Нушаллă-телейлĕ пурнăç

16 Утă, 2016

Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕнчи Мария Шаронова тăхăр теçетке ытла çул пурăнса хурине те, шуррине те сахал мар ас тивнĕ. Халĕ кермен пек çуртра хуçаланаканскер хăйсен килĕ пулманран амăшĕпе çын патĕнче çывăрнине куççульленмесĕр аса илеймест. Нушаллă-телейлĕ пурнăç çинчен каласа кăтартмалли те сахал мар Муркаш районĕнчи Елача ялĕнче çуралса ÿснĕскерĕн.

Кăмака хыçĕнчи икерчĕ

— Аннепе çынсем патĕнче пурăнаттăмăр. Пĕр çул пĕрисем, тепĕр çул теприсем патĕнче хĕсĕнеттĕмĕр. Паллах, вĕсем патĕнче ахаль ларман — ĕçленĕ. Атте чирленĕрен ир вилнĕ. Унăн чĕрçи çинче ларни хушăран тĕлĕк пек тĕтреллĕ аса килет... — аса илĕве çапла путрĕ Мария Ананьевна.

Малтанласа Ананьевсен хăйсен кĕтес пулнă-ха. Кăна хĕрĕ те кăштах ас тăвать. Чÿрече умĕнчи пысăк сак тăрăх: «Ан илсе кайăр ман пÿрте», — тесе чупни те асĕнчех. Анчах ашшĕпе амăшĕ ăна сутса темшĕн хулана тухса кайнă. Арçын сусăр пулин те хурала вырнаçнă. Çемьене кĕтес те уйăрса панă. Анчах кил хуçи хытă чирлесен каялла яла таврăнма тивнĕ.

— Ялта аттен аккăшĕ пурăнатчĕ. Унăн пĕчĕк пÿрчĕ пурччĕ. Çавăнта тĕплентĕмĕр. Аттене часах больницăна илсе кайрĕç — вăл унтан таврăнаймарĕ. Халĕ, хам шухăшланă тăрăх, унăн варвитти пулнă пуль тетĕп. Витре çинчен анаймастчĕ вăл. Ватă карчăк вилсен анне çав пĕчĕк пÿртне мĕншĕн сутнă-ши? Пĕлместĕп, — ассăн сывлать ĕç ветеранĕ.

Саккăр тултарсан ача пăхма илнĕ ăна. Икĕ çул тăванĕсен тĕпренчĕкĕсене пăхнă вăл. Ашшĕн аппăшĕсем кăштах пуянрах шутланнă, кÿршĕ ялта пурăннă. Шăпах вĕсем чĕннĕ те Марийăна.

— Ача пулнăран мана пурте юрататчĕç-ха. Пĕрисем хăйсем патне усрава та илесшĕн пулнă — анне килĕшмен.

Шкула кайнине лайăх ас тăватăп. Директор тÿрех хăйĕн аллине илчĕ мана. Хам шухăшланă тăрăх — начар вĕренмен эпĕ. «Мария, задача шутласа пар-ха, пĕр касăк кукăль çитеретĕп», — тетчĕç. Кучченеçле пурне те пулăшаттăм, çĕр каçма килне чĕнекен те пурччĕ. Вĕрентекенсем ăнланатчĕç çакна. «Каллех Ананьевăран çырса илнĕ», — тетчĕç. Йышăнмастăм.

Учительсем кĕпе тăхăнтартатчĕç, çăпата туянса паратчĕç. 7 класс пĕтерме шкул директорĕ Клавдия Тетерина пулăшрĕ. Хĕлле Ярапайкассинче шкултах юлаттăм. Тăван ял çырма урлă пĕр çухрăмра çеçчĕ-ха, апла пулин те шкулта хутнă кăмака çинче выртаттăм. Клавдия Ивановна çăкăр çитеретчĕ. Хăйĕн ватă амăшĕн кивĕ кĕписенчен тум ăсталаса паратчĕ.

