Ветеран ятне илеймерĕм

14 Ака, 2015

Эпĕ 1934 çулта Канаш районĕнчи Чакаç ялĕнче çуралса унтах ÿснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнине питĕ лайăх астăватăп. Манăн шăллăм, кĕçĕнни, 1941 çулхи майăн 27-мĕшĕнче çуралчĕ, шăп çав кун пирĕн аттене салтака илсе кайрĕç. Вăл шăллăма тытса пăхрĕ те тухса утрĕ. Ун чухне транспорт пулман, атте Канаш çар комиссариатне çуранах çитнĕ /8 çухрăм/. Аннепе виçĕ ачи юлтăмăр.

Эпир те вăрçă вăхăтĕнче ĕçленĕ. Пĕчĕкрех чухне çум çумлама кайнă. Каярах лашапа кĕлте турттарнă, навус тăкнă, çурлапа тырă вырнă. Аннерен юлман, кашни кунах уйра ĕçленĕ. Молотилкăпа авăн çапнă чух лашасемпе ĕçлеттернĕ. Каçпа лашасемпе выртма кайнă. Çывăрма вăхăт сахал юлнă. Хальхи ачасем уялла тухса та курмаççĕ, лашасем патне пыма та хăраççĕ. Тăрăшса вĕренес текен те сахалрах. Вĕсем валли халĕ тем те пур. Эпир вĕреннĕ вăхăтра питĕ йывăр пулнă. Ручка-кăранташ, тетрадь, чернил, перосем пулман. Кĕнекесем çитменрен пĕр-пĕрин патне çÿренĕ.

Эпĕ 81 çул тултартăм, анчах çав çулсем халĕ те асăмран тухмаççĕ: крахмал пуçтарни, курăк яшки çини, ытти... Шел, çак тарана çитсе те ветеран ятне илеймерĕм, çул çитмест теççĕ. Манăн малтан, ача чухне, ĕçленине ĕнентерекен документ колхозăн правлени çурчĕ çуннă чухне унта кĕлленнĕ. Ĕç кĕнеки çартан килнĕ хыççăн ĕçленисене çеç çирĕплетет. Ватăлтăм, юрать, хаçат вуласа киленетĕп. "Хыпар" хаçата 1957 çултанпа кашни çулах çырăнса илетĕп. Кашни номерне сиктермесĕр вуласа тухатăп.

Ким ТРОФИМОВ.

Канаш районĕ,

Чакаç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.