Атнер П.Х., «Пусси Райт» тата ытти ĕмĕрех кăмăлсăррисем
Çав пакăç, нĕрсĕр «Пусси Райта» манас патнех çитнĕччĕ, çук-çке - усал серепине ĕмĕрлĕхех çакланнă пикесем çинчен Атнер П.Х. аса илтерчĕ. Нумаях пулмасть пĕр информаци агентствин сайтĕнче «Атнер Хузангай: «Это сладкое слово Свобода...» ятлă интервью вуларăм. /Паттÿшки - ячĕ мĕне тăрать!/
Мĕн пĕлтĕм-ха чи малтан асăннă интервью пуçламăшĕнче? Акă, мĕн /цитатисене - пăсасран, урăхлатасран - вырăслах илсе кăтартам-ха/: «Детям великих людей редко удается выбраться из-под тени родительской славы. Но судьба Атнера Хузангая не тот случай. Имя сына народного поэта Чувашии Педера Хузангая и народной артистки СССР Веры Кузьминой вписано в новейшую историю народа отдельной страницей. Для интеллигенции постсоветской эпохи он стал символом возрождения и независимости чувашской нации».
Юрĕ тейĕпĕр, паллă çынсен ачинчен «символ» тăвас тесен туччăрах, чăн та символ тени вăл - паян символ та, ыран...
Интервью, паллах, кăçал Чăваш Ен Пуçлăхне суйлассипе çыхăннă ыйтупа пуçланать - Эрбина Никитина текенскер пирĕн хисеплĕ «символăмăр» ку тĕлĕшпе мĕн шутланине пĕлесшĕн: КАМА суйламалла пирĕн кăçал Чăваш Ен Пуçлăхне - А.Аксакова-и, М.Игнатьева-и, В.Шурчанова-и, Н.Федоров çыннине-и?..
Итлесе пăхар-ха тÿрех Атнер П.Х. хуравне. Хуравĕ вара, акă, еплерех: «Сегодня выборов нет как таковых, я считаю. Выборы не будут прямыми - будет назначение по согласованию с Кремлем. Выборами их можно назвать условно».
Ав, еплерех иккен! Пирĕн Атнер П.Х. веç пĕлет: «Выборов нет как таковых». Эпир - айван электорат - тăрăшса суйлава хатĕрленетпĕр, çитес суйлавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма темиçе сумлă та хисеплĕ кандидатран чи пултаруллине, чи харсăррине, хăйĕншĕн мар, халăхшăн, республикăшăн тăрăшаканнине суйласа илесшĕн. Кремльпе калаçса татăлмасăр, хамăр пĕлнĕ пек, хамăр кăмăлпа. Çук иккен, Атнер П.Х. çирĕплетнĕ, татса каланă тăрăх, кăçал нимле суйлав та пулмасть. Мĕншĕн-и? Мĕншĕн тесен «если найдется кандидатура, которая будет устраивать и Кремль, и местный электорат, этого человека и «выберут». Кам кирлĕ тата? Пурне те тивĕçтерекен кандидат пур пулсан?
Ку çеç-и?! «В идеале потенциальный кандидат должен сформулировать, - çырать пирĕн политика кĕрешĕвĕнче пысăк опыт пухнă, анчах пĕр яваплă вырăнта та хăй пултаруллă ертÿçĕ пулнипе палăрайман Атнер П.Х., - нечто вроде политической философской доктрины, в которой были бы учтены уроки многовековой чувашской истории и национальные интересы чувашской нации в современных условиях. Я не вижу личностей, которые были бы способны определить перспективу достойного существования и развития чувашской нации. Как мы говорим, мехел çитмен /мощи не хватило/»...
Авă, епле иккен! Иккен «потенциальнăй кандидатăн» «политика философийĕн доктринине» тупса палăртмалла», чăвашсен авалхи историне шута илмелле... Анчах, хисеплĕ Атнер П.Х., çĕнĕ заводсемпе предприятисем, çĕнĕ садиксемпе шкулсем, çĕнĕ йышши выльăх-чĕрлĕх комплексĕсене туса хута ярас тĕлĕшпе КАМ ĕçлĕ? Сана лайăх ăшă хваттерÿнте техĕмлĕ кофе ĕçсе политика философийĕн доктрини пирки пуçна ватма. Çынсен вара ир пуçласа каçчен кунсерен пиншер конкретлă ыйту - миллионшар çынна тÿрремĕнех пырса тивекен ыйту - татса памалла. Çынсене ĕç укçи, пенси, тĕрлĕрен пособи тÿлемелле, юхăнса çитнĕ çулсене юсамалла, уйрăм çуртсемпе хваттерсене /çав шутра САН ХВАТТЕРНЕ те!/ ăшăтмалла, çутатмалла!.. Эс, ав, «политика философийĕн доктрини» тесе пуш параппан çапатăн. Намăс!