Туссем те лайăхчĕ манăн. Клавăсем кăштах лайăхрах пурăнатчĕç. Анне енчен тăван та лекетчĕç-ха. Унпа пĕр михĕ çинче выртаттăмăр. Кăмака çинче рехетленекенсене амăшĕ икерчĕ пĕçернĕ чухне кăмака хыçĕнчен вăрттăн çитеретчĕ. Упăшки вăрçасран хăранă пулĕ, вăл çирĕпрех пулнă-тăр, ют ачана кам ытлашши çитертĕр? — иртнине аса илнĕ май хурланмалли самантсем куç умне темĕн чухлех тухаççĕ хĕрарăмăн.

Путланнă ĕмĕт

7 класран 1941 çулта вĕренсе тухнă Мария Ананьевна. Унăн çав тери тухтăр пулас килнĕ. Шупашкарта акушерсен шкулне экзаменсăрах илнĕ ăна. Авăн уйăхĕ çывхарнă май пĕлтерÿ çырăвĕ çитнĕ. Шупашкарти акушерсен шкулĕ вырăнĕнче госпиталь йĕркеленĕрен ăна Çĕрпĕве куçарнă. Çапла хĕрачан вĕренесси путланнă. Укçа-тенкĕ çукран унта каяйман.

— Вĕреннĕ хушăрах ĕçлессе шанса пĕр шкулта тирпейлÿçе вырнаçнăччĕ. Пурăнма укçа кирлĕ-çке. Çапла Çĕрпĕве каясси пулмарĕ, ĕçлесе çеç пурăнтăм. Шкулта пĕр пÿлĕм уйăрчĕç. Унта аннене те илсе кайрăм. Пĕр çулталăкран яла таврăнтăмăр, колхозра ĕçлеме тытăнтăм. Юрать тăвансем лайăхчĕ. Каллех вĕсем патĕнче пурăнтăмăр, — сăмах çăмхине малаллах сÿтет Мария Шаронова.

Колхозра малтан сысна ферминче тăрăшнă вăл. Кайран — дояркăра. Икĕ çухрăм таран сĕт леçме çÿренĕ. Чĕлхи-çăварĕ те мая килнĕ-тĕр — çăмăллăнах вырнаçтарнă. Сĕт илекенсем те килĕштернĕ ăна, çавăнпах апата та чĕннĕ.

— Фермăра ĕçлеме тытăнсан кăштах лайăхрах пурăнма тытăнтăмăр пулĕ — ĕçлекенсене тырă паратчĕç те выçăпа питех асапланман. Килте йăваланса выртман вĕт, вырăнĕ те пулман.

Анне чирленĕрен колхоз ĕçне питех тухаймастчĕ. Пĕррехинче ăна вербовкăпа Свердловска çар заводне ярасса пĕлтерчĕç. Чирлĕ аннене епле ярăп? Вунулттăри хĕр хам тухса кайрăм.

Заводăн хуçалăх пурччĕ. Мана бригадира лартрĕç. Ытти хĕрсем вырăсла пĕлместчĕç те. Чăвашсем 41-ĕнччĕ эпир — вĕсемпе ĕçлерĕм. Лайăх пурăнтăм. Уй-хирĕ пысăкчĕ, машинăпах çÿреттĕмĕр. Çулталăкран каялла таврăнтăм. Каллех — фермăна. Лайăх ĕçлесе килнĕ тесе тырă та пачĕç.

Тăлăхсене таçта та яратчĕç. Горький хулине торф предприятине икĕ хутчен те кайнă. ФЗОра та пулнă эпĕ. Слесаре вĕрентрĕç. Унтан та килтĕм. Ача-пăча ухмахрах — кил те çук хамăн, пурпĕр таврăннă. Анне патне килес килнĕ-тĕр, — каласа парать ăш пиллĕ хĕрарăм.

