Пултаруллă ертÿçĕ, хастар депутат

Ачалăх çулĕсем çăмăл иртменни, пурнăçри йывăрлăха пĕрре мар çĕнтерни, каярахпа çак тĕслĕхсене пула кун-çул сукмакне хăюллăнах такăрлатма пултарни пирки сăмах пуçарчĕ Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Владимирович Мишин.

«Тирпейлĕхе кăмăллатăп»

Вăл Патăрьел районĕнчи Сăкăтра çуралса ÿснĕ. Хăй каланă тăрăх, ашшĕ вырăс çынни пулнă. Мускавра çитĕннĕскер чăваш ялне епле лекнĕ-ха? «Атте ФЗОран вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш Ене килнĕ. Ялти пирвайхи электрик, сварщик, токарь пулнă вăл. Эпĕ те унпа пĕрле ял тăрăх электричество кĕртсе çÿреттĕм, çунашкапа изоляторсем туртаттăм. Унсăр пуçне атте каменщик ĕçне те пултаратчĕ. Аннепе пĕрле ялти культура çуртне, ферма витисене купаланă çĕре те хутшăннă», — аса илчĕ çывăх çынни пирки Петр Владимирович.

Ашшĕ-амăшĕ икĕ ачине ĕçе юратма, тирпейлĕ пулма вĕрентнĕ. «Атте çуллахи вăхăтра пÿртри мĕн пур савăт-сапана картише кăларатчĕ те хăйăрпа, содăпа çуса тасатма хушатчĕ. Ăна тап-таса пуличчен çăваттăм. Питĕ тирпейлĕхе юрататчĕ вăл. «Ывăлăм, шăлавару саплăклă пулсан та таса пултăр», — тетчĕ. Çак сăмахсене эпĕ яланлăхах ăша хывнă. Паянхи кунччен те вĕсене асра тытатăп. Ахальтен мар тирпейлĕхе кăмăллатăп. Кил-çуртра та, пахчара та тап-таса. Ачана çамрăкран воспитани памалла тени тĕрĕсех çав», — чунне уçрĕ депутат.
Ял ачи пĕчĕкренех колхозра ĕçлесе çитĕнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Унсăр пуçне кил тĕрĕшре те вăй хунă. «Çĕр улмине çум курăкран тасатма ирхине 4-5 сехетрех пахчана тухаттăм. Кÿршĕри Вера аппа хĕрĕсене манран тĕслĕх илме сĕнетчĕ, нумай çывăрнăшăн ятлатчĕ», — малалла сÿтĕлчĕ сăмах çиппи.
Пулас профессор шкулта лайăх вĕреннĕ. Ахальтен мар ăна пĕрремĕш вĕрентекенĕ Александр Прохоров «ылтăн пуç» ят панă. Общество ĕçне те хастар хутшăннă арçын ача. Стена хаçатне ÿкерчĕксемпе илемлетнисĕр пуçне сăвăсем те çырнă. Малтанхи сăвви тăван ялне халалланăскер пулнă. Ăна Петр Владимирович халĕ те асра тытать:
Тăван ялăм, Сăкăт ялĕ
Выртать лапам вырăнта.
Уйĕ-хирĕ питĕ пысăк,
Выртать анлăн сарăлса…

