Икĕ чĕлхеллĕ хаçатăн тиражĕ ÿсмеллех
«Хыпар» хаçат тиражĕ вырăс пичет кăларăмĕнчен пĕчĕкрех пулни чăваш чунĕллĕ кашни çыннах пăшăрхантарать. Хуласенче пурăнакансен хушшинче атте-анне чĕлхипе вулакан сахалланса пынăран килет-ши çакă? Манăн шухăшăмпа, ялта сăлтавĕ кăшт урăхларах пек: хуçалăха тытса тăма, ачи-пăчине тумлантарма тата ытти валли укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Чылай çын ĕçе вырнаçаймасть. Çапах та ял халăхĕ пуçа усмасть-ха: малаллах талпăнать.
Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ В.Туркай хаçат шăпишĕн пăшăрханса çырнă статьяна чуна ыраттарса вуларăм. Шухăш пĕр килни хавхалантарчĕ те.
Мана пĕр вăхăт Хусанта вĕренме тÿр килчĕ. Ун чухне тутарсен «Татарстан яшлэре» хаçат дубляжпа «Комсомолец Татарии» ятпа тухса тăратчĕ. Çав хаçатсене çамрăксем питĕ кăмăллатчĕç. Вырăсла куçарса пичетленĕ статьясене тутарсемпе пĕрле сÿтсе явни те сахал мар пулнă пирĕн.
Çÿлерех çырнине пĕтĕмлетсе çапла сĕнес килет: «Хыпар» хаçата «Весть» ятпа вырăсла та дубляж туса кăларма май çук-ши? Манăн шухăшăмпа кун пек тусан чăвашсен тĕп хаçачĕн тиражĕ ÿсмеллех. Ара, чăвашсен хушшинче тăван чĕлхепе вулама пĕлмен е ăнланман çын нумай. Вĕсем вырăслине кăмăлласси пирки иккĕленместĕп.
Г.ИВАНОВ.
Вăрнар районĕ,
Пăртас ялĕ
Комментари хушас