Пенси епле шутлĕç, ÿсĕр водителе мĕнле айăплĕç?

17 Кăрлач, 2015

Çĕнĕ 2015 çула вирхĕнсе кĕтĕмĕр. Кăшт сывлăш çавăрса илнĕ вăхăтра кăçалхи çĕнĕлĕхсене тишкерер-и?

Январĕн 1-мĕшĕнчен Раççейри федераци шайĕнчи музейсене 18 çула çитмен ачасене тÿлевсĕр кĕртме пуçланă. Ку проект тăкакне РФ культура министерстви хăй саплаштарать. "Пирĕн музейсем историе тата культурăна ăша хывма пулăшаççĕ. Унта ачасем ытларах çÿрени тем пек лайăх", - палăртнă РФ культура министрĕ Владимир Мединский. Раççейре федераци шайĕнчи 90 музей ĕçлет. Шел, пирĕн тăрăхра унашкалли çук. Çапах республикăра лару-тăру мĕнлерех-ши? Чăваш наци музейĕн пуçлăхĕ Ирина Меньшикова каланă тăрăх, уйрăм кунсенче экспонатсемпе тÿлевсĕр паллашма пулать. Тĕслĕхрен, уйăхăн юлашки вырсарникунĕнче нумай ачаллă çемьери тĕпренчĕксене укçасăрах музейсене кĕртеççĕ. Унсăр пуçне Музей кунĕнче, ача-пăча уявĕсенче çак çăмăллăхпа усă курма пулать. Анчах çакă экскурси те тÿлевсĕр пуласса пĕлтермест. Çакăнта фестивальсем, вăйăсем, конкурссем йĕркеленине те палăртса хăварас килет. Ирина Петровна ачасене музее ашшĕ-амăшĕпе е вĕрентекенсемпе пĕрле çÿреме сĕнет. Вĕсем пепкен тавракурăмне аталантарма пулăшĕç. Кам пĕлет, тен, пурăна киле çул çитмен ачасене республика музейĕсене те тÿлевсĕрех кĕртме пуçлĕç. Çапах та çакă экспонатсемпе паллашакансен йышне ÿстерĕ-и? Ку урăх ыйту. Халĕ, сăмахран, билет хакĕ - 15 тенкĕ.

ЧР культура министерствин пай пуçлăхĕнчен Надежда Павловăран кăçалхи çĕнĕлĕхсем пирки ыйтрăмăр. Кашни тытăмрах оптимизаци вăй илнининчен пуçларĕ вăл калаçăва. "Йăлана кĕнĕ мероприятисене йĕркелесе ирттерĕпĕр. Хальлĕхе çĕннисене палăртман", - ăнлантарчĕ Надежда Ивановна. Апла пулин те Раççей шайĕнчи фестивальсенче çĕнĕ хăнасене кĕтетпĕр. Вĕсемпе пĕрле кирек хăш уяв та хаваслăрах иртĕ.

ЧР Сывлăх министерстви Раççейре этем пурнăçĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ препаратсен переченьне тата 52 позици чухлĕ анлăлатни çинчен каларĕ. Вăл кăçалхи март уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăя кĕрĕ. Аса илтеретпĕр, çÿлерех асăннă списокра халĕ - 800 ытла препарат.

Унсăр пуçне пирĕн тăрăхра эмел тĕлĕшĕнчен çăмăллăхсемпе усă куракансем йышланнă. Çак ушкăна 179 çын хушăннă. Çулталăк пуçламăшĕнчен 18794 çынна тÿлевсĕр эмелпе тивĕçтерĕç. Çак йышра - сусăрсем, вăрçă ветеранĕсем, Чернобыльте пулнисем, йывăр чирлисем.

Раççей салтакне электрон картăпа тивĕçтермелли çинчен калаçаççĕ. Унта çамрăкăн биографине, медицина кăтартăвĕсене, специальноçе палăртаççĕ. Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕ ăнлантарнă тăрăх, пирĕн патра ку йĕрке çулталăк каяллах çирĕпленнĕ. Ытти çĕнĕлĕх патне каярах, çамрăксене çуркунне çара илме пуçличчен, таврăнăпăр.

Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ çултан пенсие çĕнĕлле шутлас йĕрке пурнăçа кĕнĕ. 2015 çултан ватлăхпа пенсие тухма чи пĕчĕк стаж /6 çул/ йышăннисĕр пуçне тата 6,6-ран кая мар уйрăм пенси коэффициенчĕ /балл/ кирлĕ. 2025 çул тĕлне вара ăна 30 балран кая мар пухмалла. Стаж тата балл çитмесен тата кăштах ĕçлеме е социаллă пенси парасса кĕтме тивĕ. Социаллă пенсипе хĕрарăмсене 60 çула çитсен тивĕçтереççĕ, арçынсене - 65 çулта.

Страхлав пенсине балпа палăртаççĕ. Пенси шутласа панă чухне вара ăна укçа çине куçараççĕ. Балсен сумми ĕç укçи шайĕнчен, страхлав стажĕнчен, пенсие миçере тухнинчен, пенсин пухăнакан пайне взнос куçарса пынинчен килет.

Инвалидноçпа тата тăрантаракана çухатнипе паракан пенси унчченхи йĕркепех пулса пырĕ.

Çакна та асăнса хăвармалла. Январĕн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕ 453026 тенке çитнĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче çуралнă, усрава илнĕ ачашăн амăшĕн капиталне параççĕ. Çав вăхăтрах сертификатпа усă курмалли вăхăта чикĕлемен. Тепĕр майлă каласан амăшĕн капиталĕпе 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн та усă курма юрать.

Чăваш Енри РФ федераци миграци службин управленийĕн чикĕ леш еннелле каймалли паспортсем хатĕрлессипе ĕçлекен уйрăмпа та çыхăнса илтĕмĕр. Кунта та çĕнĕлĕхсем пур.

Çĕнĕ çултан чикĕ леш енне каймалли паспорт хатĕрлес ĕçе улшăнусем кĕртнĕ. 2015 çулхи çĕнĕ йышши документра хушма кăтарту - пÿрне йĕрĕсем пирки информаци - пулĕ. Малашне алла сăрăпа та варалама тивмĕ. Документ йышăнакан мĕнпур кабинета ятарлă сканерсем вырнаçтараççĕ. Çак аппаратăн çÿлти пайне сулахай тата сылтăм алăсен шĕвĕр пÿрнипе лекни те çителĕклĕ. Çав вăхăтрах никама та ирĕксĕрлемеççĕ, çыннăн хăйĕн кăмăлĕнчен килет, кивĕ йышши паспорта та илме май пур, анчах та ăна 5 çуллăха кăна параççĕ. Çĕннипе вара, биометри докуменчĕпе 10 çул таранах усă курма пулать. Ăна хатĕрлеме те ансатрах. Чикĕ леш еннелле каймалли паспорта хатĕрлеттерме 2 пин тенкĕ, çĕнĕ йышши валли 3 пин те 500 тенкĕ кăларса хума тивĕ. Таджикистана, Кăркăсстана, Украинăна каяс кăмăллисем малашне чикĕ леш еннелле каймалли паспортпа çеç çула тухайĕç.

"Хăть те мĕнле улшăнăва та лару-тăру лайăх енне улшăнтăр тесе йышăнаççĕ. Çĕнĕ çултан ÿсĕр водителе уголовлă майпа айăплама пуçлĕç. Çавна май ахаль те водитель удостоверенийĕсĕр юлнă, çав вăхăтрах тимĕр урхамахне каллех эрех-сăра ĕçсен хускатнисене 2 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Водитель правине те айăплав вăхăчĕ иртсен виçĕ çултан çеç тавăрĕç. Çапла ÿсĕр çаклансан пилĕк çулсăр та руль умне ларма юрамĕ. Паллах, çакна ÿсĕр водительсен йышне чакарассишĕн тунă. Машинăпа хĕрĕнкĕ çÿрекенсем çакна шута илессе шанатпăр. Çавăн пекех малашне хĕлле çуллахи резинăпа çÿреме юрамасть. Çакă та çул çинчи инкексен шутне чакарма пулăшĕ", - терĕ ЧР ШĔМĕн ÇÇХПИ управленийĕн пропаганда пайĕн пуçлăхĕ Петр Чеблуков.

М.ТУМАЛАНОВА, Е.АТАМАНОВА, Т.НАУМОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.