"Эх, кăçатă, кăçатă! Манăн старик ватă!"

13 Кăрлач, 2015

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Урхас Кушкă ялĕнчи Еленăпа Сергей Елегоновсем Кăвак йывăç качака /сурăх/ çулталăкне пысăк шанăçпа кĕтсе илеççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и?

Качакапа сурăх - этеме пысăк усă паракан выльăх. Ăрачĕ хутăшнă качака кашни талăкра - 3-4, таса ăратли 5-9 литр сĕт парать. Унта белок хисепĕ ĕне сĕчĕн кăтартăвĕнчен чылай пысăкрах. Ĕнепе танлаштарсан качакана пăхма çăмăлрах. Кашнинчен 20-28 кг аш тухать. Тутипе вăл сурăх какайĕнчен пĕртте кая мар.

Сурăхран мĕн чухлĕ аш тата çăм илесси унăн ăратĕнчен нумай килет. Сăмахран, Романов ăрачĕллĕ така - 80-100, ама 60-70 кг таран ÿт хушать, 47% таса аш парать. Çулталăкра такинчен - 2-3, аминчен 1,6-2 кг çăм илеççĕ. Ами çулталăкра икĕ хутчен, кашнинче йĕкĕреш е ытларах путек тăвать.

Елегоновсем ача чух сурăх çăмĕнчен кăçатă тунине курман. Нуша кулач çитерет теççĕ. "Çăматă йăвалама пурнăç вĕрентрĕ, - тет кил хуçи арăмĕ. - 1980 çулсен вĕçĕнче панă ĕç укçи çемьене тăрантарма, тумтир туянма çитместчĕ. Ун чухне пирĕн икĕ пĕчĕк ачаччĕ. "Укçа ăçтан ĕçлесе илмелле-ши?" - тесе нумай шухăшларăмăр. Çывăхри ялсенче туяннă, каярахпа упăшкапа иксĕмĕр тунă кăçатăсене 1989-2006 çулсенче Мускава илсе кайса сутса тупăш аванах турăмăр. Çав хушăрах ялти ача сачĕн воспитателĕнче ĕçлерĕм. Халĕ те унтах тăрăшатăп. Кăçатă сутса тунă укçа ачасене ура çине тăратма та, çурт-йĕр çавăрма та пулăшрĕ. Халĕ пирĕн мăнуксем пур. Тен, Качака /сурăх/ çулĕнче вĕсем валли те кăçатă тăвăпăр".

"Кăçатă валли кĕрхи çăм кирлĕ, - вĕрентрĕ мана Елена Михайловна. - Малтан алăпа çăмран çÿппине, типĕ курăка иртетпĕр. Кĕççеленнĕ вырăнсене çемçететпĕр. Çăма таптарма Çĕрпÿ районĕнчи Вĕрмер ялне илсе каятпăр, хăш-пĕр чух таптарнинех туянатпăр. Кашни кăçатă валли миçе грамм çăм кирлине кура кăпăшкалатнине уйăратпăр. Картунран е ытти материалран çăматă валли форма касса кăларатпăр. Çăма икĕ пая уйăрса ун тавра икĕ енчен саратпăр. Унăн хулăнăшне пĕр пек тăватпăр. Вара çăма пусма витĕр аллаппипе сăтăра-сăтăра кĕççелентеретпĕр. Çăма вырăнне лартса кĕççелентерсен кунчинчен формине кăларса илетпĕр, чĕркесе вĕретнĕ шыва чикетпĕр, кăларса сĕтел çине хуратпăр. Тукмакпа çапа-çапа кăçатă калăпăшĕ мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ кĕртетпĕр. Кĕççе сивĕнсен каллех вĕри шыва чиксе кăларатпăр. Ăна йăвала-йăвала кăçатă калăпăшне лартатпăр. Кăçатта тивĕçтерекен калăпсене кунчинчен кĕртсе лартатпăр. Кăмакана чиксе типĕтетпĕр. Унтан кăларсан тул енчен йывăç кăтăркапа сăтăра-сăтăра якататпăр. Тултан-шалтан пемзăпа, кăтăр-кăтăр чулпа, якататпăр. Мускава çĕр-çĕр çăматă илсе кайса сутрăм - нуша нумай куртăм. "Эх, кăçатă, кăçатă! Манăн старик ватă", - тесе сахал мар юрларăм. Упăшка ваттипе мар, пурнăç йывăррăн иртнĕрен".

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.