Шурă Олимпиада - тăхăр вуннăра
СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп чемпионĕ Владимир Воронков /1972 çул/. |
2. Çĕр-шыв чысне хÿтĕлесе
1956 çул Совет Союзĕн спорт историйĕнче паллă йĕр хăварнă. Çĕр-шыври халăхсен пĕрремĕш спартакиадин финалĕ Мускава чи пултаруллă спортсменсене пухнă, Мельбурнти Олимпиадăна кайма тивĕçлисене суйласа илнĕ. Çав çулах кăрлачăн 26-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 5-мĕшĕччен Италире хĕллехи VII Олимп вăййисем иртнĕ.
Шăпах çав Олимпиадăра СССР спортсменĕсем пуçласа хĕллехи ăмăртусене хутшăннă. Вăтăр ытла çĕр-шывран пухăннă 821 олимпиец хушшинче вĕсем пуринчен те ытларах медаль çĕнсе илсе командăсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕшĕнче - Австри, виççĕмĕшĕнче - Финлянди. СССР командине пĕрремĕш «ылтăна» Л.Козырева парнеленĕ. Кăрлачăн 28-мĕшĕнче хастар йĕлтĕрçĕ 10 çухрăма чупса çĕнтернĕ. Эстафетăра Ф.Терентьев, П.Колчин, Н.Аникин, В.Кузин мала тухса савăнтарнă. Конькипе ярăнса ăмăртнă çĕрте те совет спортсменĕсене ăнăçнă. Б.Шилков 5000 метрлă дистанцире çĕнтернĕ. Унччен Е.Гришинпа Ю.Михайлов 1500 метра пĕр ушкăнта чупман пулин те пĕр пек кăтартупа палăраççĕ. Иккĕшĕ те Олимп чемпионĕн ятне тивĕçеççĕ! Хоккеистсем те Италирен ылтăн медальсемпе таврăнаççĕ.
Пуçламăшĕ пурне те хавхалантарнă. Иккĕмĕш хут кĕрешĕве тухсан та /1960, Скво-Вэлли, АПШ/ СССР команди малти вырăна йышăнать. Команда чысне çÿле çĕклекенсем: М.Гусакова йĕлтĕрçĕ, конькипе чупакансем Е.Гришин, В.Косичкин, Л.Скобликова, К.Гусева. Тепĕр тăватă çултан та /1964, Инсбурк, Австри/ Челябинскри 25 çулти Лидия Скобликова «ылтăнпа» савăнтарать: тăватă дистанцире çĕнтерет. Пĕрлештернĕ командăна каллех /виççĕмĕш хут/ пĕрремĕш вырăна тухма, паллах, ытти спортсмен та пулăшнă. Вăл шутра - хоккеистсем те.
1968 çулхи Олимпиадăра, Францири Гренобльте, СССР команди иккĕмĕш вырăн йышăнать. Кунти старта тухнисен хушшинче пирĕн ентеш 24-ри Владимир Воронков та пулнă. Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче çуралнă, каярахпа Канаша куçса килнĕ йĕлтĕрçĕ Владимир Григорьев тренер пулăшнипе ăсталăхне çулран çул ÿстерсе пынă. Çарта службăра тăнă чухне вăл Мускав командишĕн ăмăртма тытăннă. Гренобльте Воронков 30 çухрăма тăваттăмĕш чупса тухнă, эстафетăра та юлташĕсемпе пĕрле çав вырăнах йышăннă. Çулсем иртнĕ май хăйне ытти ăмăртура та тĕрĕсленĕ Воронков. Çĕр-шыв командишĕн чупса вăл 1970 çулта тĕнче чемпионĕн ятне тивĕçет. Тата тепĕр икĕ çултан Саппорори /Япони/ Олимпиадăра пысăк çитĕнÿпе савăнтарать: эстафетăра - ылтăн медаль!
СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Владимир Воронков Чăваш Енпе çыхăнăва татмасть. Халĕ вăл отставкăри полковник, Мускав облаçĕнчи Одинцово хулинче пурăнать. Нумай пулмасть Шупашкара олимп çулăмĕн эстафетине хутшăнма килнĕччĕ.
Олимпиадăсенче пирĕн çĕр-шывăмăр спортсменĕсем ытти çулта та ырă ята тивĕçнĕ. 1970-1990 çулсенче вĕсем вăйлисемпе пĕр тан кĕрешнĕ. Кам илтмен пулĕ Александр Тихонов биатлонçă, Галина Кулакова йĕлтĕрçĕ, Людмила Пахомова, Александр Горшков, Ирина Роднина фигуристсен ячĕсене? XIV Олимпиадăра /Сараево, Югослави/ çĕр-шыв командинче Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕнче ăсталăхне туптанă Надежда Бурлакова /Шаманова/ та ăмăртнă. 10 çухрăмлă дистанцие тăххăрмĕш чупса тухнă, йĕлтĕрçĕсен эстафетинче командăри юлташĕсемпе тăваттăмĕш вырăн йышăннă.
Сочири вăйăсем умĕн иртнĕ Олимпиадăсен паттăрĕсене, командăсен çитĕнĕвĕсене тепĕр хут аса илни вырăнлах пулĕ. Çирĕм çул каярах /Совет Союзĕ саланнă хыççăн/ Раççей Федерацийĕ çĕр-шывсен хушшинче хăй уйрăм командăпа ăмăртма тытăннă. Ун пирки - çитес номерте.
Юрий ПЛОТНИКОВ,
спорт журналисчĕ
Комментари хушас