Пĕртăвансем - телекуравра

15 Чÿк, 2016

Раççейри «Матч Тв» телеканал ирттерекен «Культ тура» шоура «Спартак» футбол командине чунпа парăннă икĕ арçын ача çинчен сюжет кăтартнă. Вĕсем — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Юрий тата Владимир Ярандаевсем. Спорт телеканалĕ шăпăрлансен çутă ĕмĕтне пурнăçланă тата вĕсен çемйине Мускавра иртнĕ «Спартак» — «ЦСКА» матча пĕрремĕш хут çитсе курма пулăшнă.

Нумаях пулмасть Раççей футболĕн тĕп ăмăртăвĕ иртнĕ: «Спартакпа» «ЦСКА» тĕл пулнă. «Матч Тв» социаллă сетьре вăл е ку командăна юратакан, Мускавран аякра пурăнакан тата çакнашкал пĕлтерĕшлĕ вăййа хальччен курман чи çамрăк арçын ачасене шырама тĕв тунă.

«Вĕсене Шупашкар хулинчен 100 километрта вырнаçнă ялта тупрăмăр, матча пырса курма май туса патăмăр», — тенĕ кăларăм ертÿçи Юрий Дудь.

Сăмах май, Ярандаевсен çемйинче пурте «Спартака» килĕштереççĕ.

«Артем Ребров евĕр эпĕ те хапхана хураллатăп пулин те штангăна чуп тумастăп, мĕншĕн тесен вăл кивĕ тата тутăхнă. Футбол мечĕкне вара кулленех хăвалатпăр. Пысăк стадионта профессионалсем вылянине курмашкăн тахçанах ĕмĕтленеттĕм», — палăртнă Юра Ярандаев. Шăллĕ вара вăр-вартараххине кура — тапăнса вылякансен йышĕнче. Владимирăн «Спартакри» юратнă выляканĕсем — Промес тата Попов.

Çамрăк футболистсем командăри вăйăçăсемпе паллашнă. Çак тĕлпулу вĕсен асĕнче чылайччен упранĕ.

В.СМИРНОВА.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.