- Чăвашла верси
- Русская версия
Марье аппа - 101 çулта
Пĕр ĕмĕр ытла пурăнакан çынпа калаçма кăсăк пуласса шанса Мария Копташкина пурăнакан кил енне утрăм. Мана хĕрĕ Надя кĕтсе илчĕ. Хам мĕн тĕллевпе килнине пĕлтерсен амăшĕ юлашки вăхăтра чирлесе тăнине каларĕ. Çавна май участок тухтăрĕ Роза Муравьева ватă патне час-часах килсе çÿрет иккен. Вăл пулăшнипе халĕ кинемейĕн сывлăхĕ самайланнă курăнать. Эпĕ килнине пĕлтерсен кравать çинчен хăех тăрса ларчĕ.
Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнче пурăнакан Мария Назаровна кăçал январĕн 9-мĕшĕнче 101 çул тултарнă. Шăпах вăл вăхăтра чирленĕрен çуралнă кунне палăртайманнине пĕлтерчĕ Надежда Александровна. 100 çулхи юбилейне вара тус-тăванĕпе, ачи-пăчипе, ял халăхĕпе пĕрле уявланă. РФ Президенчĕ Владимир Путин янă саламлă çырăва та типтерлĕ упраççĕ. Ăна ятарлă рама ăшне вырнаçтарнă.
Шел те, хăйпе калаçма май килмерĕ. Чир вăйсăрлатнă, йăвашлатнă ăна. Апла пулин те хĕрĕн ыйтăвне тĕрĕсех хуравлать вăл. Иртнине лайăх астăвать, хăлхи те мăкалман. Куçĕ япăхрах курнине пĕлтерчĕ Надя. Калаçăва хĕрĕ пулăшнипе йĕркелерĕмĕр.
«Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар», - теççĕ халăхра. Çĕр çул пурăнса ирттересси вара пушшех те. Мĕн кăна курман-ши вăл? Ашшĕнчен 5 çултах тăлăха юлнăскер выçăллă-тутăллă ÿснĕ, каярахпа та терт-нуша çумран кайма пĕлмен. Хаяр вăрçă çулĕсене тÿссе ирттерни те хăйнеевĕр паттăрлăх мар-и тата? Паянхи пурнăç ватăсемшĕн çăтмахпа тан. Маларах нуша курнишĕн вĕсен халĕ савăнса çеç пурăнмалла пек. Шел те, вăй-хăват яш чухнехи мар. Ĕçпе хытнă алă хăй вăхăтĕнче мĕн кăна ĕçлемен-ши? Халĕ ахаль ларнишĕн пăшăрханать Марье аппа. Алса-чăлха çыхсан та чунĕ канĕччĕ. Чăваш хĕрарăмĕ ĕмĕрĕпех ĕçпе пурăннăран унсăрăн кичем ăна.
Ачисене те пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçтарнă. «Тырă вырма кайнине, кĕлте çыхнине хам та астăватăп, - терĕ Надежда Александровна. - Ача пăхма та илсе каятчĕ. Кĕçĕн йăмăк Маруç çуралсан анне пĕчĕк ачапах уя кайрĕ. Мана та хăйпе пĕрле илчĕ. Кунĕпех хĕвел çинче кÿме умĕнче ăшталантăм. Ытти ача-пăча пекех утă та çулнă, çумкурăк та çумланă».
Марье аппа мăшăрĕпе тăватă хĕр çитĕнтернĕ. Упăшкин икĕ хĕрĕ те çак çемьерех ÿснĕ. Унсăр пуçне Копташкинсем пиччĕшĕн икĕ ачине хăйсен хÿттине илнĕ. Çапла вара сакăр ачана ура çине тăратнă мăшăр. Вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрман, пурте хăйсен пулнă. Иртнĕ кун-çулне аса илнĕ май кинемей куççульленчĕ.
Сакăр ачана çитĕнтерме çăмăл пулман паллах. Ахальтен мар хĕрарăм «Зингер» çĕвĕ машинине алран яман. Ачисем валли кăна мар, ял çынни валли те кĕпе çĕленĕ. Çапла майпа çемье валли укçа пухнă. «Атте те çак ĕçпе аппаланатчĕ, - иртнине куç умне кăларчĕ Надя. - Пирĕн валли пиншаксем çĕлетчĕ».
Кил хуçи Александр Александрович ял канашĕн ертÿçинче ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса аманнă. «Ÿпкине пуля кĕрсе ларнă, - ашшĕ çинчен аса илме çăмăл пулмарĕ хĕрне. - Çавна май ÿпки çĕрме пуçларĕ».
Вăрçă хыççăн та пĕр вăхăт ял канашне ертсе пынă вăл.
Мăшăрĕпе пурăннă чухне выльăх-чĕрлĕхрен татăк пулман. Каярах пĕччен юлсан чăх-чĕп, сысна, сурăх тытнă Марье аппа. 90 çула çитиччен кил-çуртне тирпейлесе, апат-çимĕç пĕçерсе пурăннине пĕлтерчĕ Надежда Александровна.
Сакăр ачинчен пиллĕкĕшĕ ырă-сывă. Час-часах пырса çÿреççĕ амăшĕ патне. Вĕсем пыни ăна савăнăç кÿрет.
Ял-йыш каланă тăрăх - Асанкассинче вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем татах пур. Акă Надежда Леонтьева кăçал 101 çул тултарать. Унсăр пуçне 80 тата 90 çулсене çывхаракан е çак çулсенчен иртнĕ ватă та чылай иккен. Çак пулăма мĕнпе çыхăнтарма пулать-ши? Тем тесен те çутçанталăк тасалăхĕ те витĕм кÿрет пулĕ. Ара, Асанкасси йĕри-тавра вăрман кашлать. Çурта пек тÿрĕ хырсем, лапсăркка юмансем, çинçе пилĕклĕ хурăнсем çын сывлăхне усă кÿреççех. «Вăрман - пирĕн планетăн ÿпкийĕ» тени тÿрре тухать.
Комментари хушас