Пурте кирлĕ: шалу та, стаж та...

3 Юпа, 2014

Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ умĕн Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Татьяна Игоревна Дроздова РФ Президенчĕн Шупашкарти йышăну пÿлĕмĕнче телефонпа халăхпа тÿрремĕн калаçу ирттерчĕ. Икĕ сехете тăсăлнă калаçура вăл 27 ыйтăва хуравларĕ. Тем те шухăшлаттарать çынсене: çитес çултан пенсие çĕнĕлле шутлама пуçласси, пухăнса пыракан пенси тÿлевĕ, патшалăхăн хушма укçа программи (софинасировани) , ĕçлекен пенсионерсен укçине ÿстерес йĕрке, ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар вăй хунисен пенсийĕ мĕн чул ÿсесси тата ытти те.

Ял çынни чăвашла ыйту çине чăвашла хурав илейменнине шута илмесен калаçу тухăçлă иртрĕ темелле. Хăшне-пĕрне пенси докуменчĕсене пăхмасăр та тĕплĕ хурав пама май çукран телефон номерĕсене, килти адресне çырса юлчĕç, çырупа хуравлама шантарчĕç.

Мария Львовна Иванова (Вăрмар районĕ, Арапуç): Манăн упăшка 43 çул водитель, пожарнăй пулса ĕçленĕ. Унăн «Пушарта хăюлăх кăтартнăшăн» Раççей медалĕ те пур. Çавна май «Ĕç ветеранĕ» ят илесшĕнччĕ. Памарĕç. Мĕншĕн?

Иккĕмĕш ыйту. 1964-65 çулсенче эпĕ Грузире чукун çул тунă çĕрте ĕçленĕ. Анне чирлесе ÿкнипе унтан пăрахса килме тиврĕ. Çамрăк пулнă, унта ĕçленине ĕç кĕнеки çинче те паллă тутарттарман. Мĕнле кирлĕччĕ вăл халĕ! Пĕтĕмпе ĕç стажĕ 39 çул ытла. «Ĕç вĕтеранĕ» ята илме 3 уйăх çитмест. Халь тин мĕн тумалла-ши?

– Грузире ĕçленине çирĕплетекен свидетельсем пур-и сирĕн?

– Пур. Темиçе те.

– Пĕрле ĕçленисем-и? Вĕсен ĕç кĕнеки çинче паллă тунă-и?

– Вĕсен пĕтĕмпех пур, манăн – çук.

– Саккунпа килĕшÿллĕн свидетельсен кăтартăвĕпе стажа çирĕплетме май пур. Районти пенси уйрăмĕн пуçлăхĕпе çыхăнса илĕпĕр, ĕçĕре пăхса тухнă хыççăн хурав парăпăр.

– Тавах.

– Пĕрремĕш ыйтупа вара сирĕн сывлăха сыхлас ĕçпе социаллă аталану министерствипе çыхăнмалла. Йышăну пÿлĕмĕн телефонĕ: 62-35-94.

 

Александра Васильевна Данилова (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Кив Атикасси): Шкул хыççăн «Чувашкабель» заводра ĕçленĕ, сиенлĕ вырăнта 3 çул та 1 уйăх тăрăшнă. Эпĕ халĕ 51 çулта. Пенсие маларах, 53 çулта, тухма пултаратăп-и?

– Шел пулин те, çук. Саккун тăрăх – пенсие маларах тухма хĕрарăмсен сиенлĕ ĕçре 7 çул та 6 уйăх таран ĕçлемелле, 15 çул страхлав стажĕ пухмалла. Ку 1-мĕш Списока кĕрекенсене пырса тивет. 2-мĕш Списокпа (йывăр ĕç условийĕсем) пенсие маларах тухма хĕрарăмсен 10 çул ĕçлемелле, арçынсен – 12,5. Çÿлерех асăннă çулсен çуррине пурнăçланă пулсан та маларах тухмалли ирĕк пурччĕ. 3 çул та 9 уйăхран сахалрах стаж пухнисен унашкал ирĕк çук.

– 54 çулта та тухаймастăп-и?

– Çук.

Виктор Алексеевич (Шупашкар): Çулталăк каялла 2014 çулта соцпакетăн пĕр пайĕ – эмел – кирлĕ мар тесе заявлени çырнăччĕ. 2015 çул валли те çаплипех хăварасшăн. Пенси фондне кайса тепĕр хут заявлени çырмалла-и?

– Çырмалла мар. Хăвăр шухăшăра улăштарас тенĕ чух кăна çырмалла. Çырмасан унччен мĕнле пулнă – çаплипех юлать.

Владимир Васильевич (Комсомольски): Район хаçатĕнче Роза Кондратьева панă интервью пичетленнĕччĕ. Унта пенсин çирĕплетнĕ тÿлев виçи 3935 тенкĕ тесе çырнăччĕ. Манăн арăма вара пенсие 3910 тенкĕрен шутласа панă, 2,6 коэффициент тухнине пăхмасăрах 1,2 коэффициентпа. Ĕçсĕр юлнă вăхăтра пособи илнĕ тапхăра та ĕç стажне кĕртмен. Мĕн калама пултаратăр?

