Шăхачра пуррине пĕрле пайлаççĕ
Шăхач ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И. Васильев ял культурине аталантарас, йăли-йĕркине упрас тĕлĕшпе тăрăшакан ĕç ветеранĕпе Е. Селивестровпа тата Н. Григорьевпа.
Ку чухне вырăнти халăх ытлă-çитлĕ те хăтлă пурăнасси ял тăрăхĕн хыснине укçа-тенкĕ мĕнле пуçтарăннинчен килет. Федераципе республика бюджечĕсенчен уйăракан нухрат çумне хушăнса пая кĕме мехел çитсен кирек мĕнле программăна пурнăçлама пулать. Ун чухне ялта капмар шкул та çĕкленет, фельдшерпа акушер пункчĕ те, ача сачĕпе социаллă ытти объект та çĕнелет, çатма пек асфальт çул та хурăнать тата ытти те. Ку тĕлĕшпе 700-тен кăшт ытларах çынлă Шăхач ял тăрăхĕн мухтанмаллиех çук. Вĕсем тÿшеккине кура урине тăсма вĕреннĕ. Паллă ĕнтĕ, ун пек чухне тĕрлĕ сăлтавпа вырăнти бюджета пуçтарăнакан кашни тенкĕ уйрăм шутра. Апла пулин те чăвашсемпе ирçе-мăкшăсем, вырăссемпе мăкшăсем пĕр чĕлхе тупса пурнăçа сыпăнтарса пыни, культурипе йăли-йĕркине упраса ламран-лама куçарни, мал ĕмĕтпе ялшăн кар тăни, ăна пĕтме паманни - пысăк çитĕнÿ. Эпĕ пынă чухне те ял хастарĕсем хăйсен пуçлăхĕпе пĕрле сĕтел хушшинче чавсаланнăччĕ. Çывхарса килекен Литература çулне хатĕрленсе пысăк стенд тăвасшăн-мĕн. Унта вара шăпах ял пурнăçне, халăх культурине сăнлакан ÿкерчĕксене кĕртесшĕн. «Ун пек сăнÿкерчĕксем пирĕн пахучĕпех. Яла тирпей-илем кĕртнинчен пуçласа юрă-ташă ăстисем инçе çулçÿревсенче пулни таранах. Чылай кадр авторĕ хам...»,- кăмăл-туйăмне пытараймарĕ ялăн хисеплĕ хастарĕ Е.Селивестров.
Çĕршер çул каяллах çак тăрăха килсе вырнаçнă ял халăхĕ ĕлĕкех нимене хапăл тунă. Çак пархатарлă туйăма паян кунчченех упрани вара пурнăçра та пулăшать. Шăхач ялĕ ыттисемпе танлаштарсан пысăках мар, апла пулин те ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Васильев калашле, кунта вак урамсем шучĕпе Шăнкăртамринчен кăшт çеç каярах-тăр. Хут çинче вĕсем çирĕме яхăнах! Вĕсен хушшинче уйрăмах кĕркуннепе-çуркунне вăрăм кунчаллă атăпа çеç утма тивтерекенни те çителĕклех-ха. Вĕсене тирпейлеме, çул сарма алă мар, черет çитмест тесен тĕрĕсрех пулĕ. Çапах та ку тĕлĕшпе хăйсен савăнăçне пайлакансем кашни çулах тупăнса тăраççĕ. Нумай пулмасть çеç-ха Шăхач тата Утравлă урамсене кĕрсе тухма чĕр нуша пулнă. Я.Селивестров депутат пуçарулăхĕпе кунта малтанхи пуçарăва тунă - çула тикĕсленĕ. Йывăç япаласен комбинатĕнче юхăнса выртакан кирпĕч шăпах усса килнĕ. Ял халăхĕ укçа пуçтарнипех Кооператив, Совет, Ярославль урамĕсенчи çăрăлчăка та нимеллех пĕтернĕ. Ку ĕçре Н.Аврелькинпа А.Разин техникăпа чылай пулăшнă. Кĕçĕн Чемен ялĕн варринчи кĕпере, масар картисене те ял халăхĕн вăйĕпех çĕнетнĕ.
Шăхач ял тăрăхĕнче паян кĕрлесе тăракан производство объекчĕсем çук, колхоз ĕçне те ĕлĕкхи евĕр 50-60 çын утмасть.... Икĕ алла пĕр ĕç тупнисене шутласа та кăларма пулать. Вырăнти халăх пурнăç хăватне ăçтан илет, епле саплашăнса пурăнать-ха? Вăрман тăрăхĕнчи çынсем Туçасем е Çĕнĕ Ахпÿртсем пек сухан-севок çитĕнтерсе те услам тумаççĕ. Вĕсем ытларах выльăх-чĕрлĕх самăртаççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çирĕплетнĕ тăрăх - ялта 5-6 ĕне усракансем те пур. Сăмахран, В.Макаровсен картишĕнче çеç тĕрлĕ йышши шултра выльăх 30 пуç ытла. М.Узюкина, В.Сулагаева та хушма хуçалăхри «чĕлхесĕр янаварсен» шутне ÿстерсех пыраççĕ. Çав вăхăтрах хурçă утпа тупăш тăвакан та сахал мар. Акă, Кĕçĕн Чементи 48 хуçалăхлă ялта çеç пысăк трактор вунвиççĕ! Унсăр пуçне çăмăл автомашина мĕн чухлĕ тата! Ял çынни пурăнмалли меслетсене хăех тупать. Укçи-тенки пур чухне хуçалăхне çĕнетет, çемйине тăрантарать, çук чухне - перекетлет.
Альбина ЕГОРОВА,
Патăрьел районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас