Пурнăç тĕллевĕ – çынсене пулăшасси

27 Кăрлач, 2017

Чăваш Ен сывлăх сыхлавне аталантарма сумлă тӳпе хывнă паллă çынсем — Етĕрне хулин хисеплĕ гражданинĕ Нина Яковлева тата Григорий Алексеев профессор — кăрлач уйăхĕнче 90 çул тултарчĕç.

Нина Яковлевна Тутар Республикинчи Покровски салинче 1927 çулхи кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Хусанти медицина институтĕнчен шăл тухтăрĕн квалификацине илсен Чăваш хутлăхĕнчи Етĕрне хулине 1949 çулхи çурла уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе ĕçлеме килнĕ те кунтах тымар янă: стоматологра тăрăшнă, тĕп тухтăрăн заместителĕ пулнă, 1982 çулта тивĕçлĕ канăва тухсан та тепĕр 10 çул стоматологра вăй хунă. Вăл çине тăнипе асăннă служба аталанса вăй илнĕ, шăл сиплевĕн кабинечĕсен хисепĕ ӳснĕ, ку енĕпе кадрсем хатĕрлессине тивĕçлипе хаклама пуçланă. Унăн пуçарăвĕпе Етĕрнере шăл протезĕн, участок больницисенче ăна сиплекен пӳлĕмсем йĕркеленĕ.

Етĕрне районĕн больницинче стоматологи службине ертсе пынă вăхăтрах Нина Яковлевна хирургра, отоларингологра ĕçленĕ, çар ĕç комитечĕн яшсене салтака илекен комиссине хутшăннă.

Хăйĕн пуян опычĕпе çамрăксене паллаштарнă, общество ĕçĕнче пуçарулăх кăтартнă: райсовет депутачĕн тивĕçне пурнăçланă, Хĕрлĕ Хĕрес обществин районти комитечĕн, вăрçă тата ĕç ветеранĕсен канашĕн членĕ пулнă, социаллă хӳтлĕх пайне пĕччен пурăнакан ватăсене пăхмашкăн пулăшнă.

Пултарулăхĕпе пуçарулăхне тивĕçлипе хакласа Нина Яковлевăна ЧАССР Сывлăх сыхлавĕн министерствин, ытти ведомствăн Хисеп хучĕсемпе, «СССР санитари оборонин отличникĕ», «Коммунизм ĕçĕн ударникĕ» паллăсемпе, «Ĕç ветеранĕ» медальпе чысланă. Вăл — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ.

Григорий Алексеев юбилейне кăрлачăн 18-мĕшĕнче паллă турĕ.

Врач пулас ĕмĕте пурнăçа кĕртмешкĕн ăна амăшĕ хавхалантарса-пулăшса пынă. Хаяр вăрçă алхаснă вăхăтра, 1942 çулта, çичĕ класлă шкул пĕтернĕскер /сăмах май, 13 тантăшĕнчен вăл кăна свидетельство илме пултарнă/ Çĕрпӳ хулинчи фельдшерсемпе акушерсен шкулне вĕренме кĕнĕ. Тĕнсĕр ялĕнче ĕçлеме тытăнсан çывăхри виçĕ ял халăхĕ валли фельдшер пункчĕ уçма хевте çитернĕ. Шел, унта нумаях тытăнса тăман: салтак ячĕ тухнă яша 1945 çул вĕçĕнче хĕсмете илнĕ. Инçет Хĕвелтухăçĕнче тĕрлĕ çар чаçĕнче фельдшерта службăна ирттернĕ вăл. 1948-1951 çулсенче Владивостокри шăл тухтăрĕсен шкулĕнче ятарлă пĕлӳ илнĕ хыççăн Мускаври стоматологи институтĕнчен вĕренсе тухнă, тăван ене таврăннă. Çамрăк специалист малтанхи вăхăтра Хулари пĕрремĕш больницăра стоматологра тăрăшнă, каярахпа ăна Республика больницин тĕп тухтăрĕн сиплев енĕпе ĕçлекен заместительне лартнă. 1956 çулта уçăлнă сиплев учрежденине аталантармашкăн Григорий Алексеевич пысăк тӳпе хывнă: медицина кадрĕсем суйласа илме, халăха ятарлă стационар тата консультаци, планпа палăртнă тата васкавлă пулăшу парассине йĕркелеме, районти врачсен тата вăтам медперсоналăн квалификацине ӳстерме пуçаруллă хутшăннă, больницăн организаципе меслетлĕх службине, санитари авиацине туса хурассишĕн тăрăшнă.

Вăл пуçарнипе республикăн медицина географине пуçласа йĕркеленĕ, ялта тата хулара тĕл пулакан чир-чĕре тишкернĕ. Çав вăхăтрах сиплев корпусĕсен, хуçалăх объекчĕсен строительствин ыйтăвĕсемпе те интересленнĕ.

Ăста тухтăрсемпе — П.Ереминпа, П.Осиповпа, И.Кузнецовпа, И.Николаевпа, А.Фадеевăпа тата ыттисемпе юнашар ĕçлесе сывлăх сыхлавне йĕркелес тата чирлисене сиплес енĕпе вĕсенчен вĕренсе пынă, пуян опыт пухнă.

1958 çулта стоматологсен наукăпа практика обществине йĕркелесен ăна ертсе пыма Григорий Алексеева шаннă.

1965 çулта вăл преподаватель ĕçне куçнă, педагогикăна 40 çул халалланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан Чăваш Енри медицина историне тĕпчеме пикеннĕ, врачсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра ятарлă музей йĕркеленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.