Эмел - социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар

16 Кăрлач, 2015

Тĕнче экономикин АПШ долларĕ хакланса пынипе çыхăннă пăтăрмахĕ эмелпе тивĕçтерекен тытăма та тÿнтерле витĕм кÿчĕ. Юлашки вăхăтра вĕсем сисĕнмеллех хакланса кайрĕç. Çакă, паллах, республикăра пурăнакансене, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшаккисене уйрăмах, пăшăрхантарать: аптекăсемпе медицина учрежденийĕсенче сиплев хатĕрĕсем çителĕклĕ пулĕç-и, вĕсене халăх туянмашкăн нухрат çитерĕ-и?

Чылайăшне канăçсăрлантаракан ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли пресс-тур йĕркелерĕ.

Ĕçлĕ çÿрев ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин "Фармаци" ПУПĕн 1-мĕш аптекинчен пуçланчĕ. Унăн генеральнăй директорĕ Валерий Филимонов пĕлтернĕ тăрăх - сиплев препарачĕсен хакĕсене шайлашуллă тытса тăрас тĕллевпе патшалăхăн унитарлă предприятийĕ хăйĕнчен килнине пурне те пурнăçлама тăрăшать. Медикамент - социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар, çавна май ку енĕпе ятарлă тытăм йĕркеленнĕ ĕнтĕ. 2009 çулхи финанс кризисĕ пирĕншĕн кăтартуллă урок пулса тăнă. Ун чухне те асăннă тытăм йывăрлăхсен умĕнче пуçа усман, патшалăх пулăшнипе вĕсене парăнтарма хевте çитернĕ: тивĕçлĕ документсем йышăнса этем пурнăçĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ эмелсен переченьне çирĕплетнĕ. Хакĕсене Роснабзор палăртнă. Йĕрке тăрăх вĕсене çулталăкра пĕр хутран ытла коррекцилеме юрамасть. Кирек хăш аптекăра та, харпăрлăх тытăмĕ мĕнлине пăхмасăр, çав переченĕн ятарлă журналне курăнмалла вырăнта тытаççĕ. Чăваш Енре те çаплах. Енчен те хака ÿстернĕ тĕслĕхе тупса палăртсан ку ыйтупа ĕç тăвакан тата фискаль органĕсем кăсăкланаççĕ.

Этем пурнăçĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ препаратсен переченĕнчи эмелсен 50 проценчĕн хакне "Фармаци" ПУПра 2014 çултанпа çĕнĕрен пăхса тухман. Асăннă перечене кĕменнисене илес тĕк, кунта рынок конкуренцийĕн витĕмне шута илмелле паллах. Кирек хăш производитель те хăйĕн таварне сутассине мала хурать, юнашар аптекăринчен хаклăраххине туянакан пулмасса аван чухлать.

Валерий Николаевич шухăшĕпе - çÿлерех асăннă эмелсен хакне декабрь уйăхĕнчех улăштарнă ĕнтĕ, çавăнпа вĕсем питех ÿсмессе, тен, чакасса та шанма пулать.

Аптека ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн журналистсем "Фармаци" ПУПăн эмел складне çитсе курчĕç.

Сăмах май, асăннă тытăм çăмăллăхçăсене эмелпе тивĕçтерессине тивĕçлипе хаклать, ку енĕпе виçĕ программăна вунă çул ытла пурнăçа кĕртсе пырать. Кăçал социаллă пулăшу пуххине кĕрекен тÿлевсĕр эмел пайне сыхласа хăварнисен йышĕ республикăра пĕлтĕрхинчен 179 çын нумайланнă. 2015 çулхи январь уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне Пенси фончĕн регистрĕнче Чăваш Республикинче пурăнакан 21031 çын шутланнă. Федерацин çăмăллăх программи тăрăх /унта инвалидсемпе сусăр ачасем кĕреççĕ/ çулталăк пуçланнă тĕле 132 млн тенкĕлĕх е 7 уйăхлăх препарат пулнă.

