Пĕрлĕхре - вăй

15 Кăрлач, 2015

Пирĕн туслă волейбол команди районти пĕр ăмăртуран та юлмасть. Кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. Иртнĕ çулта пирĕн ушкăн малти вырăна ултă хутчен йышăнчĕ, вĕсенчен тăваттăшĕ - пĕрремĕш.

Паллах, кашни командăрах лидер пур. Пирĕн те çаплах. Вăл - Наталия Егорова. Лайăхрах хатĕрленме тата ăсталăхне пысăклатма Наташа Шупашкара çÿрет. Малашне вăл професиллĕ командăра вылясшăн, çавăнпа тăрăшсах пултарулăхне туптать.

Герман Петрович Соколов тренер пире волейбол техникине вĕрентет çеç мар, хавхалантарма та пĕлет. Кашни каçах спортзалта пуçтарăнса ăмăртăва хатĕрленетпĕр. Арçын ачасене хирĕç выляса вĕсене час-часах çĕнтеретпĕр.

Волейбол вылякансене çирĕп пĕрлĕхе пуçтарать. Кунта пĕрлехи çĕнтерÿшĕн кĕрешмелле. Команда ăнăçăвĕ вара хавхалану тата савăнăç кÿрет!

Пурте волейболла выльăр, спортпа туслă пулăр!

Полина ТУРГАНОВА.

Куславкка районĕ,

Энтри Пасар шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.