Чĕрĕлес тесе, тасалас тесе... Чăваш каччи кăçал Лăпкă океанра шыва кĕнĕ
Çав кунсенче Галилейăри Назарет хулинчен Иоанн патне Иисус та пынă, Иоанн Ăна Иорданра шыва кĕртнĕ. Шывран тухнă чухне Иоанн тÿпе уçăлса кайнине, Сывлăш кăвакарчăн пек курăнса Ун çине аннине курнă. Тата тÿперен: "Эсĕ Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ирĕкĕм Сан çинче" тесе каланă сасă илтĕннĕ.
Марк çырнă таса Евангели, I, 9-11
Кăшарни кунĕсенче çулсерен миçе пин çын шыва кĕнине татăклăн никам та калаймасть. Тата кирлех-ши ку? Чи пахи - çынсем çутă ĕмĕт-тĕллевпе, Иисус Христос Туррăмăра чунтан ĕненсе нимĕнле чăрмава, йывăрлăха пăхмасăрах пăрлă шыва кĕни. Шартлама сивве уямасăрах мĕншĕн вакка сикеççĕ-ха вĕсем? Мĕншĕн тесен пĕлеççĕ: Христос шыва кĕнĕ самантра пĕтĕм тĕнчери шыв сăвапланса тасалать.
Турă курăннă кун - кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕ - çитес умĕн Муркаш районĕнчи Уйкас Янасалти Александр Невский ячĕпе лартнă чиркÿре те çĕрлехи кĕлĕ иртрĕ. Иоанн атте протоиерей чиркÿ тулли халăха шыва кĕрес умĕн çапла асăрхаттарчĕ: "Ан васкăр, пăрĕ кăçал хулăн мар... Христос Турра ĕненсе, чĕрĕлес тесе, тасалас тесе шыва кĕрĕр". 12 сехет иртсен халăх урама тухрĕ. Чулкаç шывĕ юхса кĕрекен пĕве çумрах - чиркÿ тÿпемĕнчен кăшт аяларах çеç. Пăр ларман чухне тÿлек пĕве "тĕкĕрĕнче" чиркÿ мĕлкине те курма пулать, халь, ак - хĕрес пек касса кăларнă вакăра пысăк хунар çутин шевлисем выляççĕ...
Пăр татăкĕсенчен тасатнă вакка чи малтан хĕрес хывса Иоанн атте кĕчĕ. Ун хыççăн - арçынсемпе йĕкĕтсем, хĕрсемпе хĕрарăмсем. Ятарлă хÿме хыçĕнче пуç тăрăх виçшер витре сивĕ шыв яракансем те пурччĕ, чи малтисенчен пĕри - матушка, Иван атте мăшăрĕ Надежда. Пурте пĕр-пĕрне кăшарни ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх сунаççĕ. Шыва кĕрсе тухнисенчен телейлĕреххисем çук та тейĕн çав самантра, уйрăмах вĕсен сăн-пичĕ таса савăнăçпа çуталчĕ.
- Кăшарни шывне кĕрсе тухнă хыççăн хăвна мĕнлерех туятăн? - çапларах ыйтаççĕ хĕллехи Иордана кĕрсе курма пÿрменнисем.
- Ăна сăмахпа каласа ăнлантараймастăн, - хуравлаççĕ Таса Сывлăш хăвачĕпе сăвапланнă шыва кĕрсе курнисем. Кăçал хам та пĕрремĕш хут Иордан ваккинче пулса куртăм та - çаплах калатăп: "Пĕтĕм ÿт-пÿ çăмăлланса кайнине, чун-чĕре чăн-чăн телейпе тулса çунатланнине сăмахпа епле ăнлантарса парăн?"
Шыва кĕнĕ хыççăн каллех чиркÿре пултăмăр, пирĕн çамкасене тутлă шăршă кĕрекен çупа сĕрчĕç, çăкăрпа тата тырăпа хăналарĕç. Киле, Ваçкасси ялне, кÿршĕ хĕрарăмĕпе Нинăпа таврăнтăмăр. Пĕвере çынсем çаплипех черетленсе шыва кĕретчĕç. Кун чухлĕ халăх ăçтан тупăннă тесе тĕлĕнтĕм те вăл мана çул хĕррипе ларса тухнă çăмăл машинăсемпе ГАЗельсем çине тĕллесе: "Муркашран та, Шупашкартан та, Çĕнĕ Шупашкартан та килеççĕ", - терĕ. Çакна та пĕлтĕм. Нина Иванова кăшарни шывне кĕçĕн ывăлĕ 6 çулта чухнех кĕме пуçланă иккен. Малтанхи хутĕнче пĕчĕк Сашăпа пĕрле тăрса витрери сивĕ шыва пуç тăрăх янă. Тепĕр çул ачи хăех вакка кĕнĕ иккен. Çапла мĕн салтака кайичченех. Тинĕс-Çар флотĕнче хĕсметре тăраканскер кăçал, акă, Кăшарни çитсен Владивостокранах шăнкăравланă, Лăпкă океанра шыва кĕнине пĕлтернĕ, амăшне те таса сывлăх сунса тăван пĕвери сăваплă шыва кĕрсе тухма сĕннĕ.
Римма ПРОКОПЬЕВА
Комментари хушас