«Пĕтĕм тĕнчене парнелĕттĕм...»
Лиза Жашковская хайĕн юлташĕсемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче. Кирек мĕнле ĕçре те пĕрремĕш ретре: тĕрлет, ÿкерет, ташлать. Хăй вăхăтĕнче Лиза шкул активĕн лидерĕ пулнă, паянхи куна вара курсри ушкăн старости.
«Канма ĕлкĕрĕпĕр-ха», - шÿтлет Лиза йăл кулса.
Çамрăклăх пĕрре кăна килет, иртекен вăхăта, шел пулин те, чарма çук. Çавăнпа та Лиза пур çĕре те ĕлкĕресшĕн ăнтăлать. Унăн шухăшĕпе вăй пур чух унпа пĕлсе усă курмалла. «Мухтани лайăх. Анчах унпа лăпланмалла мар, яланах малалла утмалла», - тет вăл хăюллăн.
Ăнсăртран сиксе тухакан пăтăрмахсенчен те хăрамасть вăл. Вĕсем хĕрĕн пурнăçĕнче пĕрре кăна пулман. Математикăпа лайăх ĕлкĕрсе пыраканскере гуманитари предмечĕсене вĕренме йывăртарах килнĕ. Анчах та вăл пуç усман. Пушшех те тăрăшма пуçланă. Лиза мĕнле вĕреннине шкулта тахçанах аван пĕлнĕ. Вунпĕрмĕш тата хăй класĕнче математикăпа кирлĕ пек ĕлкĕр-се пырайман ачасене килте çак предметпа уроксем ирттерсе пулăшнă. Вĕсем экзамена пысăк балсемпе тытнишĕн хĕр халĕ те савăнать. Апла кунта унăн тÿпи те пур-çке!
Патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытнă хыççăн темиçе аслă вĕренÿ заведенине те документсем панă хĕр. «Чылайăшĕнче йышăнчĕç, анчах татăклă юлашки утăм ниепле тăваймастăмччĕ. Журналист та, экономист та пулас килетчĕ. Педагогика институтне те, университета та çитрĕм. Аякри Королев хулинчи аслă шкула та мана йышăннине пĕлтерчĕç. Анчах та çывăх çынсенчен уйрăлас килменнипе унта каяс темерĕм. Юлашкинчен коопераци институчĕн экономика уйрăмне вырнаçрăм». Вĕреннĕ вăхăтрах Пăрачкав пики укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тĕллевпе аниматор ĕçне кÿлĕннĕ.
Пушă вăхăтра та ахаль лармасть Лиза. Темĕн чухлĕ ĕçрен уйрăмах вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме кăмăллать: браслетсем, теттесем, кулонсем ăсталать. Час-часах Пăрачкавра хăйĕн ĕçĕсен куравне ирттерет, пултарулăхĕпе пурне те тĕлĕнтерет.
Пурнăçра Лиза сăпайлă та лăпкă хĕр, çутă та ырă кăмăллă çын. Чăн-чăн тус. Хăйĕн чун ăшшине вăл пĕтĕм тĕнченех парнелеме хатĕр пуль... Ăшшăн шÿтлесе илме те, йывăр самантра канаш пама та пултарать.
Унăн шучĕпе çыннăн ялан оптимист пулса, пур çĕрте те лайăх ен тупма, курма пĕлмелле. Пурнăçăн кашни кунĕ-пе савăнмалла, аптраса, хуйхăрса çÿрени çынна нимĕн те памасть. «Эсĕ пурнăçа йăл кулса йышăнатăн пулсассăн вăл та сана çапла тавăрĕ», - тет Лиза кăмăллăн.
Хастар юлташăн сăмахĕсемпе эпĕ те килĕшетĕп. Кашни кунпа савăнса пурăнсан, нумайрах усăллă ĕç тума тăрăшсан пурнăç çăмăл та çутăрах пулĕ.
Иван ДЕРЮЖИН.
Комментари хушас