...«Наци аталанăвĕпе никама пăхăнманлăхĕн символĕ» наци ыйтăвне хускатмасăр чăтаять-и май пур чухне? Паллах çук! Мĕн шутлать-ха пирĕн ăслăран та ăслă ăсчахăмăр ĕмĕрхи те яланхи çак çивĕч ыйту пирки? Акă, мĕн: «национальные проблемы сейчас невозможно поднимать! И уж тем более писать об этом».
Паттÿшки!.. Мĕн калаçан эс, Атнер П.Х.?! Чăваш Енре наци проблемисене хускатма юрамасть-и?! Е ку чухнехи нумай нациллĕ Раççейре çĕклеме юрамасть-и пурсăмăра та хумхантаракан çав ыйтусене?!
Хăш ĕмĕрте, хăш планета çинче пурнатăн эс, Атнер П.Х.?! Мĕн, кунĕн-çĕрĕн наци проблемисем пирки калаçмастпăр-çырмастпăр-и эпир паян? Калаçатпăр та, çыратпăр та. Влаç та, общественноç та паян халăхсен туслăхне çирĕплетес, наци культурисене аталантарас, тĕрлĕ чĕлхене упраса хăварас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Ку - тĕрĕсси. Мĕншĕн кун пирки Атнер П.Х. пĕлмест, е пĕлмен пек тăвать, - ăнланмастăп.
Наци темипе тĕрлĕ йышши провокаци тăвакансене, çапла, Чăваш Енре те, Раççейре те çул памаççĕ. Ку çапла пулмалла та. Вутпа выляма юрамасть! Юрамасть ВУТПА выляма. Мĕн, çав провокаторсем чăнах та халăх пирки, ун çутă пуласлăхĕ пирки пуçĕсене ватаççĕ тетĕр-и? Асту пуль, хăйсем çинчен çеç шухăшлаççĕ çав путсĕрсем. Халăх пирки шухăшланă пек туни вĕсене хăйсем валли тĕрĕсмарлăхпа кĕрешекенсен имиджне тума, çакна май хăйсене хаклăрах хакпа сутма кирлĕ.
Наци доктринисем çинчен пикенсе пысăккăн шухăшлакан «символа» уншăн ниме те пĕлтермен чăваш орфографийĕ çинчен ыйту парса та чăрмантарнă интервьюра. Мĕнле хăйнă? Мĕн шутлать-ха пирĕн Атнер П.Х. кун пирки? Итлесе пăхар-ха эпир ăна хăйне: «Это какой-то схоластический спор. По-моему, орфографию вообще особо трогать не нужно. Ни Ивану Андреевичу Андрееву не нужно было, трогать чувашскую орфографию, ни Валерию Тургаю /?! - В.Т./. Какая была - такую нужно было сохранить... Лично мне все равно - можно писать и так, и сяк. Если мне понятен текст, то хоть раздельно слова пиши, хоть слитно. Я из-за этого не переживаю...
Но честно говоря, и мне кажется странным, когда «хĕр арăм» /женщина/ написано раздельно...»
...Мĕн ку?! Çакă-и Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пайне нумай çул ертсе пынă ученăй тăван халăха, ун чĕлхине юратни, ун пуласлăхĕшĕн пăшăрханни?! Ăçта çитетпĕр эпир кунашкал «и так, и сякпа», «я из-за этого не переживаю»-па?!
