- Чăвашла верси
- Русская версия
Каска кăмпи килтех
Хĕлле те каска кăмпи çитĕннине курнă-и? Муркаш районĕнчи «АГРИКО» пĕрлешӳре вăл çулталăкĕпех ашкăрса ӳсет. Вăрманта шыраса çӳресе вăхăта ирттермелле мар. Алă айĕнчех, татма кăна ан ӳркен.
Валерий Глушаков ертӳçĕ каланă тăрăх - каска кăмпи туса илме ытлашши йывăр та, тăкаклă та мар. Ăна улăм тултарнă полиэтилен михĕсенче çитĕнтереççĕ. Субстратра нимĕнле хими хутăшĕ те çук. Экологи тĕлĕшпе таса çимĕç шутланать вăл. Улăмне вара Удмурт тăрăхĕнченех турттараççĕ.
- Кăмпана лайăх туянаççĕ. Хĕлле уйрăмах хăвăрт сутăнать. Хальлĕхе ăна Мускава ăсататпăр. Республикăри санаторисемпе те çыхăнса ĕçлетпĕр, - каласа парать Валерий Глушаков. - Каска кăмпине тăварлама, маринадлама, ăшалама юрать.
Предприятире туса илекенни кĕрхи вăрманта çитĕнни мар. Кунта та хăйĕн вăрттăнлăхĕ, йывăрлăхĕ. Цехра пысăк технологиллĕ оборудовани вырнаçтарнă. Сывлăш температурине йĕркелесе тăраканни те пур.
Хальлĕхе пĕчĕк предприятире улттăн кăна ĕçлеççĕ. Вĕсем пурте вырăнта пурăнакансем. Производствăна анлăлатнă май ĕçлекенсен йышĕ татах хушăнмалла. Предприятие аталантарма условисем çителĕклех.
- Кашни хуçалăхăн, тирпейлекен предприятин агропромышленноç комплексне аталантарма тӳпе хывмалла. Муркаш районĕнчи çĕнĕ производство объекчĕ хута кайни савăнтарать. Вырăнти рынока хамăр туса илекен апат-çимĕçпе тивĕçтерме май парать, - палăртнă ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов.
Ĕçчен алă валли ĕç тупăнать тенĕ. Ӳркенмесен ялта фермер хуçалăхĕ кăна мар, ытти бизнеса та аталантарма май пур.
Комментари хушас