Пасар тунă чухне 100 млн тенкĕ «çухатнă»...

21 Кăрлач, 2015

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов 2014 çул вĕçĕнче Шупашкарти А.Николаев космонавт урамĕнчи "Николаевский" суту-илÿ комплексĕнче журналистсемпе тĕл пулсан 2007-2009 çулсенче çак пасарăн укçа енчĕкне питĕ çÿхетсе хăварнипе çыхăннă ыйтăва та хуравларĕ.

- Акционерсен "Ялхуçалăх рынокĕ" уçă обществин устав капиталĕнчи нумай млн тенке сапаласа пĕтернине Чăваш Ене ертсе пыма çĕнĕ çынсем килсен çеç пĕлтĕмĕр. "Вăл укçана предприятие тавăрнă-и?" - тесе ыйтрĕ "Чăваш Ен" ПТРК репортерĕ.

- Малтан ку рынокăн тĕксĕм кунĕсене аса илер-ха, - хуравларĕ С.Павлов. - А.Николаев космонавт урамĕнче пасар уçас тĕллевпе 2007 çулта акционерсен "Ялхуçалăх рынокĕ" уçă обществине йĕркеленĕ /2013 çултанпа - "Николаевский" суту-илÿ комплексĕ" АУО/, устав капиталĕ 192,787 млн тенкĕрен тăнă. Унта "Зерно-Регион" ООО 100 млн тенкĕ /мĕнпур укçан 51,86%/, ялхуçалăх таварĕ туса кăларакан 9 предприяти 387 пин тенкĕ /0,21%/ хывнă, обществăна Чăваш Республики 56,6 млн тенкĕлĕх /29,35%/ çĕр лаптăкĕ уйăрнă, ЧР Ялхуçалăх министерствин "Чăвашçăкăрпродукчĕ" ПУП тата Шупашкарти "Хулан капиталлă строительство управленийĕ" МУП куçман пурлăх 11,1 млн /5,77%/ тата 24,7 млн /12,81%/ тенкĕлĕх панă.

Рынок хăй умне паянхи пурнăçа тивĕçтерекен хăтлă та илемлĕ суту-илÿ комплексĕ тăвас тĕллев лартнă. Шел те, тĕп инвестор - "Зерно-Регион" ООО - тĕллеврен пăрăннă. Вăл хушнипе рынокăн генеральнăй директорĕ 2008 çулта "Зерно-Регион" куçĕнчен пăхса ĕçленĕ 9 организацие кредитлама 99,7 млн тенкĕлĕх кивçен куçарса панă. Каярахпа вĕсем 4,1 млн тенкине çеç тавăрнă. Часах общество асăннă парăмçăсене панкрута кăларасси пирки пуçару тунă.

Вице-премьер пĕлтерни çумне çакна хушас килет. Республика Президенчĕ Михаил Игнатьев ку ыйтăва 2010 çулхи декабрь уйăхĕнчех çивĕч лартрĕ.

- "Зерно-Регион" фирма "Ялхуçалăх рынокĕ" обществăн устав капиталне хывнă 99,7 млн тенкĕ, малтан рынок çурт-йĕрне тума пăхса хунăскер, кукăр çулпа таçта "юхнă", - пĕлтерчĕ вăл депутатсене ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Ун чухне укçа çулĕ ăçта илсе çитернине тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлтермерĕç. Мĕншĕн тесен уголовлă ĕçсем те пуçланманччĕ-ха. Унтанпа 4 çул иртрĕ.

- Михаил Игнатьева республика Президентне уйăрса лартсан çеç Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви кĕмĕле шыраттарас, айăплисене явап тыттарас тĕллевпе ЧР Шалти ĕçсен министерствине çырупа тухрĕ, - терĕ Сергей Владимирович. - "Ялхуçалăх рынокĕ" общество 9 организацие кивçен парасси пирки çирĕплетнĕ килĕшÿсене тĕрĕслеме, 100 яхăн млн тенке обществăна тавăрмашкăн пулăшма, саккуна пăснисене явап тыттарма ыйтрĕ. Суд обществăн тĕп акционерĕн - "Зерно-Регион" ОООн - ертÿçисене, асăннă нухрата ялхуçалăх рынокĕн активĕнчен катертекенсене, явап тыттарма йышăнчĕ. Шел те, ку "ĕç" пуçаруçисене суд тенкелĕ çине лартаймарĕç. Рынока укçа çаврăнăшĕсĕр хăварса строительствăна вăхăтлăха чарса ура хучĕç.

Шупашкарти Калинин районĕн сучĕ 2013 çулта çав преступление тăвакансене тăрă шыв çине кăларнă. Суд тенкелĕ çине лартнă 3 çын хăйсен аллинчи "Росинка" компанин суту-илÿ предприятийĕсене кивçенлеме ялхуçалăх рынокĕн устав капиталĕнчен 100 яхăн млн тенкĕ куçарса панă. Анчах ку укçапа кайран хăйсем пĕлнĕ пек усă курнă. Ăна рынока тавăрас мар тесе ЧР Арбитраж судĕнчен çÿлте асăннă 9 предприятие панкрута тухнине пĕлтерме ыйтнă. Çав çынсем "Росспиртпром" ФУП предприятийĕсенчен 42 млн тенкĕлĕх продукци туяннă та тÿлесе татман, "Мегаполис" банкран 40 млн тенкĕлĕх кивçен илнĕ те тавăрса паман. Тÿре "Зерно-Регион" пуçаруçине тата ертÿçине 7 çула ирĕклĕх прависĕр хăварнă, унăн ĕçтешĕ айăплав вăхăтне 2 çул куçăн мар ирттерĕ. Виççĕмĕш суда психбольницăран кирлĕ хут тăратса тĕрмене лекесрен хăтăлса юлнă. Тÿре ялхуçалăх рынокне кÿнĕ тăкака саплаштарассишĕн вĕсенчен укçа шыраса илме е штрафлама йышăнман.

ЧР Ялхуçалăх министерстви тĕп хулара тепĕр рынок тума çĕнĕ инвестора явăçтарчĕ. Вăл сăмаха çилпе вĕçтермерĕ: суту-илÿ çурчĕпе павильонĕсене ĕçе кĕртрĕ. Халĕ кунта пахча çимĕç, улма-çырла сутма меллĕ, хăтлă.

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.