- Чăвашла верси
- Русская версия
Тĕллевсене палăртнă
Çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă семинар-канашлăва кăçал Вăрнар районĕнче йĕркеленĕ. Унта хутшăннисем малтанах Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăра ялĕнчи сĕт-çу фермипе паллашнă. Кунта 1100 ĕне тăрать. Республикăра кунашкал пысăк сĕт-çу ферми урăх çук.
Пĕр вăхăтра 40 ĕне сăвăнать. Вĕсене сăвакан операторсем çĕнĕ йышши техникăна алла илнĕ. Унсăрăн май та çук, мĕншĕн тесен ĕне сумалли пÿлĕмре автоматикăпа ĕçлекен хатĕрсем вырнаçтарнă, электрон программăсемпе усă кураççĕ.
Пилĕк оператор сменăпа ĕçлет. Сăвăм виçи çулсерен ÿсет. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 5630 кило сĕт сунă. Чĕртаварăн 88 проценчĕ чи пысăк пахалăха тивĕçнĕ.
Пĕтĕмпе фермăра 105 çын тăрăшать, вĕсем 2097 пуç мăйракаллă шултра выльăха пăхаççĕ.
Хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Валентина Романова палăртнă тăрăх - ĕнесене çулталăк тăршшĕпех пăрулаттарма пĕтĕлентереççĕ. Капла сĕт çуркуннепе çулласерен кăна мар, ытти тапхăрта та чылай пуçтарăнать.
Канашлăвăн ĕçлĕ пайĕнче /вăл Вăрнар районĕн культура çуртĕнче иртнĕ/ çуракине республикăра мĕнлерех хатĕрленнине тишкернĕ. Кăçалхи акара пĕтĕмпе 565 пин гектар çĕре /пĕлтĕрхинчен 5,6 пин га ытларах/ "ĕçлеттермелле". Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çак лаптăкăн 49,7 процентне, çĕрулми - 6,4, пахчаçимĕç - 0,8 процентне йышăнмалла. Çурхи акана 281 пин гектар çинче ирттермелле.
Акмалли тĕштырă вăрлăхне иртнĕ çулхинчен 1 пин тонна ытларах хатĕрленĕ. Хальлĕхе вăл 49,5 пин тонна пур.
Республикăна 6,8 пин тонна минерал удобренийĕ /унри активлă веществона шута илсен/ турттарса килнĕ. Ака ирттерме çителĕксĕр ку. Пĕтĕмпе 20 пин тонна кирлĕ.
Дизель топливи хальлĕхе республикăра кирлинчен 51,7 процент, бензин 35,1 процент пур.
Укçа пулăшăвĕсĕр çураки ирттерме питех те йывăрри паллă. Ялхуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - хуçалăхсене 444,7 млн тенкĕ субсиди куçарнă, ку пĕлтĕрхинчен 3,1 процент ытларах. Иртнĕ çулхи субсиди парăмĕсене /кĕске вăхăтлăх кредитăн тата пĕчĕк хуçалăхсене паракан кредитăн/ тÿлесе татнă. Хальхи вăхăтра министерство инвестици кредичĕсене субсидилет, çавăн пекех кăçалхи январь-февраль уйăхĕсемшĕн тÿлет.
Пĕтĕмпе кăçал хресченсен 680 пин тонна çĕрулми тата 580 пин тонна тырă пуçтарса илмелле.
Комментари хушас