Раççей Федерацийĕн Правительствин 1994 çулхи июль уйăхĕн 30-мĕшĕнчи 890-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн эмелпе çăмăллăхлă майпа тивĕçтермелли правăпа кăçалхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри 78756 çын, çав шутра - виçĕ çула çитмен 55892 ача - усă курать. Вĕсем валли /сахăр чирĕпе, бронх астмипе, усал шыçăпа, ăс-тăн тата неврологи чирĕпе нушаланакансем, анчах инвалид шутланманнисем/ 48 млн тенкĕлĕх препарат /5 уйăхра кирли чухлĕ/ пур. Уйрăмах тăкаклă шутланакан амакпа аптракансене тивĕçтермеллине вара çулталăклăхах туянса хунă.

Журналистсен ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕнчен Наиля Зинетуллинăран ыйтса пĕлмелли те сахал мар пулчĕ.

Наиля Хайрлисламовна палăртнă тăрăх - ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви тата аптекăн 32 организацийĕ çирĕплетнĕ килĕшÿ тăрăх этем пурнăçĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ препаратсен переченьне кĕмен эмелсен хакĕ тĕлĕшпе те мониторинг ирттересси малалла тăсăлать. Вĕсен шутĕнче - анальгетиксем, вар-хырăма çемçетекен имçам, лăплантаракан микстурăсем, ÿслĕке сирекен тата спазмолитика таблеткисем. Мониторинга сиплев препарачĕ сутакан 180 пункт хутшăнать /пĕтĕм аптекăсен 42 проценчĕ/. Çапла майпа вĕсенчи хаксемпе тата эмел пурри-çуккипе интересленсе тăма май килет.

2014 çулхи декабрь уйăхĕнчипе танлаштарсан, çав эмельсен списокĕнчи 23 препарат хакĕ ÿснине палăртнă, вĕсен 48 проценчĕ - ют çĕршывра туса кăларнисем. Вăтам ÿсĕм - 2,8 процент, чи пысăкки - "Гастал" препаратăн, 13 процент, вăл 154 тенкĕрен 175-е çитнĕ.

"Лару-тăру çăмăл маррине ăнланатпăр, çавăнпа та бизнес представителĕсене социаллăх тĕлĕшĕнчен яваплăха ÿстерме чĕнсе калатпăр. Сăлтавсăр мар паллах. Эмел хакне пĕр шайра тытса тăрасси пирĕнтен кăна килмест. Çакна тĕпе хурса патшалăх этем пурнăçĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ эмелсен хакĕ тĕлĕшпе тĕллевлĕ политика палăртнă. Тĕслĕхрен, Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви этем пурнăçĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ препаратсен переченьне тата 50 позици чухлĕ анлăлатнă. Кун пирки РФ Правительстви 2014 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче çирĕплетнĕ 2782-р-мĕш йышăну кăçалхи март уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăя кĕрет. Çÿлерех асăннă переченьре халĕ 800 ытла ятлă препарат шутланать, вĕсен шутĕнче йывăр чир-чĕртен сиплемелли хаклă йышшисем те пур.

Аса илтеретпĕр, вĕсен производитель палăртнă хакĕсене тата посредник хушса ÿстернине патшалăх тĕрĕслесе тăрать.

Халĕ Раççейре чикĕ леш енчи препаратсене улăштаракан эмелсене хамăр çĕршыврах хатĕрлессине тивĕçлипе хаклаççĕ. Тĕрĕссипе, пахалăх енĕпе вĕсем пĕрре те кая мар, тен, эффективлăрах та-и?

Министр çумĕн шухăшĕпе, эмелпе тивĕçтерес тытăмри лару-тăру питех кăткăсланмĕ, мĕншĕн тесен ăна патшалăх хăй хÿттине илнĕ.

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.