– Хальхи вăхăтра пенсин çирĕплетнĕ тÿлев виçи (фиксированный базовый размер пенсии) 3910 тенкĕ те 34 пуспа танлашать. 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вара вăл 3935 тенкĕ пулĕ. Апла сирĕн мăшăра тĕрĕсех шутласа панă. Коэффициент пирки. Мăшăрăр Çурçĕрте е унпа танлаштарнă вырăнта ĕçлемен-и?

– Çук.

– Апла ку та тĕрĕсех. Пенси валли илнĕ вăтам ĕç укçине çĕр-шыври çав çулсенчи вăтам ĕç укçи çине пайласан пулнă шайлашăва 1,2 коэффициент таран шута илеççĕ. Çурçĕрте ĕçленисенне шутлама пысăкрах коэффициент илеççĕ, ыттисен саккунпа çураçуллăн – 1,2.

Ĕçпе тивĕçтерекен службăра шутланса тăнă тапхăр стажа кĕрет. Унта 2002 çулччен тăнă пулсан пушшех те. 2002 çул хыççăн тăни вара пенси виçине пур пĕрех витĕм кÿмест, мĕншĕн тесен страхлав взносне шута илеççĕ. Ахăртнех, эсир ăнлансах çитеймен. Пирĕн пата çыру çырман-и?

– Çырнă, сентябрĕн 8-мĕшĕнче.

– Апла ăна пĕр уйăхра пăхса тухса хурав памалла. Васкăпăр.

Ольга Петровна (Куславкка районĕ, Куснар): Упăшкам çитес çул пенсие тухмаллаччĕ, анчах иртнĕ çул ĕмĕрлехех куçне хупрĕ. Эпĕ унăн пенсине илме пултаратăп-и?

– Эсир тăрантаракана çухатнăшăн паракан пенсие илесшĕн-и?

– Пĕлместĕп. Хамăн пенси пĕчĕк. Ветеран пулаймарăм.

– Хутсене курмасăр калама йывăр. Шутлаттарса пăхмалла. Паллах, тăрантаракана çухатнăшăн паракан пенсие илме пулать, анчах кун пек чухне пенсин çирĕплетнĕ тÿлев виçи сирĕншĕн икĕ хут чакать, çавна май укçа сахалрах тухма пултарать. Вырăнти пенси уйрăмне çитсе шутлаттарнине нимĕн те çитмĕ.

Людмила Павлова (Çĕрпÿ районĕ): Патшалăхăн хушма укçа программине хутшăнса иртнĕ çул 12 пин тенкĕ хыврăм, кăçал – 6 пин. Çав укçана эпĕ 2015 çулта илме пултаратăп-и?

– Пенсие хăçан тухатăр?

– Çитес çул, апрель уйăхĕнче.

– Пенсие тухнă чух ăна илме заявлени çырма пултаратăр. Анчах çакна шута илĕр: 2013 çулта хунă 12 пинрен 24 пин илетĕр пулсан, 2014 çулшăн – мĕн чуль хунине çеç. Мĕншĕн тесен патшалăх укçи сирĕн счет çине çулталăкран çеç хушăнать. Çуралнă кун апрельте тетĕр, апла май уйăхĕ хыççăн куçать. Çавăнпа сире заявление каярах, 2016 çулта, çырма сĕнесшĕн. Патшалăх укçине те илеетĕр. 2015 çултан çак укçана 5 çулта пĕр хут параççĕ.

Галина Петровна Кашаева (Куславкка районĕ, Кунер): Тăватă çул каялла пенсие тухнă. Пĕчĕк пенси илетĕп. Çĕнĕ саккунра ырă улшăнусем пур-и?

– Пĕлетĕр ĕнтĕ, çитес çултан пенсие çĕнĕлле шутлама пуçлаççĕ. Мĕн улшăнать-ха? Çĕнĕ йĕркепе пенсин çирĕплетнĕ виçи 3910 тенкĕрен 3935 тенке çитет. 25 тенкĕ ытларах. Апла пенси те кăшт ÿсет.

– Ял хуçалăхĕнче 30 çул ĕçленисен пенсийĕ мĕн чухлĕ ÿсет?

– Пенси хăй пĕтĕмĕшле ÿсмест. 2016 çултан унăн çирĕплетнĕ виçине –3935 тенке – 25 процент ÿстереççĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ, ялта пурăнакансене пырса тивет ку. Ăçта тата мĕнле должноçра ĕçленĕ çынсем кĕрĕç унта – çитес çул паллă пулĕ. Хальлĕхе нимĕнле перечень те çук.

Валентина Владимировна Андреева: Ĕçлекен пенсионерсен укçине çĕнĕ саккунпа темиçе процент тытса юлаççĕ тени тĕрĕсех-и?

– Ăçтан ку информаци?

– Радиопа илтнĕччĕ.