Тупа

Çапла, чăннипех килĕштерет вăл тăван тăрăхне. Ял-йышпа çыхăнăва татмасть, май пур таран пулăшма тăрăшать. Тăван шкулне, ача садне те тимлĕх уйăрать.
Вырăнти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш техника училищинче ăс пухнă, электромонтер профессине алла илнĕ. Малалла хими заводĕнче ĕçлеме тытăннă. «Салтака часах илмерĕç, — куç умне кăларчĕ иртнине Петр Владимирович. — Мĕншĕн тесен асăннă заводра ĕçлени сывлăхшăн сиенлĕ пулнăран çара каяс вăхăта тăсса пычĕç. Çакă аннене те килĕшмерĕ: «Ывăлăм, арçыннăн салтака каймалла», — терĕ мана вĕрентсе. Çавна май эпĕ çара ДОСААФ урлă кайма шут тытрăм: унта тинĕс шкулне вĕренме кайрăм. Анчах хĕсмете ку енĕпе лекеймерĕм, Казахстанра космодромра пултăм. Отпуска килни те асăмрах: питĕ шăрăх çанталăкчĕ ун чухне. Патăрьелĕнче вокзалта тăратăп, çын нумай. Анчах яла автобус ямаççĕ. Тахăшĕ каларĕ: «Района тĕп бухгалтер килнĕ, ăна, пĕччен çынна, унта-кунта çÿреме автобус панă. Халăх валли вара — çук». Çакăн пирки хам та шухăшларăм: «Кам вăл бухгалтер? Вĕреннĕ çын. Эппин, Петя, санăн та вĕренмелле». Çавна май отпускран кайнă чухне шкулти учебниксене пĕр чăматан пухрăм та çула тухрăм. Юлташсем çывăрнă вăхăтра эпĕ çĕрĕпех вĕренеттĕм. Салтакран таврăнсан çар формипех ял хуçалăх институтне заявлени пама кайрăм. Экзаменсене лайăх паллăпа тытса инженер-механик уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Манăн, колхоз стипендиачĕ пулнă май, яла таврăнмалла пулнă. Анчах институт пĕтернĕ чухне кафедрăра çамрăк преподавательсем кирлине пĕлтерчĕç. Мана, лайăх вĕреннĕрен, аслă шкулта юлма ыйтрĕç. Мĕн тумалла? Колхоз председателĕ Петр Алексеевич Казачковпа канашларăм. «Петя, санран тĕп инженер тăвасшăнччĕ эпĕ», — терĕ кулянса. Ку тĕлĕшпе пуху ирттерчĕ вăл. Мана та сăмах пачĕç. Эпĕ, çамрăкскер, калаçма та пĕлеймерĕм пулас. Петр Алексеевич ман хута кĕрсе: «Тăван ял-йыш, çамрăк çыннăн çунатне хуçар мар», — терĕ. Вĕреннĕ вăхăтра эпĕ илсе тăнă стипендие шутран кăларма йышăнчĕç. Çакăн хыççăн хам пултарнă таран ял-йыша, тăван тăрăха пулăшма тупа турăм», — аса илчĕ иртнине Петр Владимирович.
Чăн та, хăйĕн тупине манмасть вăл. Пулăшу ыйтакана яланах алă тăсса парать. «Эсир тăван яла пулăшнине колхоз председателĕ курма ĕлкĕрчĕ-и?» — ыйтатăп кăсăкланса. «Курчĕ. Питĕ ырă çынччĕ Петр Алексеевич», — пулчĕ хурав.
Тавçăруллă, анлă тавра курăмлă çамрăк яланах вĕренме тăрăшнă. Ял хуçалăх институтĕнче студентсене вĕрентнĕ май кандидат, кайран доктор диссертацийĕсене хÿтĕленĕ, ассистентран наука енĕпе ĕçлекен проректора çити ÿснĕ.
Хальхи вăхăтра вăл Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче директорта ĕçлет, профессор. Паянхи куна инженери енĕпе 250 наука статйи çырнă, вĕсен йышĕнче — 20 кĕнеке. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче те вăй хурать: студентсене ял хуçалăх техникипе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать.

«Ĕмĕрĕпех вĕренетĕп»

«Уй-хир сухалама, комбайн штурвалне алла тытса тыр-пул пуçтарма май килнĕ-и сире?» — каллех кăсăкланатăп эпĕ. «Тракторист, водитель прави малтанах пулнă манăн. Институтра 2-мĕш курсра вĕреннĕ чухне «Приволжский» вĕренÿ хуçалăхĕнче практикăра пулнăччĕ, ака-суха вăхăтĕнче механизаторта вăй хутăм. 3-мĕш курс хыççăн вара отрядпа Казахстана çерем çĕр уçма кайрăмăр. Вырма вăхăтĕнче комбайнсемпе ĕçлерĕмĕр. Унта ытти регионтан та чылай çын хутшăннă. Пирĕн отряд ăмăртура пĕрремĕш вырăна тухса Болгарие экс-курсие кайма путевка çĕнсе илнĕччĕ», — кăмăллăн калаçрĕ Петр Владимирович.
Çамрăклăхне аса илнĕ май унăн сăн-пичĕ йăл кулăпа çиçрĕ. Çак вăхăтсем кашни çыннăн чĕринче яланлăхах асра юлаççĕ çав. Яш ĕмĕр пуриншĕн те паха. Хĕсметре пулнишĕн те ÿкĕнмест вăл. Ÿкĕнме-и? Ара, салтака каяс тесе каччă хăй вăхăтĕнче икĕ хутчен заявлени çырнă. «Салтак пăтти çисе курни усă кÿчĕ, — терĕ вăл. — Хĕсметрен çын пулса килтĕм: ÿт-пÿ тĕлĕшпе те, ăс-хакăлпа та çирĕплентĕм. Ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿсни çарти йывăрлăха çĕнтерме пулăшрĕ». Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.