Чаплă оркестрăн пĕчĕк юбилейĕ

10 Ака, 2015

Чăваш патшалăх академи симфони капеллин симфони оркестрне йĕркеленĕренпе 15 çул çитрĕ. Тĕрĕссипе, ăна республикăра 1932-1959 çулсенче ĕçленĕ Чăваш патшалăх симфони оркестрĕн тăсăмĕ теме те пулать. Унăн Чăваш Енĕн культура пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк.

Паянхи оркестр 70 ытла артистпа музыканта пĕрлештерсе тăрать. Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин ертсе пыракан коллективăн тĕллевĕ - чăваш музыка традицийĕсене чĕртсе тăратса малалла тытса пырасси, классика тата хальхи вăхăтри музыка искусствин чи лайăх енĕсене халăхра анлă сарасси. Симфони оркестрĕн репертуарĕнче - чăваш композиторĕсен Федор Павловăн, Степан Максимовăн, Анисим Асламасăн, Владимир Иванишинăн, Григорий Хирбюн, Филипп Лукинăн, Федор Васильевăн, Тимофей Фандеевăн классика произведенийĕсем. Вĕсенчен пысăк пайне çырса илнĕ, вĕсем Чăваш телекуравĕпе радиовĕн фондĕнче упранаççĕ. Пĕтĕм Раççейри «Мелодия» фирма 6 грампластинка кăларнă. Хальхи вăхăтра 4 компакт-диск - «Тĕнче классикин страницисем тăрăх» /2005/, «Чăваш музыкин страницисем тăрăх» /2006/, «Искусствăн манăçми пахалăхĕсем - Г.Воробьев» /2011/, «Уй варринче - лаштра юман» /2014/ кун çути курнă.

Репертуарăн иккĕмĕш енĕ - вырăс классики тата чикĕ леш енчи тата хальхи вăхăтри кĕвĕ-çемĕ. Çав шутра - «Магнификат» /И.С.Бах/, «Реквием» /В.А.Моцарт/, «Всенощное бдение» /С.Рахманинов/, «Пушкинский венок» /Г.Свиридов/, ыттисем те.

Симфони оркестрĕ общество пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хастар хутшăнать. Сăмахран, çамрăк музыкантсен Ф.П.Павлов ячĕллĕ пĕрремĕш уçă фестивалĕнче, Пĕтĕм тĕнчери «Московская осень» фестивалĕнче, «Раççей - спорт çĕршывĕ» форумра, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче, Республика кунĕпе çыхăннă мероприятисенче тата ыттисенче те пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ.

Симфони оркестрĕн коллективĕ Китай Халăх Республикинче те гастрольте пулнă. Пекин, Шанхай, Шеньжень, Чонгчинь, Гуанджоу хулисенче 13 концерт кăтартнă.

Коллективпа çĕршыври паллă музыкантсем те çыхăну ты­таççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Мускаври П.И.Чайковский ячĕллĕ консерватори профессорĕ, Раççей халăх артисчĕ Александр Бондурянский пианист, Санкт-Петербургри Н.А.Римский-Корсаков ячĕллĕ консерватори ректорĕ Михаил Гантварг, Гнесинасен ячĕллĕ Раççей музыка акдемийĕн профессорĕ, тĕнчипе паллă гобоист, пирĕн ентеш Анатолий Любимов тата ыттисем те. СССР халăх артисчĕ, Ленин премийĕн лауреачĕ Андрей Эшпай композитор хăйĕн чылай произведенине ятарласа капеллăн симфони оркестрĕ валли çырнă. Коллектив юлашки çулсенче хальхи вăхăтри чаплă мусăкçăн 6-мĕш Литургине, 8-мĕш симфонине, гобой валли çырнă концертне, оркестр валли çырнă пьесисене çине тăрса пропагандăлать.

Акă, симфони оркестрĕ апрелĕн 10 мĕшĕнче те, хăйĕн 15 çулхи çуралнă кунне халалланă концертне, Чăваш патшалăх филармонийĕн залĕнче кĕвĕ-çемĕ тĕнчине çывăх çынсене пуçтарĕ, репертуарти пуян программипе паллаштарĕ.

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.