Культура - илем, кăмăл-туйăм çăлкуçĕ

27 Пуш, 2015

Мартăн 25-мĕшĕнче - Культура ĕçченĕн кунĕнче - Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Халăхăн кăмăл-сипетне, ăс-хакăлне çĕклеме пулăшакан, ăна хавхалану, илем, киленÿ парнелекен хастарсене саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе çитрĕ.

Республикăри культура ĕçченĕсен ячĕпе чи малтанах ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов сăмах илчĕ. Вăл хăй ертсе пыракан отрасль юлашки тапхăрта тунă ĕçсем, умра тăракан çивĕч ыйтусем çинчен чарăнса тăчĕ. Чăн та, мăнаçланмалли те çук мар. Театрсем сцена çине çĕнĕ спектакльсем кăлараççĕ, музыка, искусство шкулĕсенче ачасем илем тĕнчипе çывăхланаççĕ, вулавăшсем вуншар мероприяти ирттереççĕ.

Халăх йăли-йĕркине упраса хăварасси - культура ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Республикăра ку енĕпе тăватă пин ытла халăх пултарулăх коллективĕ ĕçлет. Унта 55,2 пин çын çÿрет. Юлашки çулсенче клубсен çумĕнчи кружоксемпе секцисен шучĕ 377 чухлĕ ÿснĕ.

Федерацин тĕллевлĕ «Раççей культури /2012-2018/» программине пурнăçа кĕртсе республикăри культура еткерĕн объекчĕсене йĕркене кĕртме çĕршыв бюджетĕнчен 66,4 млн тенкĕ укçа уйăрнă, республика бюджетĕнчен - 70,3 млн тенкĕ. Ытти енĕпе те ĕçсем начар мар пыраççĕ темелле. Виçĕ çул хушшинче 180 культура учрежденине тĕпрен юсанă, 130-не тĕслĕх шая çитернĕ.

Михаил Игнатьев культура ĕçченĕсене халăх пуянлăхне упраса малалла аталантарнăшăн, çак ĕçе çамрăксене явăçтарнăшăн, республика çыннисене пурăнма лайăх, кăмăллă лару-тăру туса панăшăн тав турĕ, ăнăçу, çитĕнÿ сунчĕ. Михаил Васильевич ăс-хакăл управçисене паянхи кун шайĕпе, ун ыйтăвĕсене шута илсе ĕçлеме, культура илем, нравственноç, совеç, чун çăлкуçĕ пулнине яланах асра тытма сунчĕ.

Уява республика Пуçлăхĕ пушă алăпа килмен. Культурăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата общество ĕçĕнчи хастарлăхшăн федерацин «Раççей МЧСĕн Тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи Çивĕч лару-тăрури управлени центрĕ» хысна учрежденийĕн центрĕн пуçлăхĕн пулăшуçине, шалти служба полковникне Андрей Барабанова «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕ. Вăл çавăн пекех республикăри пултарулăх енĕпе уйрăмах палăрнă чылай çамрăка ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнине ĕнентерекен свидетельство парса чысларĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа тата национальнăçсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Петр Краснов Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн филиалĕн - Моисей Спиридонов Асăну музей-хваттерĕн - ертÿçине Николай Садюкова наградăларĕ.

«ЛУКОЙЛ-Волганефтепродукт» ОООн общественнăç çыхăнăвĕсен центрĕн пуçлăхĕ Анна Руденко «ГАЗель» автомашинăн уççине Республикăри культурăпа халăх пултарулăхĕн керменĕн директорне Наталья Фошинăна тыттарчĕ.

Кунашкал парнесем культура ĕçченĕсен кăмăлне çĕклерĕç. Уяв кунĕсенче çеç мар, час-часах аса илесчĕ вĕсем çинчен. Ытларах чухне вара вĕсем хăйсен юрри-ташшипе, сăвви-куллипе пирĕн чуна савăнтараççĕ, ăшăтаççĕ.

Надежда СМИРНОВА

Рубрика: