Вĕсене 2008-2010 çулсенче улталанă

21 Кăрлач, 2015

Паянхи влаç тăрăшман пулсан Çĕнĕ çула ăшă хваттерте мар, шăннă пăр çинче кĕтсе илетчĕç

Çынсене укçалла хваттер туса пама шантарнă, анчах сăмаха çилпе вĕçтернĕ строительсем йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ çемьесен ыйтăвĕсене республика влаçĕпе муниципалитетсем еплерех татса пани çинчен Çĕнĕ çул умĕн ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков çапла пĕлтерчĕ:

«Вĕсене 2008-2010 çулсенче шăхăртса хăварнă. Михаил Игнатьев республикăна ертсе пыма пуçласан пая кĕрсе тăвакан çуртсене вăхăта тăсса ямасăр укçа-тенкĕ хывса хута яма хушрĕ. 2012 çул тĕлне 576 çын шăнман пăр çине ларса юлнă, Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкарта «сухалланнă» 9 объекчĕ».

Вице-премьер вĕсене пайăррăн асăнчĕ: Спутник хулари Совет урамĕнчи 17-мĕш «а» позици /çурт/. «Формула успеха» общество ăна хута ярса 201 çынна хваттерпе савăнтарма шантарнă. Анчах панкрута тухнă. Предприяти пуçаруçине тата пĕрремĕш гендиректорне 10 çула ирĕклĕх прависĕр хăварнă. Шар курнисем çурта туса пĕтерме хăйсен кооперативне йĕркеленĕ. Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕ строительствăна çĕнĕ подрядçа явăçтарнă. Объекта 2012 çулхи ноябрьте хута янă.

Çĕнĕ Шупашкар хулинчиех Кăнтăр урамĕнчи 3-мĕш позицие «КаПоВест» общество хăпартма тĕв тунă. Анчах ура çинче нумай тытăнса тăрайман. ЧР Арбитраж сучĕ вăл панкрута тухнине пĕлтернĕ. Гендиректорне судпа айăпланă. Хваттер илессе шанма пăрахнисем хăйсен строительство юлташлăхне йĕркеленĕ. Хула администрацийĕ улталаннисем валли çурт тума тепĕр подрядçа çĕр лаптăкĕ уйăрса панă, вăл строительство ĕçĕсене 2013 çулхи декабрьте вĕçленĕ.

«Домострой» общество 12 çынна Шупашкарти Университет урамĕнче хваттерсем туса пама пулнă. Анчах гендиректорĕ хăй сăмахне тытман. Суд ăна 3 çула колони-поселение янă. Нуша курнисен ыйтăвне татса пама тĕп хулан капиталлă строительство управленине явăçтарнă. Шупашкар администрацийĕ иккĕмĕш подрядçа çĕр лаптăкĕ уйăрса ĕçе малалла тăснă. 117 хваттерлĕ çурта 2013 çулхи декабрьте хута янă.

«Волгастройдевелопмент» общество тĕп хуларах «Финн айлăмĕнче» 6 тата 6Ÿ1-мĕш позицисенче /Чернышевский урамĕ/ хваттерсем тума 22 пайçăпа килĕшÿ тунă. Часах вăл та: «Панкрута тухрăм!» - тесе пĕлтернĕ. Обществăна конкурс производстви кĕртнĕ. Ĕçе малалла яма подрядçăсемпе пайçăсен укçине явăçтарнă. Объекта 2013 çулхи июньте туса пĕтернĕ.

Шупашкарти Эльгер урамĕ, 53 тата 54-мĕш позицисем. «Сарет» общество 117 çемьене телей кÿме сăмах панă. Шаннă кайăк йăвара пулман. Арбитраж сучĕ предприяти панкрута тухни çинчен пĕлтернĕ. 2008 çулта строительство чарăнса ларнă. Ю.Николаев ертÿçе 4 çула колони-поселение янă. Хваттерсене туса пĕтерме тĕп хулан капиталлă строительство управленине явăçтарма тивнĕ. Çурт проектне улшăну кĕртнĕ, объекта туса пĕтересси пирки иккĕмĕш организаципе килĕшÿ çирĕплетнĕ, ĕçе вĕçлеме кредит илнĕ. Влаç органĕсем хутшăнман пулсан нимсĕр тăрса юлма пултарнă çынсем 2013 çулхи декабрьте тата 2014 çулхи июньте хваттер уççи илнĕ.

Маларах асăннă «Волгастройдевелопмент» тата «Сарет» обществăсем хамăр республикăрах çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Мускавра пурăнакан паллă çын çемйипе çыхăннă «Савва» компанисен ушкăнне кĕнĕ. Çурта урăх подрядçă - «СМУ-58» ООО - туса пĕтерсе хута янă.

«Стройтрест-2» общество Фучик урамĕнчи 1-мĕш позицире 40 хваттер туса пама лартнă тĕллевне пурнăçлайман - панкрута тухнă. 2009 çулхи çулларанпа объекта çумкурăк пусса тăнă. 2013 çулта ЧР Ипотека корпорацийĕ строительствăна чĕрĕлÿ кÿнĕ. Халĕ кунта 40 çемье çĕнĕ пÿрт ĕçки кĕрлеттерме хатĕрленет.

«9 объектран 2-шĕнче çеç ĕç вĕçленмен, - терĕ вице-премьер. - Пĕрремĕш - Трактор тăвакансен проспектĕнчи 11-мĕш позици. Кунта йывăр лав 2009 çулхи апрельте чарăнса тăнă. Явапли - «АН «Честр» ООО. Ертÿçисен тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Объекта чĕрĕ сывлăш кĕртес тĕллевпе çĕр лаптăкне урăх организацие сутма тивнĕ. Вăл 83 çемьене кăçалхи тăваттăмĕш кварталта савăнтарĕ. Тăххăрмĕш пилĕкçуллăх проспектĕнчи 3-мĕш позицире те 78 çемье темиçе çул каяллах хваттер илмелле пулнă. Анчах çурт тума килĕшнĕ «Высота» общество та пасар экономикинче çухалса кайнă. 2009 çулхи кĕркунне строительсен кранĕ шăпланнă. Объекта «Грант» обществăна сутнă хыççăн çеç пĕлтĕр каменщиксем курăннă, платниксем чÿречесем лартнă. Ку çурта та кăçал хута яма палăртнă».

Министерство хăйĕн сайтĕнче халăха пурăнмалли вырăн тума шантарса та килĕшĕве пурнăçламан подрядçăсен списокне вырнаçтарнă. Паллах, ята яни унта лекнĕ организацисене чыс кÿмест. Çĕнĕ урамсене электрификацилеме сăмах панă пулин те тĕллеве пурнăçламан предприятисемпе тунă килĕшÿсене татса урăх подрядçăсене палăртма тивни çинчен те пĕлтерчĕ министр. Çакăн хыççăн çеç урамсене çутă панă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.