Олег ЦЫПЛЕНКОВ: Чăваш ятне ярас марччĕ
Тĕлĕнмелле пултаруллă та хастар çын вăл - чăваш çамрăкĕсен "Сăвар" пĕрлешĕвĕн хисеплĕ элтеперĕ /президенчĕ/, ЧР Кинематографистсен союзĕн ертÿçи Олег ЦЫПЛЕНКОВ. Чăваш чĕлхине питĕ юратать Олег Михайлович, тăван халăхăн йăли-йĕркине тытса пырать, вĕсене упраса хăварас тата аталантарас тесе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвать. Чапшăн çунса мар, награда илес тĕллевпе те мар, пуяссишĕн ĕмĕтленсе те мар - чун-чĕри ыйтнипе. Вăл ертсе пынипе, "Сăвар" пуçарăвĕпе тĕрлĕ ÿсĕмри тата тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен çынсем тăван халăхăмăрăн историйĕн вырăнĕсене - мăн асатте-асаннесем, мăн кукаçи-кукамайсем пурăннă тăрăхсене - çитсе килеççĕ, несĕлĕмĕрсене пуç тайнипе пĕрлех астăвăм юписене лартаççĕ, территорисене тирпейлеççĕ. Çак çулçÿревсенчен чунпа пуянланса таврăнаççĕ.
- Çулçÿревсем мар, чунçÿревсем тетпĕр халĕ вĕсене эпир, - кăмăллăн пĕлтерчĕ Олег Цыпленков. - Унта хутшăннисене вара Чунташ тетпĕр.
- 2000 çулта Шупашкарти "Нарспи" юрăпа ташă ансамбльне çÿрекен ытти хĕрпе пĕрле эпĕ те сирĕн "Сăвар" пĕрлешÿ чĕннипе инçе çула тухнăччĕ. Ун чухне эпир Чĕмпĕрте, Сăварпа Пÿлерте, Самар облаçĕнче пултăмăр...
- Апла-тăк эсир те - Чунташ. Малтан çула тухнисем те, халь каякансем те хисеплĕ çак ятпа çÿреме пултараççĕ. Тĕслĕхрен, мăсăльмансем, акă, Меккăна кайса килекенсене "Хаджи" хисеплĕ ят параççĕ. Эпир нумай шухăшланă хыççăн "Чунташ" теме йышăнтăмăр.
- Чунçÿревре эпир "Сăвар" пĕрлешĕве кĕтĕмĕр, чăваш ячĕсене йышăнтăмăр. Сире çавăнтанпа Ултияр тесе чĕнес килет. Хирĕçлеместĕр-и?
- Çук, паллах. Чунçÿревсен хăйнеевĕрлĕ йăли вăл - чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвне кĕрекенсем Пăлхарта, Атăл хĕрринче, чăвашла ят йышăнасси. Ку йĕркене пире аслăраххисем, Николай Енилинпа Федор Мадуров ÿнерçĕсем, филологи наукисен докторĕ Николай Егоров çапларах тусан аван тесе вĕрентрĕç. Малтан кам чăвашла ят йышăнать - вăл ыттисем ыйтсан вĕсемшĕн Пысăк атте е Пысăк анне пулать. Эпĕ чи пĕрремĕш йышăнтăм та - хама паянхи кун та кăштах тăлăх пек туятăп, манăн Пысăк атте те, Пысăк анне те çук. Хам вара чылайăшĕн Пысăк ашшĕ те пултăм. Чунçÿревсем вăхăтĕнче пĕр-пĕрне чăвашла чĕнетпĕр, тăван тăрăха таврăнсан та çак йăлана пăрахмастпăр.
- Чунçÿреве йĕркелес шухăш патне мĕнле пырса тухрăр. Камăн пуçарăвĕ пулчĕ? Хăвăрăнах-и?
Комментари хушас