Таиç?
Шел, çак историе оригиналлă тесе калаймастпăр. Те пурнăç çăмăлланчĕ, те çынсем ытлашшипех иртĕнсе кайрĕç - тем те хăтлана пуçларĕç этемсем. Кăмăл-сипет енчен хавшарĕç чăвашсем. Намăс-симĕсе маннă хĕрарăмсем те йышланчĕç. Эпир каласа паракан истори евĕрлĕ тамаша паянхи кун Чăвашра кашни ялтах тупăнать темелле. Икĕ тус хĕрĕн - Таиçпе Маруçăн кун-çулĕпе кăштах паллаштарăпăр сире. Çапла вара, 1-мĕш пайĕ -
Ăшшипе шăранса тăракан кун яла кайрăм. Çуллахи хĕвелĕн йăл кăмăлĕ чуна çĕклет. Микроавтобус лавкка патĕнче чарăнчĕ - çитрĕмĕр тăван çĕршыва. Аслă урам, Магазин касси - сарлака та çутă, ик айккипе çÿллĕ вĕлтĕрен утравĕсемпе симĕсленнĕ. Ачалăхри пекех, улăшăнман унăн сăнĕ.
- Хамăр классене салам! - илтĕнсе кайрĕ темле сасă. Таçтан çĕр тĕпĕнчен тухнăнах туйăнчĕ вăл. Тинкеререх пăхрăм та - вĕлтĕрен хуллисен сулхăнĕнчи хĕрарăма асăрхарăм. Снайпер пекех пытанса выртнă! Тутинчен пирус тĕпĕ çакăнса тăрать.
- Палламарăн-им? - ыйтрĕ тусан ăшĕнче йăваланса выртакан, «ял ăçтиçукĕ» ята тивĕç матка. - Çапла ĕнтĕ вăл: хулара пурăнса мăнкăмăлланса каяççĕ те - çынна паллами пулаççĕ! Мухмăрпа пуç çурăлса тухать. Хăтар хăвăнпа пĕрле вĕреннĕ хĕре вилĕмрен. Пар кивçенле 50 тенкĕ, - ĕмсе илчĕ вăл пирусне.
Калаçса тăмарăм пичĕ-куçĕ çĕр тĕслĕ пулса кайнă темле хĕрарăмпа. Кăмăл хуçăлчĕ, лавккана та кĕмерĕм, килелле васкарăм. Урампа аннă чух тăрук ăнланса илтĕм кампа калаçнине! Таиç пулнă вăл! Манпа пĕр класра вĕреннĕ Таиç. Пуçа аса илÿсем капланчĕç. Çĕрле те ыйхă килмерĕ, куç хупаймарăм такки. Шкулта вĕреннĕ вăхăтсем асран тухмарĕç.
Пирĕн класра хивре (хальхилле каласан - чăнкă) икĕ хĕр пурччĕ: Таиç тата Маруç. Вĕренÿре малта ĕлкĕрсе пыман вĕсем. Хыçалти партăра ларатчĕç. Пĕвĕсемпе çÿллĕччĕ хăйсем, иккĕшĕ те час пиçсе çитрĕç, ир хĕр пулчĕç. Тăхтав вăхăтĕнче эпир учебник вулаттăмăр, темĕскер çыраттăмăр, çитес урока хĕрсе хатĕрленеттĕмĕр. Вĕсем вара парта çине косметика кăларса хуратчĕç, тĕкĕрсем тытатчĕç те пуçлатчĕç сăрланма. Эпир тута писевĕ мĕнне те пĕлмен, вĕсем вара - хаспати, пырса ан перĕн.
Арçын ачасем умĕнче те хăйсене ай тур-тур тытма пĕлетчĕç. Иккĕшĕ те кĕске юбкăсем тăхăнса килетчĕç, çара урисене çиçтерсе ларатчĕç. Каччă çулне кĕрсе пыракан вĕренекенсем кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпех вĕсем тавра явкаланса çÿретчĕç. Пирĕн класри ытти хĕрсем кĕске юбка тăхăнман. Тăхăнса пăх-ха: аçу-аннÿ хăш вăхăтра ăса кĕртсе илет.
Таиç 8 класс хыççăн професси училищине кайрĕ, сутуçăна вĕренсе тухрĕ. Хулари магазинра ĕçлеме тапратрĕ. Часах кÿршĕ ял йĕкĕтне качча тухрĕ. Ял хула çумĕнчех те ĕçе автобуспа каятчĕ. Ывăл çуралчĕ вĕсен.
Çемье пурнăçĕ ăса кĕртмерĕ хĕрарăма. Пурнăç савăнăçне эрех ĕçсен сĕтеклĕрех туйма тытăнчĕ хайхискер. Ĕç вырăнĕсене те улăштарсах тăчĕ - ĕçекен хĕрарăма кам чăттăр? Юлашкинчен ялтах пурăнма тытăнчĕ Таиç. Ывăл ачи ÿссе çитĕнчĕ ĕнтĕ, мăшăрĕ вара килте пурăнмаспа пĕрехчĕ. Мускава, Мускав облаçне шапаша çÿретчĕ.
Таиç вара пĕтĕм яла тĕлĕнтерчĕ-тĕк тĕлĕнтерчĕ. Пĕр организацире тĕп бухгалтерта ĕçлекен самаях çулланнă арçын пуçне çавăрттарса ячĕ вăл. Мĕн тупнă лешĕ ялан ÿсĕр хĕрарăм çумĕнче? Тĕп бухгалтерăн çемйи ял çыннишĕн тĕслĕхчĕ. Ĕçкĕ-çикĕне кайсан та килне нихăçан ÿсĕр таврăнман. Питĕ йĕркеллĕ, туслă пурăнатчĕç. Ачисем ÿссе çитĕнсе хулана кайса пĕтрĕç. Тĕп бухгалтерăн арăмĕ те укçаллă ĕçреччĕ. Кăмăл-сипетлĕхĕпе, çемье ăшшипе ял-йышшăн тĕслĕх вырăнне пулнă мăшăр ĕнер кăна пĕрле утатчĕ, паян вара Михал Семенч Таиçпа ыталашса пырать! Ячĕ тĕрĕссипе урăхла унăн. Яланах вăрăм та кăпăш мăйăхпа çÿренĕрен ăна Буденый теме тытăннăччĕ, вăл вара: «Эпĕ Семен Михайловичăн мĕлки кăна!» - тесе кулатчĕ. Çавăнпа Михал Семенч ят кăларса ячĕç - Буденăйăн кутăн мĕлки ĕнтĕ.
Ырра вĕрентмерĕ Таиç еркĕнне - арçынни те ĕçме тытăнчĕ. Тăнне çухатичченех сыпатчĕç. Таиçĕн вара ĕçсен малти тĕнĕлĕн чаракĕ пĕтетчĕ, ясар шухăш кăначчĕ ун пуçĕнче. Ĕçсе лартсан кăмăлне вĕçне çити тултарма Михал Семенча сĕтĕретчĕ. Намăса та пĕлместчĕç иккĕшĕ: лавкка умĕнче ĕçсе ларатчĕç те вара магазин хыçне курăк çине кайса выртатчĕç. Вĕсем мĕн хăтланнине кашни иртен-çÿрен куратчĕ. Çынран та вăтанми пулчĕç. Пĕр чĕркке эрехшĕн Таиç темле арçын айне те выртма хатĕрччĕ.
Хĕлле çитсен «пылак мăшăрăн» пурнăç йывăрланчĕ. Тулта сивĕ, юр çине çара ÿтпе выртсан ÿсĕр хĕрарăмăн кăмăлĕ тулмасть. Аптраса тăмарĕ вăл: упăшки Мускавра, ывăлĕ кашни ир ĕçе хулана тухса каять. Ÿсĕр те ăшă йăва килĕнчех çавăрчĕ Таиç.
Пĕррехинче ăш йăвара ытла «вăйлă каннăран» Михал Семенч килне кайман - çывăрса юлнă. Таиç ывăлĕ килет те - пÿртре амăшĕпе еркĕнĕ çаппа-çарамас çуталса выртаççĕ. Тарăхса-çилленсе кайнă каччă тытать те «пылак мăшăра» тĕпсакайне ывăтать. Михал Семенч пуçĕ çинех ÿкет, мăйне хирĕнчĕклĕ тăвать те ĕнсине хуçать.
Çак каç шабашран Таиç упăшки те таврăнать. Тĕпсакайĕнче такам пĕр чарăнми улать та ылханать - амăшĕпе еркĕнне унта хупса хунине каласа парать ывăлĕ. Сакайĕнчен кăларма шут тытаççĕ хайхискерсем экстремал-еркĕнсене. Пăхаççĕ те - Михал Семенч вилнĕ те кайнă.
Ывăлĕн, çамрăк каччăн шăпине пăсас мар тесе çын вĕлернĕ айăпа ашшĕ хăй çине илет. «Киле килсен вырăн çинче çаппа-çарамас выртакан арăмпа еркĕнне курсан пуçа çухатрăм. Иккĕшне тĕпсакайне мĕнле вăркăнтарнине те тĕлĕкри пек çеç ас тăватăп», - тесе ăнлантарать следователе. Ывăлĕ вырăнне вара тĕрмене ашшĕ кайса ларать.
Ялта пурте пĕлеççĕ Таиç еркĕнĕ чăнласах кам айăпне пула вилнине. Анчах никам та нимĕн те каламасть - пурте ывăлĕ майлă. Çак синкере курсан та Таиç ăса кĕмерĕ. Шав ĕçкĕ шырать, арçынсемпе явăçать.
Çуллахи ăшă кун эпĕ яла пынă чух та йăванса кайичченех ĕçсе лартнă вăл лавкка умĕнче. Тăна кĕрсе куçне уçнă та - мана курнă.
Тÿрех палласа илнĕ пулсан параттăмччĕ-ши Таиçе 50 тенкĕ? Çук пуль. Мухмăр чĕртнипе кăна çын тĕрĕс çул çине тухаймасть. Таиç каялла çын картне ларасса ĕненместĕп эпĕ. Шкулта вĕреннĕ чух мĕнлерех хÿхĕм пикеччĕ вăл, миçе каччă юратман-ши ăна? Ăсĕ-тăнĕ те çивĕччĕ пикен, тăрăшас килменрен çеç вăтам паллăсемпе вĕренкелесе пычĕ. Мускава стриптиз ташлама каймалла пулнă унăн тÿрех, вара тен пурнăç çулĕ ăначчĕ те пуль - кам пĕлет? Унăн тус хĕрĕ Маруç та мĕнле йышши чиперккеччĕ. Унăн та шăпи пыл та çу килсе тухмарĕ.
РЕДАКЦИРЕН. Маруç çинчен каласа панине çитес номерте пичетлĕпĕр.
Комментари хушас