– Тĕрĕс мар ку. Ĕçлесен те, ĕçлемесен те пенси катăлмĕ. Ĕçлекен пенсионерсен пенси шайне çулсерен ÿстермелли ирĕк малашне те сыхланса юлать. Пенси ÿсĕмĕ 3 коэффициентран иртейменнине кăна шута илмелле. Урăхла каласан, уйăхра 18 пин е унран та ытларах ĕçлесе илекенсен корректировка вăхăтĕнче 3 коэффициентран ытла хушăнмĕ. Çĕнĕ çултан пенсие коэффициентпа шутланă май апрель уйăхĕнчи тÿрлетÿсем те коэффициентпа пулĕç. 2015 çула çирĕплетнĕ пĕр коэффициент хакĕ – 64 тенкĕ те 10 пус, ăна 3 балл çине (кашнин тĕрлĕрен, ку – чи пысăкки) хутласа мĕн чухлĕ укçа хушăнасса пĕлетпĕр: 200 тенкĕ майлă. Урăх нимĕнле чару та çук.

– Манăн ĕç укçи 5-7 пин, миçе сехет ĕçленинчен килет. Ытларах илнĕ чух пенсипе пĕрле алла 18-19 пин тенкĕ таранах кĕрет. Апла манăн та 3 балл хушăнать-и?

– Çук. Корректировка вăхăтĕнче пенси виçине пачах пăхмаççĕ. Ĕç укçи кăна кăсăклантарать. 5-7 пинпе нимĕнле чикĕ те çук. 18 пин тенкĕрен ытларах ĕç укçи илекенсене кăна пырса тивет терĕм.

Елена Ивановна ИВАНОВА (Элĕк): «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçмелли стажа пĕчĕклетмелли пирки калаçаççĕ. Хăçан пулĕ-ши вăл?

– Хальлĕхе ку тĕлĕшпе нимĕнле саккун та йышăнман.

Светлана Ильинична (Шупашкар): 1967 çулхи эпĕ. Çĕнĕ саккунран манăн мĕн кĕтмелле?

Çĕнĕ саккунпа та хĕрарăмсем унчченхи пекех – 55, арçынсем 60 çулта пенсие тухаççĕ. Хальхи вăхăтра пенсие тивĕçмелли чи пĕчĕк страхлав стажĕ 5 çул пулсан, 2025 çул тĕлне 15 çултан кая мар пулмалла. Ĕçленĕ тапхăрти пенси коэффициенчĕ 30-тан иртмелле. Эсир 2022 çулта пенсие тухатăр, апла сирĕн страхлав стажĕ 13 çултан кая мар пулмалла. Çавăн пекех сирĕн страхлав пенсийĕ тата пухăнса пыракан пенси пулать.

– Патшалăхăн хушма укçа программине хутшăннă-и эсир?

– Çук. Халĕ унта кĕме пулать-и?

– Программа ĕçлет, анчах унта кĕме кая юлнă. 2013 çулхи декабрĕн 31-мĕшчен кĕрсе юлмалла пулнă.

– Светлана Ильинична, эсир пенсин пухăнакан пайне ăçта хывнă?

– Раççей Пенси фондне. Нимĕнле управляющи компанине те, патшалăхăн мар пенси фондне те кĕмен.

– 2016 çулччен сирĕн пенсин пухăнакан пайне ăçта йĕркелессине татса памалла. Енчен те нимĕн те тумасан, «молчун» пулса юлсан, мĕн пур взнос страхлав пенсийĕ çине куçать.

– Мĕнлерех тусан лайăх-ши? Куçармаллах-ши ăçта та пулин? Ĕç укçи те пĕчĕк манăн.

– Ку ыйтăва кашнин хăйĕн татса памалла. Ĕç укçи пĕчĕк пулсан, тен, куçарма та кирлĕ мар. Страхлав пенсийĕшĕн – патшалăх яваплă. Пухăнса пыракан пенсишĕн – уйрăм компанисем.

Такам та шăнкăравларĕ: вăтăр çултан каçса пĕр çул стаж пухайманни те, культура тытăмĕнче ĕçлекенсен пенсийĕ мĕншĕн «чăх кулли» кăна теекен те, пенсие тĕрĕсех шутланă-ши тесе иккĕленекен те. Мана пуринчен те ытларах ĕç кĕнеки те, стаж та çук текен çамрăк хĕрарăм шухăша ячĕ. Пасарта сутуçăра ĕçлекенскер хальлĕхе лайăх укçа илет, анчах унăн малашлăх валли нимĕн те çук. 2015 çултан страхлав пенсийĕ тата пухăнса пыракан пенси уйрăм пуласса та, ватлăхра мĕн кĕтессе те пĕлмест вăл. Паян-ыран хăйне сутуçă пек кăтартса страхлав взносĕ тÿлеме пуçламасан ăна страхлав пенсийĕ те тивĕçмĕ. Унашкаллисене социаллă пенси параççĕ, анчах çав пĕчĕк тÿлевпе хĕрарăмсене 60 çула çитсен кăна тивĕçтереççĕ, арçынсене вара – 65 çул тултарсан. Çавăнпа пулас пенси пирки çамрăклах шухăшламалла. Пурте кирлĕ-çке: шалу та, стаж та, взнос та...

Елена Николаева.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.