Чăваш орфографийĕ тавра пынă е пыракан темăна татăклăн «хупнă» хыççăн пирĕн «шипкă умнăй» Атнер П.Х. пире, айвансене, хăй паянхи чăваш литературипе культури пирки мĕн шутлани çинчен пĕлтерсе савăнтарать. Çук-мĕн, нимсĕрех те никамсăрах тăрса юлман-ха, ку чухнехи чăваш литературипе культури: поэзире ик-виçĕ хушамат пур, пĕр «генийĕ» «принципиально не пишет» иккен... /Çырмасăр кама хăратать тата?/. Ÿнерçĕсене илсен, вĕсем начар мар куравсем ирттерсех тăраççĕ, анчах та пресса çав куравсем çинчен аналитика материалĕсем пичетлемест-мĕн... Тыт та çырса пар. Кам хирĕç пулĕ?
Пурне те витĕр курса-пĕлсе тăракан Атнер П. Х-я ĕненсен - 1/ «интеллектуальное развитие народа происходит слабо»* 2/ «чувашская культура страдает тем, что живет в своем замкнутом мире* 3/ «сейчас мы не можем говорить о российской многонациональной литературе, мы заперлись в своих изолированных национальных квартирах. Сидим в чувашском углу, лапти худые починяем...»
Вăйлă-и? Вăйлă!.. Чăтма çук вăйлă! Ман шутпа, юлашки вăхăтра чăваш халăхĕнчен НИКАМ ТА кун пекех кулман-ха. Чăваш халăхне НИКАМ ТА кун пекех кÿрентермен.
Акă, мĕн патне илсе çитерет вăл - нимпе те нихăçан та тÿрре кăларма май çук мăнкăмăллăхпа каппайчăклăх! Шел, Петр Петровича пĕр кунлăха е пĕр сехетлĕхе чĕртме çук - еплерех вĕрентнĕ пулĕччĕ вăл хăйĕн вĕçкĕн ывăлне «çĕтĕк çăпатасене юсама»!
«Это сладкое слово Свобода...» интервьюна вуланăçемĕн Атнер П.Х. çакăнпа лăпланать те сăмахне пĕтĕмлетет пуль тесеччĕ. Çук иккен, пирĕн «тĕнче шайĕнчи интеллектуалăмăр» ниепле те лăпланмасть, сăмахне малаллах тăсать. Мĕнпе тĕлĕнтерет-ха çавскер пире кăштахран? Акă, мĕнпе. Ахăртнех, тăван халăхĕнчен куçкĕретех кулнине чăтайманран Эрбина Никитина Атнер П.Х.-я çакăн пек ыйту парать /тĕрĕсрех каласан - асăрхаттарать/:
«Трудно согласиться, что у чувашского народа нет интеллектуального развития...» /чăнах та аптранă-тăр Э.Никитина - В.Т./.
«Что касается искусства /в том числе, литературы/, то нет, - яланхи пек татса калать сăмахне Атнер П.Х. текен «истина в последней инстанции». Оно у нас какое-то спокойное - ничего не происходит. А в искусстве должен быть скандал!.. /Мĕскер, мĕскер?! - В.Т./. У нас же искусство плавное, спокойное, умиротворяющее - никакого скандала.
С этой точки зрения, девушки из «Pussy Riot» молодцы. Они, может быть, из себя ничего не представляют серьезного, но они произвели такой скандал, что уже стали всемирно известными звездами»...
...Турăçăм!.. Эп пĕлместĕп, Атнер П.Х., кам эс - атеист-и, шаманист-и, сатанист-и - çапах та пĕл: сана Вырăс Православийĕн тĕп чиркĕвне кĕрсе, çурма çарамас пуличчен салтăнса, урса кайнă упăтесем пек хуçкаланса та çухăрашса миллионшар çынна сĕмсĕррĕн кÿрентернĕ темле «Пусси Райта» мухтама, ырă тĕслĕх вырăнне илсе кăтартма, вĕсем мĕн хăтланнине искусство теме никам та ирĕк паман! Мухтанма мухтан та ху мĕн тери ăслă та хăюллă пулнипе, çапах та: «Чиккÿне пĕл!» - тенине ан ман! Православи тĕнĕ пирки сăмах пырать-и, ислампа буддизм пирки сăмах хускататпăр-и - кунта шÿтлеме-ихĕрме юрамасть.
...Ирĕклĕх-и? Ирĕклĕх вăл ирĕклĕ пулнипе иртĕнни мар. Ирĕклĕх вăл - çынсен умĕнче, Турă умĕнче чуну таса пулни, кăкăрунта Юрату хĕмленни, çынна хисеплени.
Валери ТУРКАЙ