Çуралнă кĕтесĕн сывлăшĕ те сиплĕ

22 Раштав, 2014

Вăтăр çула яхăн хулара пурăннă хыççăн вăл ашшĕ-амăшĕн килне таврăннă. Килне-çуртне çĕнĕ сăн кĕртнĕ, хăй те çĕнĕлле пурăнма пуçланă.

Юрă-ташăпа туслă

Вера Филимоновна тĕкĕр умне пырса тăчĕ. Ун çине йăрăс пÿллĕ, чакăр куçлă 60 çулсенчи чипер хĕрарăм тинкерчĕ. Çĕмĕрт куçĕ çамрăк чухнехи пекех çунса кăна тăрать.

Ун çинче пурте хитре те килĕшÿллĕ - пальтовĕ те, шĕлепки те, атти те. Çапла, хăйне мĕн килĕшнине чухлать, пĕлет вăл. Ятуллă тумланассипе çамрăклах ыттисенчен уйрăлса тăнă.

Уçă та янăравлă саслăскер 3-мĕш класра вĕреннĕ чухнех Каçалсене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă Вера Филимоновна. Вăтам шкул пĕтереспе юрăçа кайма сĕнни те пулнă. Пĕр вăхăт почтăра телефонисткăра ĕçленĕ хыççăн хăйĕн пурнăçне культурăпа çыхăнтарнă - Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен ăна Коми Республикинчи Ухтана янă. Культура çурчĕн директорĕнче ĕçлеме шаннă. Кунта культура пурнăçĕ «вĕресе» тăнă. Тĕрлĕ кружоксем ĕçленĕ, пултарулăх коллективĕ хула çыннисене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарнă. Сцена çинче Вера пĕччен те юрланă. Вăл Ухтари «Сударушка» ансамбле шăнкăрав пек илемлĕ сассипе пуянлатнă.

Пулас мăшăрĕпе те çавăнтах паллашнă. Пĕррехинче, ташă каçĕнче, чăваш хĕрне кăн-кăвак куçлă, йĕтĕн çÿçлĕ, хăйĕн пекех яштак пÿллĕ каччă ташлама чĕннĕ. Летчиксен тумĕ ун çинче ытла та ятуллă ларнă. Яшăн кашни хусканăвĕнче çирĕп кăмăл, иксĕлми вăй палăрнă. Кĕçех вĕсем пĕрлешнĕ. Çемьере пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланнă. Брониславăн амăшĕ те çамрăксемпе пĕрлех пурăннă. Элеонора Андреевнăн мăшăрĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă.

Вăрман та каснă

Чăваш хĕрĕ пĕрре те ĕçлеме ÿркенмен. Мăшăрĕ тăтăшах вĕçевре пулнипе кил-çуртри ĕçĕн ытларах пайĕ Вера çине тиеннĕ. Мĕн кăна туман пулĕ вăл - дача çуртне хăпартма пулăшакансемпе пĕрле вăрман та каснă, çăл та чавнă...

Бронислав ăна хăйне ăнланнишĕн, мĕн пур енĕпе пулăшнăшăн тата ытларах хисепленĕ, юратнă.

Ĕç вырăнĕ - аэропорт

Çемьеллĕ пурнăç Верăн профессине те улăштарнă. Вăл та малашнехи пурнăçне аэропортпа çыхăнтарнă. Мускав облаçĕнчи Егоровскри авиаципе техника училищинче 3 çул куçăмсăр майпа вĕренсе авиатехник профессине алла илнĕ.

Тивĕçлĕ канăва кайсан тата çичĕ çул çак ĕçре тăрăшнă. Хунямăшĕ те аэропортра ĕçленĕ, стартерша пулнă. Шимониссен ывăлĕ Андрей та пурнăçне самолетсемпе çыхăнтарнă. Гатчинскра авиаци училищи пĕтернĕ хыççăн летчик пулса тăнă. Çемйипе Узбекистанра ĕçлесе пурăннă. Çар летчикĕн шăпи ăна таçта та илсе çитернĕ.

Паллах, амăшĕн чун-чĕри уншăн сахал мар пăшăрханнă. Халĕ Андрей Брониславович та тивĕçлĕ канура. Шимониссен тепĕр ачи - хĕрĕ Светлана вара Ухтари аэропортра ĕçлет, вăл - инженер-синоптик.

