Шупашкарта - пăлансем

15 Кăрлач, 2015

Çĕнĕ çул ячĕпе Чăваш Енре пурăнакансене Шупашкарти А.Николаев космонавт ячĕллĕ ача-пăча паркĕнчи "Ковчег" зоокĕтес ĕçченĕсем парне туса панă - пăлан аçипе амине илсе килнĕ. Хитре чĕрчунсене курма эпир те кайрăмăр.

Зоокĕтес ертÿçи Георгий Богославскирен ывăлĕ Хĕл Мучи мĕнле транспортпа çÿрени пирки ыйтнă. Çакна шута илсе вăл тăван хулара пурăнакан ачасене Çĕнĕ çулхи тĕп сăнар пăланпа çÿренине кăтартма тĕв тунă. Икĕ çулти чĕрчунсем çут тĕнчене Уралта килнĕ, кăштахран вĕсене Тутарстанри харпăр хуçалăх тытса тăракан туяннă. Халĕ вара вĕсем - Шупашкарта. Вырăна хăнăхаççĕ.

- Пирĕн патра тилĕ, енот, кроликсем, качакасем... пур. Пурĕ - 30 ытла чĕрчун. Пăлансем зоокĕтесре - чи пысăккисем. Тата - чи хаклисем. Анчах вĕсене миçе пин тенкĕпе туяннине каламăпăр, - палăртрĕ ертÿçĕ.

Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ çак чĕрчунсем ăратлă хуçалăхра çитĕннĕ, вĕсене унта ят паман. Çавăнпа "Ковчег" ĕçченĕсем "Çамрăксен хаçачĕн" вулаканĕсене пăлан аçипе ами валли ят тупма сĕнеççĕ. "Тен, чăвашла ят хурăпăр?" - терĕç хайхискерсем. Вĕсен шухăшĕпе, пăлан ами пĕтĕ. Апла тăк кăçал зоокĕтесре йыш татах хушăнĕ. Çавăнпах пăлансене хальлĕхе уйрăм тытаççĕ: аçи амине тапса сусăртма пултарать-мĕн.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.