- Чăвашла верси
- Русская версия
Уяв умĕн - Раштав ярмăркки
Çĕнĕ çул умĕн Шупашкарта тата республикăн ытти хулинче Раштав ярмăрккисем ĕçлеме пуçларĕç. Сăмах май, кĕркунне ялхуçалăх апат-çимĕçне сутас тĕлĕшпе «Кĕр парни» иртнĕччĕ. Унта çĕр ĕçченĕсем 2 пин тонна çĕрулмипе пахча çимĕç сутса 27,6 млн тенкĕ тупăш турĕç.
Çакнашкал ярмăрккăсене предприяти-организацисĕр пуçне килти хушма хуçалăхра вăй хуракан та хутшăнма пултарать. Экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçе хула çыннине хăех сутать.
Ялхуçалăх апат-çимĕçне сутмашкăн тĕп хулара хăш-пĕр çĕртре тÿлевсĕр вырăнсем йĕркеленĕ: Калинин районĕнчи «Шупашкар», Ленин районĕнчи «Николаевский» тата Мускав районĕнчи «Северный» суту-илÿ комплексĕсен территорийĕсенче.
Шупашкарти Республика лапамĕнче вара «Раштав ярмăркки» декабрĕн 20-мĕшĕнченех ĕçлет. Кунта агропромышленноç комплексĕн организацийĕсем хутшăнаççĕ, тавар туянакансене хăйсен апат-çимĕçне сĕнеççĕ.
Иртнĕ эрнере çакнашкал ярмăркка «Николаевский» суту-илÿ комплексĕнче уçăлчĕ. Унта ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов та хутшăнчĕ. Сутуçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕ, ÿсĕмсем сунчĕ. Акă Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакан Юрий Алексеев пыл сутать. Вăл пылак çимĕçе кăçал 7 тонна яхăн туса илнĕ. Ку ĕçре ăна ачисем те пулăшаççĕ. Етĕрне районĕнчен килнĕ Николай Потапов тĕрлĕ чир-чĕртен курăк сĕнет. Вăл хатĕрлекен «Аван» чее ентешсем пĕлеççех. Халĕ хастар çын 77 тĕрлĕ курăкпа усă курать. Сутлăхра çавăн пекех республикăри агропромышленноç комплексĕн паллă организацийĕсен таварĕсем те пулчĕç.
Сергей Владимирович хаксемпе те кăсăкланчĕ. Уяв умĕн вĕсем ÿснине палăртрĕ. «Хăш-пĕр тавар, сăмахран, хуратулпа сахăр, чылай хакланчĕ, - терĕ вăл. - Хуратула кăçал пĕлтĕрхинчен те ытларах пухса кĕртнĕ. Çавăнпа та вăл çителĕклĕ. Халăх пăлханнине кура усламçăсем иртĕхеççĕ. Сахăр хакĕ вара доллар ÿснипе çыхăннă. Заводсем чĕртавара, хамăрăн çитменрен, Раççей тулашĕнчен туянаççĕ. Çавна май хак хăпарать. Ялан кирлĕ таварсем - çăкăр, аш-какай, сĕт - 5-7 процент ÿснĕ. Халăха апат-çимĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе йывăрлăх пулмĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн базăсенче саппас çителĕклĕ. Аш-какай, сĕт отраслĕпе ĕçлекен предприятисем те çирĕп».
Çĕрулми, пахча çимĕç те хакланчĕ. Август-сентябрь уйăхĕсенче вĕсене уй-хиртенех сутнă темелле. Халĕ вара хранилищĕсенче упраннă май хак ÿсет. Çапах та Чăваш Енри хаксем федерацин Атăлçи округĕн регионĕсенчи вăтам шайпа танлашаççĕ: 1 кг çĕрулми - 21,16 тенкĕ ? 5-мĕш вырăнта%, купăста - 20,52 тенкĕ ?8-мĕш вырăнта%, кишĕр - 22,87 тенкĕ ?5-мĕш вырăнта%. Ялхуçалăх продукцине туса илекенсем кăçал управа 55 пин тонна çĕрулми ?апат-çимĕç валли% хунă. Çакă 2015 çулхи хĕле тата çуркуннене ирттерме çителĕклĕ.
«Николаевский» суту-илÿ комплексĕнче апат-çимĕç хакĕсем ытти пасартинчен йÿнĕрех пулнине палăртрĕ министр. Пасар йĕркелес тĕллевпе 2007 çулта 194,3 млн тенкĕ устав капиталĕпе «Ялхуçалăх рынокĕ» акционерсен уçă пĕрлешĕвне йĕркеленĕ. Тĕп учредителĕ «Зерно-Регион» пĕрлешÿ ?устав капитал пайĕ - 51,9 процент% пулнă. 2008 çулта директорсен канашĕн ирĕкĕсĕр общество устав капиталĕнчи 100,0 млн тенкĕ укçана 9 организацине панă. Каярахпа вĕсем панкрута тухнă. Ку лару-тăрăва ялхуçалăх министерстви йĕрлесех тăнă, Шалти ĕçсен министерствине çырусем çырнă. Анчах та хăй вăхăтĕнче айăплисем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарман. 2010 çулта çеç «пăр вырăнтан тапраннă».
Халĕ кунта урăх инвестор. Вăл тăрăшнипе пасар сарăлсах пырать. Тавара ваккăн, курттăммăн туянма пулать. 2012 çулта çĕнĕ павильон уçнă. Унта 300 суту-илÿ вырăнĕ.
Валентина ПЕТРОВА.
Комментари хушас