Фермăран — вăрмана

Тăрăшса ĕçленине кура çамрăк хĕре ферма заведующине лартма йышăннă. Шăпах çавăн чухне яла вербовщиксем килсе кĕнĕ. Каçхине ыран пуçлăха лартасса пĕлтерсен ирхине Мария ялтан тухса каять. 1946 çулта çапла Сосновкăри йывăç касакан завода кайса кĕрет. Унта малтан пĕр çулталăк вăрман касать.

— Вымпел пурччĕ, ăна йăтса çÿреттĕмĕр. Питĕ астарса ĕçлеттеретчĕç. «Маттур» тесе тата хытăрах ĕçлеме хавхалантаратчĕç.

Кайран мана вăрман маçтăрĕ пулма вĕренме ячĕç. Вăрман кастарттараттăм, турттарттараттăм. Пĕтĕмпех шута илсе пымаллаччĕ. Ун чухне колони çыннисем те ĕçлетчĕç. Хăраттăм вĕсенчен. Эпĕ çамрăк хĕр вĕт-ха. Итлеттермелле вĕсене. Çакăн пирки директора каларăм та урăх ушкăна куçарчĕ. Нумай çул ĕçлесе пурăнтăм çапла.

Çавăнтах пĕр каччăпа паллашрăм. Питĕ хытă ĕçлетчĕ. Ялан малтаччĕ вăл. Унпа — Алексей Кузьмичпа — 1948 çулта çемье çавăртăмăр.

Аслă хĕр Галя 1952 çулта çеç çуралчĕ. «Пирĕн ача пулмасть пуль», — пăшăрханатчĕ упăшкам. Пĕрремĕш пепкене тăватă çул кĕтнĕ-çке, — тет Мария аппа.

Кайран Вячеслав, Лена, Юрий тата Люба çуралнă. Хăй пĕччен ÿснĕрен, никампа калаçма çукран ачисене тăван хыççăн тăван парнеленĕ вăл. Шел, Славкăран ĕмĕрлĕх уйрăлма тивнĕ.

Заводра çынсен шутне кĕскетсен Мария Ананьевна больницăра тирпейлÿçĕре ĕçлеме пуçланă, каярах регистратора куçнă. Унтан — завхоза. Ку тивĕçе вунă çул пурнăçланă вăл. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ урăх ĕçе куçма сĕнсен хĕрарăм столовăйсен ĕçне епле йĕркелемеллине тишкернĕ, ку тĕлĕшпе ятарлă пĕлÿ илнĕ. Ĕçĕ те тупăннă.

— Трест директорĕ Çĕнĕ Шупашкара — ун чухне ăна Спутник тетчĕç — куçарассине каларĕ. Унта столовăй уçма хушрĕ. Пырса кĕнĕ чухне пĕр баракпа пĕрремĕш тăватă çурт валли янă никĕс çеçчĕ паянхи пысăк хула вырăнĕнче. Урăх нимĕн те çукчĕ. Çапла çĕнĕ хулара ĕçлеме пуçларăм. Пĕр-икĕ çултан айăпа кĕтĕм — çынсене ĕç укçи нумайрах панă — кăларчĕç. Экспедиторта ĕçлеме тытăнтăм. Питĕ килĕшсе кайрĕ. Кайран ĕмĕре çак ĕçпех ирттертĕм, — пытармасть Мария Ананьевна.

Арçури пек...

— Сосновкăрах пурăннă эпир. Малтан баракчĕ, кайран икĕ пÿлĕмлĕ хваттер пачĕç. Экспедиторта ĕçлеме тытăнсан Шуркассинче /халĕ вăл ял çук, ун вырăнĕнче — «Химпром. — Авт./ пĕр çурта йышăнма ирĕк пачĕç. Унта малтан çăкăр пĕçернĕ. Çуртран кил туса кĕме сĕнчĕç.

