Фитнес-аэробика вăй илсех пырать
Çак кунсенче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче фитнес-аэробика енĕпе республика чемпионатне савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă.
Михаил Игнатьев ăмăртăва хутшăннисене саламланă, тренерсемпе ашшĕ-амăшне тав тунă, спортăн çак енĕ хулара кăна мар, ялсенче те аталаннине тулли кăмăлпа пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çамрăк спортсменсен ăсталăхне палăртнă.
«Пирĕн спортсменсем тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнаççĕ, пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ, эпир çакăншăн хавасланатпăр, вĕсемпе мăнаçланатпăр. Влаç органĕсем те пирĕн яш-кĕрĕм пурнăçра тивĕçлĕ вырăн йышăнтăр тесе çине тăрать. Эпĕ шансах тăратăп, вĕсенчен хăшĕ те пулин Олимп вăййисен чемпионĕ е призерĕ пулĕ. Çак залри шкул ачисем çитĕнÿсем патне ăнтăлĕç, эпир спорт комплексĕсем, спорт керменĕсем уçăпăр, вĕсен професси шайĕнче спорта юратма май пултăр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.
Фитнес-аэробика енĕпе Чăваш Республикин чемпионатне тата мала тухмалли ăмăртăвне саккăрмĕш хут ирттереççĕ, унта республикăри хуласемпе районсенчи 500-е яхăн спортсмен хутшăнать. Чемпионат вăхăтĕнче фитнес-аэробика енĕпе Чăваш Республикинчи шкул ачисен хушшинче виççĕмĕш çул Спартакиада йĕркелеççĕ. Ăмăртусем аэробика, степ-аэробика, хип-хоп-аэробика енĕсемпе çак ÿсĕмсенчи ачасен хушшинче иртеççĕ: 8-10 çулсенчи ачасем, 11-13 çулсенчи кадетсем, 14-16 çулсенчи юниорсем, 17 çултан аслăраххисем.
Хальхи вăхăтра республикăри спорт шкулĕсенче фитнес-аэробика енĕпе 4 уйрăм уçнă. Унта 362 спортсмен çÿрет, 7 тренер-преподаватель ĕçлет.
А.ЛЬВОВА