Çĕнĕ производствăсем пулĕç

27 Кăрлач, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Михаил Васильевич влаç органĕсене 2015 çулхи çăмăл мар условисенче кризиса хирĕçле мероприятисен планне пурнăçлас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеме хушнă. «Лару-тăру улшăнăвне шута илмелле, обязательствăсене пурнăçлассине тивĕçтермелле. Общество финансĕсемпе пĕлсе ĕçлени, тăкаксене чакарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Федераци тата регион бюджечĕсене тÿрлетÿсем кĕртнĕ май чи малтан кирлĕ объектсен строительстви тĕп вырăнта пулĕ», - тенĕ вăл.

Иван Моторин премьер ЧР Пуçлăхĕ республикăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕ çинчен калакан указ кăларма хатĕрленни çинчен пĕлтернĕ. Вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина Раççей финансисчĕсен Шупашкарта иртнĕ семинарĕ пирки каласа панă. Унта бюджет шайлашулăхне упраса хăварас ыйтусене тишкернĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - тĕнчери агентствăсем юлашки вăхăтра хатĕрленĕ рейтингсене тĕпрен илсен политика лару-тăрăвĕ пысăк витĕм кÿнĕ, çавна май Раççей Тĕп банкĕ хăйĕн ĕçĕнче пĕлтĕрхи мартăн 1-мĕшĕччен палăртнă кредит рейтингĕсене тĕпе хума йышăннă.

Михаил Игнатьев пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕн пысăк пĕлтерĕшĕ çинчен каланă май влаç органĕсене предпринимательлĕхе пур енĕпе те пулăшмаллине аса илтернĕ. «Пысăк предприятисене пĕр çулталăкра çĕкленме йывăр. Пĕчĕк тата вăтам бизнес идейисемпе проекчĕсене пулăшмалла. Республикăра çĕнĕ ÿсĕм никĕсĕ пур, кăçалах çĕнĕ производствăсем уçатпăр», - тенĕ вăл.

«Ренова» компанисен ушкăнĕн директорсен канашĕн председателĕ Виктор Вексельберг январĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Енре пулнă май ЧР Пуçлăхĕ унпа чылай енĕпе калаçса татăлни çинчен пĕлтернĕ: «Раççей электроэнергетикинчи, хими промышленноçĕнчи лару-тăрăва, инвестици проекчĕсен малашлăхне сÿтсе яврăмăр. Февральте «Хĕвел» компани Çĕнĕ Шупашкарти хĕвел модулĕсен производствине туллин ĕçлеттерсе ярать. Çĕнĕ Шупашкаршăн, республикăшăн - налук шучĕпе кĕрекен хушма тупăш. Виктор Вексельберг «Химпромри» производствăна çĕнетес, водород перекиçĕн производствин инвестици проектне пурнăçа кĕртес кăмăлне çирĕплетрĕ. Ку пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ене сумлă бизнесменсем килеççĕ, пире шанаççĕ, экономикăна пысăк укçа хываççĕ».

Апат-çимĕçĕн январьте йĕркеленнĕ хакĕсем çинчен экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин каласа панă. Вăл палăртнă тăрăх - 2014 çулта Чăваш Енре инфляци Раççейри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех пулнă - 10,9% /Раççейре - 11,4%/. Инфляци шайĕпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 7-мĕш вырăнта. Вице-премьер - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов «Чăваштырăпродукт» АУОн тĕштырă саппасĕсем çăнăх хакĕсене пĕр шайра тытса тăма май панине çирĕплетнĕ.

Ялхуçалăх продукцийĕн сутлăх хакĕсем аваннине палăртнă май Михаил Игнатьев акакан лаптăксене, ĕç тухăçлăхне ÿстерме сĕннĕ, çакă ял ĕçченĕн шалăвне пысăклатма та май парĕ.

Канашлура çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăракан управляющи компанисене лицензилессипе çыхăннă ĕçе тишкернĕ. Михаил Игнатьев УКсен ертÿçисен ĕçне çирĕп хаклама хушнă, вĕсем хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа тата пысăк пахалăхпа пурнăçланине шута илмелли пирки асăрхаттарнă.

 

М.АНДРЕЕВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.