Пĕтĕмпех ĕлкĕрес тесен чупса ĕçлеме тивет
Пытарма кирлĕ мар: хăш-пĕр ялта çынсем староста пуррипе çуккине те пĕлмеççĕ. Пĕр-пĕр ыйту сиксе тухсан кам патне каймалла? Çавăнпа йĕрке пур çĕрте те кирлех. Ял старостин шăпах та халăха канăç паман ыйтусен хуравне тупма пултармалла. Ячĕ кăна çителĕксĕр, ĕçĕ те курăнтăр.
Сергей Петров Çĕрпÿ районĕнчи Упнер ялĕн старостинче 7 çул тăрăшать ĕнтĕ. Тÿлевсĕр тивĕçе вăл йывăр тиев вырăнне хумасть. Пачах тепĕр май, пĕтĕм яваплăха хăйĕн çине илсе тăван ял илемĕшĕн, телейлĕ кун-çулĕшĕн вăй хурать. Хăшĕ-пĕри çак тивĕçрен хăвăртрах хăтăлма тăрăшать пулсан Сергей Геннадьевич ун йышшисенчен мар. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче те ăна ĕçченлĕхĕшĕн, типтерлĕхĕшĕн мухтаççĕ.
Малтанах шухăшлаттарнă
— Пĕрремĕш суйлавра пĕр сасă çитеймерĕ. Иккĕмĕшĕнче ытларахăшĕ маншăн сасăларĕ. Халĕ хăнăхса çитрĕм ĕнтĕ. Ун чухне вара: «Мĕнле ĕçлес? Пулать-и? Пулмасть-и?» — йышши ыйтусем канăç памастчĕç. Пĕчĕккĕнех ĕç майлашăнса кайрĕ, — аса илчĕ Сергей Геннадьевич.
Ялта çитменлĕхсĕр пулмасть. Пĕри çакна татса парас ыйту тавра пуç ватать пулсан тепри айăплине шырать. Кун пек чухне, паллах, старостăна сăмах тĕкме пăхакан та тупăнать. Çакнашкал самантсенче халăх шанăçне тÿрре кăларма пултарни пĕлтерĕшлĕ. Сергей Геннадьевич ял пурнăçĕнчен аякри çын мар, мĕн çитменнине хăй те аван ăнланать. Вăл çине тăнипе пурнăçланаççĕ те яла хăтлăх кÿрекен ĕçсем.
Упнер ялĕ икĕ урамлă, пĕринчен теприне çырма урлă каçмалла. Пысăк мар вăл, 69 киллĕ çеç. Малтанах çынсем Сергей Геннадьевич патне çул сарасси пирки ыйтма пынă. Паллах, ял варрипе чупакан техникăшăн та пĕлтерĕшлĕ ку. Çапла ял администрацийĕпе пĕрле пĕр урамра 450 метр тăршшĕ çул сарма май килнĕ.
— Ял халăхĕпе килĕштерсе ĕçлеме пулать. Каласан итлеççĕ. Пĕрле кар тăрса ĕçлеççĕ тесех каламастăп. Çапах пĕр-пĕрне курса хавхаланаççĕ. Çуллахи вăхăтра хуларан килекенсем пур та — ял уйрăмах кĕшĕлтетме пуçлать, — каласа кăтартрĕ Упнер ялĕн старости.
Пăшăрхантаракан ыйтусем
Сергей Геннадьевича ялта лавкка çукки пăшăрхантарать. Тĕрĕссипе, пулнă-ха вăл, анчах çунса кайнă. Пĕчĕк ялта çĕнĕ лавкка лартасси вара иккĕленÿллĕ, унта тавар кирлĕ чухлĕ сутăнмасан та пултарать. Медпункта та Упнерсем юнашар яла çÿреççĕ, юрать-ха, вăл инçех мар. Ялти çитменлĕхсенчен тата клуб çуккине асăнма пулать. Анчах Ĕмпÿрт Туçасемпе килĕштерме хăнăхнă халăх уявсене час-часах унти культура çуртне çÿрет.
— Çĕртме уйăхĕнче Ял кунне паллă турăмăр. Ăна икĕ ял пĕрле уявласси йăлана кĕчĕ: пĕр çулхине — Упнерте, тепринче — Ĕмпÿрт Туçара. Кăçалхи уяв халăха килĕшрĕ пулас, ырларĕç-ха, — кăмăллăн пĕлтерчĕ Сергей Петров.
Пуçтарнин усси пур
Ял çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнччăр тесен мĕн тумалла? Сергей Геннадьевичăн шухăшĕпе, ĕçсене пĕрле пурнăçламалла. Акă вăл çынсене масар тирпейлеме, çырма тасатма илсе тухать.
— Атту пĕтĕмпех çырмана тухса тăкаççĕ, — ăнлантарчĕ хăй. — Çÿп-çапа пуçтарас ыйтăва татса пама пĕлтĕр Çĕрпÿрен килчĕç, анчах килĕшÿ тăваймарăмăр. Çапах ыйтăва айккине тĕртсе хăварас теместпĕр, йĕркелемеллех. Урам, çырма таврашне тирпейлесе пуçтарнин усси пур, асăрхаттарнă хыççăн çÿп-çап выртни унчченхинчен сахалрах тĕл пулать. Малалла вулас...
Комментари хушас