«Раççей юррисем»

Çак эрнере пирĕн республикăра «Раççей юррисем» марафон фестиваль кĕрлесе иртрĕ. Унăн авторĕ тата йĕркелÿçи - Раççей халăх артистки Надежда Бабкина. Вăл хăйĕнпе пĕрле 120 ытла артист илсе килчĕ. «Русская песня», «Славяне», «Владимирские рожечники», «Криница» /Краснодар/, «Айкай» /Удмурт Республики/ ансамбльсем, «После одиннадцати»» ушкăн, «Живая планета» шоу-балет, Евгений Гор тата ыттисем Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Элĕк, Куславкка районĕсенче концерт йĕркелерĕç.

6 çул хушшинче фестиваль Мускавра, Воронеж, Калуга, Курск, Липецк, Ростов, Кемĕр, Иваново, Новосибирск, Владимир, Чул хула, Ленинград, Мускав, Орел, Рязань, Ярославль, Пенза, Смоленск облаçĕсенче, Чăваш, Мари, Çурçĕр Осети-Алани, Карел республикисенче, Краснодар, Хабаровск, Алтай крайĕсенче, Ханты-Манси автономи округĕнче иртнĕ.

Эрне пуçламăшĕнче Надежда Бабкинăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йышăнчĕ. Фестиваль пĕлтерĕшĕ пирки сăмах хускатрĕç. Надежда Георгиевна Шупашкарта 7 çул каялла пулнине аса илчĕ. Республика кунĕнче Хĕрлĕ лапамра ирттернĕ концерт халĕ те унăн асĕнчен тухман. Çав самантра тĕрлĕ наци культури тĕл пулни, пĕр-пĕрин пултарулăхне курса чунпа вăйланни тавра сăмах пуçарчĕ юрăç.

Михаил Васильевич çакăн пек мероприятисем Раççейĕн нумай нациллĕ халăхĕсен культурине чĕртсе тăратма тата аталантарма пулăшнине палăртрĕ.

Унтан Надежда Бабкина ансамбль ертÿçисемпе пĕрле журналистсемпе тĕл пулчĕ. Раççей халăх артистки чăвашсен наци çи-пуçĕ, тĕрри-эрешĕ тыткăнланине пытармарĕ. Республика Пуçлăхĕ ăна ĕçе йĕркелеме пĕлнишĕн тивĕçлипех мухтанă. Çакă уйрăмах хăпартлантарнă хĕрарăма.

Надежда Георгиевна çакнашкал фестивальсем çĕр-шыври наци культура çыхăнăвĕсене çирĕплетме пулăшнине палăртрĕ. Ку мероприяти пĕлтерĕшĕ пысăк: вырăнти халăх хăнасен концерчĕсенче киленÿ илчĕ, аякран килнисем пирĕн тăрăхри юрă-ташă ăстисен пултарулăхĕпе паллашрĕç.

РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Капаев çак фестиваль СССР саланнă хыççăн та юлташсемпе çыхăну тытма пулăшнине каларĕ. Унăн шухăшĕпе, пирĕн çĕр-шыв илемĕпе, мăнаçĕпе нихăш тăрăх та танлашаймасть.

«Раççей юррисем» марафон фестиваль йышĕнче аслă ăру çыннисем кăна мар, çамрăксемпе ачасем те пур. Наци культурине сыхласа хăварасси вĕсемшĕн чун киленĕçне çаврăннă.

Çурçĕр Осети-Алани Республикин халăх артисчĕ Магамет Карсанов яппун ăстисенчен тута купăсĕ илнĕ. Унăн шухăшĕпе çак инструмент хăйне евĕрлĕхне вĕсенчен лайăх ăнланакан çук.

Надежда Бабкина хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ. Мускавра унăн проекчĕпе Туслăх çурчĕ çĕкленĕ. Ăна валли хыснаран пĕр пус та тăкакламан. Унта куракансене 3 зала пуçтарма пулать. Надежда Георгиевна ăна кĕркунне Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн çуралнă кунĕ тĕлне уçасшăн.

Марина ГРИГОРЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.