Республикăн чи лайăх вĕрентекенĕсем хутшăнĕç

15 Юпа, 2014

Пĕтĕм Раççей халăх фрончĕ /ПРХФ/ юпа уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче Пензăра "Пахалăхлă вĕрентÿ - çĕр-шывшăн" форум ирттерет. Педагогăн социаллă миссине кăтартас тĕллевпе çакнашкал тĕл пулу йĕркелес шухăша Владимир Путин та ырланă.

Асăннă мероприятие Чăваш Енрен сумлă делегаци хутшăнать. Унăн йышĕнче - Шупашкарти электромеханика колледжĕн директорĕ Алексей Судленков, Элĕк вăтам шкулĕн директорĕ Владислав Волков, МАДИ республикăри филиалĕн ертÿçин çумĕ Виталий Михайлов, Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицей вĕрентекенĕ Людмила Турковская, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ăслăлăхпа тĕпчев центрĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Ершова, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ доценчĕ Алексей Карпов, Экономикăпа технологи колледжĕн директорĕн çумĕ Никита Бурашников тата ЧЭАЗ АХО персонал директорĕ Сергей Кольцов.

Промышленноç предприятийĕн элчи ушкăна ăнсăртран лекмен: республикăри паллă предприятин ĕçченĕ инженерипе техника кадрĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе усăлăха ÿстермелли сĕнÿсем парĕ.

- Форумра Раççейри вĕренÿ аталанăвĕн паянхи тăрăмне тĕплĕн уçса парасса шанатпăр, - ĕçлĕ çул çÿрев умĕн хăйĕн шухăшне палăртрĕ Алексей Судленков. - Чи кирли - обществăна, влаçа, бизнеса асăннă тытăмăн çивĕч ыйтăвĕсене татса памашкăн хутшăнтарасси.

Влада МИРСКАЯ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.