Диспансерта - Уçă алăксен кунĕ

20 Кăрлач, 2015

Февраль уйăхĕн 4-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли куна паллă тăваççĕ. Унăн тĕллевĕ - усал шыçă тĕлĕшпе общественноçа тимлĕрех пулма ыйтасси.

Çакна тĕпе хурса ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинче массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли пресс-конференци иртрĕ. Ĕçлĕ калаçăва министр çумĕ Наиля Зинетуллина тата республикăри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи, асăннă министерство çумĕнчи пациентсен прависене хÿтĕлекен общество организацийĕсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева хутшăнчĕç.

Наиля Хайрлисламовна палăртнă тăрăх - халăх усал шыçăпа чирлени медицинăпа социаллă ыйтусенчен чи çивĕччи пулса тăчĕ. Республикăра çынсене пурнăçран уйăракан сăлтав шутĕнче ку амак виççĕмĕш вырăнта тăрать. Ку енĕпе Чăваш Ен кăтартăвĕсем Раççейринчен тата федерацин Атăлçи округĕнчинчен пĕчĕкрех пулин те çĕнĕ йĕркеленÿсен чирĕ амалансах пырать. Унпа чирлекенсен йышĕ пысăкланса пынине тĕрлĕрен ăнлантарма пулать, паллах. Тĕпрен илсен - вăл демографи лару-тăрăвĕ /çынсен ĕмĕрĕ вăрăмланса пырать/, медицина пулăшăвне пурте тивĕçме пултараççĕ, диагностика тĕпчевĕсен пахалăхĕ ÿсет. 2015 çул пуçланнă тĕле республикăри онкологи диспансерĕнче 23 пин çын е Чăваш Енри халăхăн 1,9 проценчĕ учетра тăрать.

Арçынсене илес пулсассăн, сывлав органĕсен, апат хуранĕн, ÿт, простата, тÿрĕ пыршă ракĕпе ытларах чирлеççĕ, хĕрарăмсем - кăкăр парĕннипе, ÿтĕннипе, апат хуранĕннипе, ача çуратмалли органсеннипе. Медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿснипе, диагностикăра хальхи кăткăс оборудованипе усă курма тытăннипе тата пуçламăш тытăм ĕç-хĕлне кирлĕ пек йĕркеленипе юлашки çулсенче усал шыçăна малтанхи тапхăртах тупса палăртасси ÿссе пырать. Çакăнта, паллах, халăх сывлăхне 2013 çултанпа диспансеризацилеме тытăннин пĕлтерĕшĕ пысăк. Иртнĕ çул асăннă амак диагнозне 3233 çынăнне пуçласа лартнă. 2014 çулхи кăтартусем тăрăх - тивĕçлĕ сиплев хыççăн пациентсен 55 проценчĕн ĕмĕрĕ 5 е ытларах çула тăсăлать.

Кăçалхи январь уйăхĕн - 24,31 тата февраль уйăхĕн 7-мĕшĕсенче Республикăри онкологи диспансерĕнче /Шупашкар хули, Гладков урамĕ, 31-мĕш çурт/ Уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Унта сывлăха тĕрĕслеттермешкĕн /8352/ 62-02-88 телефонпа малтанах çырăнмалла /шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне кулленех 8-15 сехетсенче/. Консультацие паспорт тата обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ илсе пымалла.

Онкологи диспансерĕн алăкĕсем специалистсен харăсах виçĕ шăматкун уçă пулĕç. Консультацине тивĕçес текенсене онкологсем, маммологсем, гинекологсем, проктологсем, ЛОР-тухтăрсем йышăнĕç. Унсăр пуçне диагностикăн ультрасасă тата рентген тĕпчевĕсене ирттереççĕ.

Асăннă мероприятисен тĕллевĕ - усал шыççа малтанхи тапхăртах тупса палăртасси. 2014 çулта йĕркеленĕ консультаципе диагностика йышăнăвĕнче тĕрĕсленме пынисен 18,8 проценчĕнне усал мар шыçăсен патологине тупса палăртнă, 3 проценчĕн вара ракăн палăрăмĕсем пулнă.

Уçă алăксен кунĕсенче онкологин клиника диспансерĕн территорийĕнче маммологин цифрăллă куçса çÿрекен тата "Диагностика пÿлĕмĕ - комплекслă диагностика" сиплев комплексĕсем ĕçлĕç.

Ольга Юрьевна пĕлтернĕ тăрăх - Усал шыçăсемпе кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун умĕн ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çумĕнчи Пациентсен юхăмĕн волонтерĕсем Шупашкар хулинчи суту-илÿ тата вăйă центрĕсене çитсе çынсем асăннă чир çинчен мĕн пĕлнине уçăмлатас тĕллевпе ыйтăм ирттернĕ.

Февраль уйăхĕн 4-мĕшĕнчех диспансерта онкологи чирĕсемпе нушаланакансен Чăваш Енре пĕрремĕш хут "Пĕрле эпир пултармаллах" форумĕ пухăнать. Ăна ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви, асăннă тытăм çумĕнчи пациентсен прависене хÿтĕлекен общество организацийĕсен канашĕ, "Пурнăçшăн" юхăм тата республикăри хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Унта пациентсем, медицина специалисчĕсем, кÿршĕ регион хăнисем хутшăнаççĕ. Сăмах май, Ольга Зайцева вĕсен йышĕнче Киров хулинчи сиплевçĕсем пулассине те асăнчĕ. Усал шыççа сирес енĕпе вĕсем уйрăмах кăтартуллă ĕçлеççĕ иккен. Çавăнпа хăйсен паха опычĕпе паллаштарни ыттисемшĕн усăллă пулмалла.

Мероприяти девизĕ - "Рака пуçламăш тапхăртах тупса палăртни - пин-пин пурнăçа çăлса хăварни", вăл халăха хăйĕн сывлăхĕ тĕлĕшпе тимлĕрех пулма йыхравлать.

Тĕллевĕ те пархатарлă: йывăр инкекпе кĕрешмешкĕн патшалăхăн, тухтăрсен, психологсен, социаллă ĕçченсен тата пациентсен вăйне пĕрлештерме чĕнет.

Форумра "Пурнăçшăн" общество проекчĕ - Чăваш Енри пациентсене социаллă - психологи пулăшăвĕ парассине йĕркелекен хĕрарăмсен юхăмĕ хăй ĕçлеме тытăнни çинчен пĕлтерет. Сăмах май, ăна "Наци сывлăхĕн лиги" общество организацийĕ ырласа йышăннă.

Программăра - шыççа тата ун умĕнхи патологие диагностикăламалли, шалти органсен амакне эндоскопи мелĕпе палăртмалли тата сиплемелли, ыратнине сирмелли, пациентсене тата çывăх çыннисене психологи тĕлĕшĕнчен реабилитацилемелли хальхи меслетсене сÿтсе явакан конференци. Унта çавăн пекех асăннă ыйтусемпе çыхăннă çавра сĕтелсем, мастер-классем, сывлăх шкулĕсем ĕçлемелле.

Форума ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, республикăри хĕрарăмсен общество организацийĕн ыркăмăллăх фончĕн попечитель канашĕн председателĕ Лариса Игнатьева та хутшăнаççĕ.

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.