

Ĕнер ЧР прокурорĕ Владимир Метелин ертсе пынипе республика прокуратуринче анлă коллеги иртрĕ. Уф çумĕ Александр Корсунов, республикăри право хуралĕн ертÿçисем, прокуратура аппарачĕн ертÿçисем, хула тата район прокурорĕсемпе çумĕсем хутшăнчĕç.

Владимир Метелин прокуратурăн пĕлтĕрхи пĕтĕмлетÿллĕ кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, малашнехи ĕç-хĕлĕн çул-йĕрне палăртрĕ. Республика прокурорĕ пĕлтернĕ тăрăх - преступлени тăвасси 14,4% чакнă, уйрăмах йывăр преступленисен хисепĕ пĕчĕкленнĕ. Прокурорсем полици ĕçченĕсем пытарнă 513 «хура» ĕçе тупса палăртнă. 543 сотрудника, вăл шутра 54 ертÿçе, явап тыттарнă. Ял тăрăхĕсен 15 пуçлăхĕ, вĕсен çумĕсем, район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем, патшалăх учрежденийĕн тата органĕн 7 ертÿçи тунă саккуна хирĕçле ĕçсене чарса лартнă.

Тĕрĕслĕх шыраса прокуратурăна çул тытакансен йышĕ çулран çул ÿссе пырать. Çынсем хăйсен правине хÿтĕлеме вĕренсе пыраççĕ. Пĕлтĕр 37239 çын пулăшу ыйтса килнĕ, вĕсенчен 23346-шĕн ыйтăвне татса пама май килнĕ.

«Халăх сире шанать, сирĕн ĕçе пысăк хак парать - çапла çирĕплетет социологи ыйтăмĕ. Активпа тĕл пулнă май кун пирки пĕрре мар илтме тÿр килнĕ. Обществăра тăнăçлăх хуçаланнинче сирĕн тÿпе те пур. Çапах та хăш-пĕр ыйтупа çине тăмалла. Сăмахран, çĕр пурлăхĕ тĕлĕшĕпе. Коррупци çулне малтанхи тапхăртах пÿлнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Çавăн пекех халăха алкоголизмран хăтарассипе те çивĕчрех ĕçлемелле...» - палăртрĕ Михаил Игнатьев йĕрке хуралçисен ĕç-хĕлне пысăка хурса хакланă май.

Алина ИЗМАН.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.