Пăртак арçури пек пулнă пуль. Таçта та çитнĕ, такампа та пĕр чĕлхе тупнă. Пĕррехинче никам та тип çу тупса килеймест. «Кам пултарать — аслă товароведа лартатăп», — тет пуçлăх. «Эпĕ каям-ха эппин», — терĕм. Шупашкартан 10 пичке çу илсе килсе патăм. Çаврăнăçуллă пулнă çав.

Ĕçленĕ вăхăтра яланах ăннă мана. Хамран хам та тĕлĕнеттĕм. Чăнахах та — пурте пулса пыратчĕ. 1995 çулчченех тăрăшрăм. Ниçта та пĕр айăп та пулман. Яланах тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă, — тет Мария Шаронова.

Пĕр хушă Çĕнĕ Шупашкарта ĕçленĕ хыççăн экспедитор пулсах Шупашкара куçнă вăл. Амăшне те хăйĕнчен хăварман, яланах пĕрле пурăннă. Мăнукĕсене те Васса Игнатьевна пăхса ÿстернĕ. 1968 çулта вилнĕ вăл.

1972 çулта вара Мария Ананьевна мăшăрне пытарнă.

«Ыйтни пĕтĕмпех пурнăçланчĕ»

— Пĕрле ÿснĕ, кумаллă тантăшăм Федосия Иванова ку ялта пурăнатчĕ. Вăрçăра та пулнă вăл, снайперччĕ. Астарса яла куçма сĕнчĕ. Вăл пулăшнипех 1989 çулта çĕр туянтăмăр. Çурт лартрăмăр. 1991 çулта пурăнма куçрăмăр, — кун-çулĕпе малалла паллаштарать хĕрарăм.

Ун чухне Мария Ананьевна урăх мăшăрпа — Виталий Сергеевичпа — пурăннă ĕнтĕ. Унпа вĕсем 40 çул юнашар ирттернĕ. Арçын уйрăлса кайни тăватă çул ĕнтĕ. Çавăнтанпа хĕрарăм Галя хĕрĕпе тата кĕрÿшĕпе пурăнать. 9 мăнукĕпе, 7 кĕçĕн мăнукĕпе тата кĕçĕн-кĕçĕн мăнукĕпе куç тулли савăнать. Кĕçех вĕсен йышĕ ÿсессе кĕтет.

— Ачасем те питĕ маттур. Ÿркенмеççĕ. Малтан та пĕрмаях килсе çÿретчĕç, пулăшатчĕç. Халĕ те çавах, — ырлать ачисемпе мăнукĕсене амăшĕ. — Çак тарана çитсе çынпа вăрçăнман, сивĕ сăмах каламан. Тавлашмалли пулсан та чĕрре кĕместĕм, пăрăнса утаттăм.

Хамăрăн кил пулманран ачаранах яланах уйрăм çуртра пурăнма ĕмĕтленеттĕм. Сосновкăра чухнех уйрăм йăва çавăрас кăмăл пурччĕ. Анчах упăшкапа калаçса татăлаймарăрăм.

Çакна та ас тăватăп. Кукамай вилнĕ ун чухне. Аннепе кÿршĕ яла кайрăмăр. Кукка хăваласа кăларса ячĕ. Пĕчĕк ача мĕншĕн ылханнă-ха çавсене? «Сирĕн те çурт ан пултăрччĕ», — терĕм. Чăнахах та, куккасем те çунса кайрĕç — килсĕр юлчĕç. Хулара тирпейлÿçĕре ĕçленĕ чухне ман патра та пурăнчĕç.

Ачаранах Турра кĕлĕ тăваттăм: «Çынна çимелĕх çăкăр пар, ман валли те пултăрччĕ. Çынна тăхăнмалăх çи-пуç пар, ман валли те çиттĕрччĕ», — тесе ыйтаттăм. Чăнахах та çапла пулчĕ. Халĕ хам та çынна тăхăнтартаятăп-çитереетĕп. Ыйтни пĕтĕмпех çитрĕ.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.