- Чăвашла верси
- Русская версия
Кадетсен «Хĕллехи юмахĕ»
Кăçалхи пĕрремĕш бал - кадетсен уявĕ - кăрлачăн çирĕммĕшĕнче Ача-пăча пултарулăх керменĕнче иртрĕ. Ăна Культура çулталăкне халалланă. «Хĕллехи юмаха» республикăри кĕçĕн тата 5-7 классенчи кадетсем пуçтарăннă. Хастар арçын ачасемпе хĕр ачасем виçĕ номинацире тупăшрĕç: «Ятарлă ташă» ?е «Стандарт»%, «Ирĕклĕ ташă» ?е «Формейшен»% тата «Балри чи лайăх мăшăр». Хитре тумлă çĕре яхăн кадет зала пухăнсан пирĕн хушăра илемлĕхе курма тата хаклама пĕлекенсем пурришĕн кăмăл çĕкленчĕ.
Уява уçаканĕ - Чăваш Респуб-ликин Вĕрентÿ-пе çамрăксен политикин министерствин тĕп специалисчĕ Инесса Владимировна Ядранская. Чи кĕçĕн хăнасем Шупашкарти 106-мĕш ача садĕнчен çитнĕ. Вĕсен пултарулăх ушкăнĕ илемлĕ юрăпа савăнтарчĕ. «Пирĕн пуласлăх пур-ха», - терĕ уява ертсе пыракан Олег Валентинович Савчук кĕçĕннисене кăмăллăн сăнанă май. Пурнăçра пĕрремĕш хут республика шайĕнчи уява хутшăнаканскерсем çак куна нумайччен асра тытĕç. Çавăн пекех кадетсене Шупашкарти 37-мĕш шкултан килнĕ çамрăк армеецсем те саламларĕç.
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски шкулĕнчен çитнĕ Клава Никонорова çиччĕмĕш класра вĕренет. Кадет балĕн-че вăл унччен те пулса курнă-ха. Пур пĕрех хумханма пăрахаймасть. Çĕнтерес туйăм ниепле те канăç памасть-çке. Çак класа çÿреме пуçланăранпа унăн пурнăçĕ самай кăсăклăрах. Халĕ Клава автомат сÿтсе пуçтарма, тинĕс тĕввине çыхса салтма, пăшалтан пеме пĕлет. «Зарницăна» çÿрени те хăй евĕр пурнăç урокĕ парать.
Ывăл-хĕрĕ кадет класне çÿреме тытăнсан ашшĕ-амăшĕ те савăнать, хăй те çав сывлăшпах сывлать тейĕн. Çĕнĕ Шупашкарти 5-мĕш шкулти Юлиан Казаков кăçалхи вĕренÿ çулĕн-че кăна çак класа куçнă, çапах ÿсĕмĕ сисĕнет те ĕнтĕ. «Ывăлăм çирĕп йĕркене пăхăнма пуçларĕ. Халĕ вĕсем хушма предметсене те вĕренеççĕ, тĕрлĕрен кружока çÿреççĕ тата пĕр кăмăллă пулма хăнăхаççĕ», - тет уява пĕрле килнĕ амăшĕ. Ольга Витальевна хăйĕн те час-часах ташлас кăмăл çуралнине палăртрĕ.
«Çакăн пек балсем ачана илемлĕхе курма тата туйма вĕрентеççĕ. Кадет вăл - пулас аристократ. Эппин, унăн хăйне хитре тытма пĕлмелле», - çапла шутлать Муркаш шкулĕнчен килнĕ пиллĕкмĕш класс ертÿçи Светлана Измайловна Рожкова. Çирĕм пилĕк çул шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет вăл, çак вăхăт хушшинче кадетсемпе нумай ĕçленĕ. Вĕренекенсене пултарулăхĕшĕн тата тăрăшулăхĕшĕн мухтать. Пиллĕкмĕш классем пĕлтĕр Республикăри «Кадетсен тĕрĕслевĕн-че» иккĕмĕш вырăн йышăннă. Маттур ачасем ытти енĕпе те пултаруллă. Лиза Порфирьева сăн ÿкерессипе Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ. Настя Прохоровăпа Коля Блинов сăвă çыраççĕ. Катя Смирновăпа Кирилл Иванов шкул пурнăçĕнче уйрăмах хастарлăхпа палăрса значока тивĕçнĕ. Кашнин пирки мĕн те пулин калама пулать.
- Эпир «Ташлакан шкул» программăпа ĕçлетпĕр, ачасем эрнере икĕ хутчен кружока çÿреççĕ, - тет Людмила Александровна Митрофанова хореограф. - Унсăр пуçне ыр кăмăллăх ĕçĕсем те ирттеретпĕр: ваттисен, сусăрсен тата ача çурчĕсене çитсе ташă лартса паратпăр».
Пĕтĕмлетÿ самантне пурте чăтăмсăр кĕтрĕç. «Стандарт» номинацире çиччĕмĕшсем хушшинче Сĕнтĕрвăрри районĕн Октябрьски, улттăмĕшсем хушшинче Канаш хулин 6-мĕш, тăваттăмĕш-семпе пиллĕкмĕшсем хушшинче Муркаш шкулĕсем çĕнтерчĕç. «Формейшен» номинацире çиччĕмĕшсем хушшинче Сĕнтĕрвăрри районĕн Октябрьски тата Вăрнар районĕн Калинин, улттăмĕшсем хушшинче Канаш хулин 6-мĕш шкулĕсем чи маттуррисем пулчĕç. «Балри чи лайăх мăшăр» ята Канашри 6-мĕш шкулти Елизавета Петровăпа Александр Агафонов тивĕçрĕç.
Мĕнлерех вырăн йышăнни те пĕлте- рĕшлех мар, уява хутшăннă кашни ача хăйне телейлĕ туйрĕ пулĕ тетĕп. Пирĕнтен чылайăшĕ çакăн пек балсене илемлĕ кинофильмсенче кăна курать, унта хăй те илĕртÿллĕ тум тăхăнса кĕвĕ çеммипе çаврăнса курас тесе мĕн тери ĕмĕтленет. Анчах кадет класне лекнисем кăна ?вĕсем те пурте мар% çак уява килсе хăйсене кăтартма пултараççĕ. Муркаш шкулĕн вĕрентекенĕ С.И. Рожкова çапларах шухăш каларĕ: «Паян та А.С. Пушкин тата Л.Н. Толстой вăхăтĕнчи пек балсем ирттерсен мĕн тери аван пулĕччĕ». Чăнах та, мĕншĕн бал ташшисене республикăри пур шкулта та вĕрентес мар/ Ку вăл кашни ачана пĕчĕкренпех хăйĕн культура шайне аталантарма, илемлĕхе курма тата хаклама вĕрентĕ. Ун чухне, тен, çынсем те пĕр-пĕринпе кăмăллăрах пулĕç/
Лариса ПЕТРОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас