ХИМИСĔРЕХ ÇУТАТМА ПУЛАТЬ
Çÿçе химипе усă курмасăрах, килти мелсемпех çутатма пулать. Темиçе маска рецепчĕпе паллаштаратпăр.
Эмел курăкĕпе
Эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ типĕтнĕ чечекĕнчен хура тĕслĕ сăрланă çÿçе те çутатма пултаракан маска хатĕрлеме пулать. 100 грамм чечеке тин вĕренĕ 300 миллилитр шыва ярса 30 минут лартмалла, лайăх сăрăхтармалла. 30 процентлă водород перекиçĕ 50 миллилитр хушса пăтратмалла. Пулнă хутăша çÿçе талккăшпех лайăх сĕрмелле, полиэтилен калпак тăхăнмалла е пуçа пленкăпа чĕркемелле. 30-40 минутран шампуньпе çуса тасатмалла.
Вĕлтрен хушса
Тин вĕренĕ 1 литр шыва 1 апат кашăкĕ эмел курăкĕн чечекĕ тата 1 апат кашăкĕ вĕлтрен çулçи ярса 30 минут пиçĕхтермелле, сăрăхтармалла. Çÿçе çак шĕвекпе йĕпетмелле, лайăх чĕркесе 15-20 минут тытмалла. Унтан çÿçе эмел курăкĕн чечекĕн тата шыв хутăшĕпе /1 пай чечеке 1 пай шывпа хутăштармалла/ лачкамалла. Тепĕр сехетрен эмел курăкĕн шывĕпе /тин вĕренĕ 200 миллилитр шыва 2 апат кашăкĕ чечек ярса 20 минут лартмалла, сăрăхтармалла/ чÿхемелле.
Глицеринпа
Ку маска çÿçе кăштах çутатать. 150 грамм эмел курăкĕн чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Шĕвеке 60 грамм глицерин ямалла. Çÿçе лачкаса сĕрмелле. Пуçа пленкăпа чĕркесе 30-40 минут тытмалла. Çуса тасатмалла.
Пыл кăна
Пыл кăна кирлĕ. Ăна çуса тасатнă тата кăштах типĕтнĕ çÿçе сĕрмелле, пленкăпа витмелле, калпак тăхăнмалла. 8-10 сехетрен çуса тасатмалла.
Çутă пайăркасем
Çÿçе мелировани тунă чухнехи пек çутатма 50 миллилитр лимон сĕткенне 150 миллилитр шыва ярса пăтратмалла. Çак шĕвекпе çунă çÿçе чÿхемелле, хĕвел çинче типĕтмелле. Çÿç кăштах çуталать, йăлтăртатма пуçлать. Çулла ку процедурăна çÿçе кашни çумассерен тума юрать.
Комментари хушас