Ĕмĕр ирттересси - уй урлă каçасси мар

Верăпа Бронислав 50 çула яхăн килĕштерсе пурăннă. Пурте пулнă вĕсен - хăтлă хваттер, дача, юратнă ĕç. Апла пулин те кил хуçи арăмĕ тăван еншĕн çав тери тунсăхланă.

Отпусксенче май килнĕ таран ашшĕ патне Комсомольскине килме тăрăшнă Вера Филимоновна.

Амăшĕ, Феодора Сергеевна, чылай маларах çĕре кĕнĕ. Ял çыннисем ашшĕне - Филимон Ефимович Ризовкина - питĕ лайăх пĕлеççĕ. Вăл уявсенче каруççельпе ярăнакансене параппан çапса, такмаксем каласа савăнтарнă. Мĕнпур ĕçе тĕплĕ тума хăнăхнă арçын çурт-йĕрне те, юман хапхине те хăй пекех вăрăм ĕмĕрлĕ пултăр тесе лартнă-тунă. Виçĕ ачинчен пĕри те пулин тĕп кил вучахне малалла ялкăштарасса шаннă.

Вера ашшĕн ĕмĕтне тÿрре кăларнă: тăван яла таврăннă. Яланлăхах. «Мĕн тери ырă кунта, сывлăш мĕне тăрать!» - савăннă хĕрарăм. Кил-çуртне çуса тасатнă, мăшăрне кĕтсе илме хатĕрленнĕ. Шел, Ухтаран хурлăхлă хыпар çитнĕ: мăшăрĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Темĕнле кулянсан та ăна чĕртсе тăратма çук. Ку Вера Филимоновнăн чи пысăк хурлăхĕ.

Çуралнă яла таврăнсан

Халĕ унăн килĕнче вĕри шыв та пур, газ та кĕртнĕ. Мунча лартнă. Çĕнĕ тум çурта йăлтах улăштарнă.

Вера Филимоновна тĕрлĕ пахча çимĕç акса-лартса ÿстерет. Сад пахчине улма-çырла йывăççисем, чечексем илем кÿреççĕ. Пÿртре те темĕн тĕрлĕ чечек те пур. Вĕсене кил хуçи юратса пăхать.

Яла таврăнсан пирвайхи çулсенче вăл ытларах килте пулма тăрăшнă. Хуйхи-суйхине ĕçпе пусарнă. Çулсем иртнĕ май хăйне чун-чĕре апачĕ çав тери çитменнине туйма пуçланă. «Атя пирĕнпе ветерансен хорне», - тенĕ ăна пĕррехинче Елизавета Сорокина. Çапла, аякран таврăннă чăваш хĕрарăмĕ Анатолий Краснов музыкант ертсе пыракан коллектив çынни пулса тăнă. Каярахпа Владимир Павлов музыкант ертсе пыракан «Каçал» фольклор ансамбле çÿреме тытăннă. Ку вăл 2001 çулта пулнă. «Униççе аппа июнь уйăхĕнче сакăрвуннă тултарчĕ. Апла пулин те вăл халĕ те чипер те çаврăнăçуллă, вăр-вар. Эпĕ те тепĕр икĕ çултан унăн çулне çитесшĕн. Манăн асанне, атте-анне вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă. Турă мана та вĕсемпе танлашма пулăшĕ тетĕп. Çак ырă ĕмĕт пурнăçлантăр тесен вара нумай ырă ĕç тумалла, çынсене пулăшмалла», - ăшшăн сăмахлать хĕрарăм.

Ăшă кăмăл

Вера Шимонис сăнĕпе çеç мар, чун-чĕрипе те хитре хĕрарăм. Никама, нихăçан усал сунмасть. Халĕ ун патне мăнукĕ, Светланăн хĕрĕ Вика, час-часах килсе çÿрет. Вăл Шупашкарти аслă вĕренÿ заведенийĕнчен вĕренсе тухнă, банкра ĕçлет. Ывăлĕн хĕрĕ Эвелина та асламăшне Мускавран час-часах шăнкăравлать. Вăл унта архитекторта ĕçлет. Чи çывăх çыннисем юратнă амăшне, асламăшне, кукамăшне тунсăхлаттармаççĕ.

Вера Филимоновна халĕ те саккăрмĕш теçетке çула çывхарса пынă чухне те, хăйне килĕшекен илемлĕ те ятуллă япаласем, хальхи модăпа килĕшсе тăраканнисене, çыхса тăхăнать. «Этемре йăлтах, çав шутра тумтир те, килĕшÿллĕ пулмалла», - тет Вера Филимоновна.

Зинаида СОЛОВЬЕВА,

Комсомольски районĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.