Кире пуканĕпе туслă

22 Кăрлач, 2014

Чăваш Енре кире пуканĕ тата штанга йăтасси чылай çул каяллах аталанма тытăннă. Спортăн çак тĕсĕпе кăсăкланакансен йышĕ паян та сахал мар. Тимĕр вăййипе туслисенчен пĕри - Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва каччи Денис Семенов.

«Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă», - теççĕ ватăсем. Денис та пĕчĕкренех ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ĕçе хутшăннă, килти выльăх-чĕрлĕхе пăхнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра спорт енне туртăннăскер физкультура урокĕсене ытларах кăмăлланă. Кĕçĕн классенче çуран тата йĕлтĕрпе чупассипе, каярах ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе палăрнă. Аслă классенче вара Денис Н.Молоствов тренер патĕнче тимĕр вăййин вăрттăнлăхĕсене туптать. Кире пуканĕпе тата штанга йăтассипе районта иртекен ăмăртусенче шкул чысне хÿтĕлет, пьедесталăн çÿллĕ картлашки çине темиçе хут та хăпарать.

Ака-суха ĕçне кăмăлланăран каччă 2007 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн биотехнологи факультетне вĕренме кĕрет. Унта пĕр курсри тимĕр вăййипе туслă яшсемпе пĕрле ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис Глинкин ертсе пыракан секцие çÿреме тытăнать. "Борис Николаевич - пултаруллă тренер. Çак ĕçре вăл чунне парса нумай çул тăрăшать. Унăн патĕнче ăсталăха туптаса эпир пысăк çитĕнÿ чылай турăмăр", - тет Денис.

Çирĕп чунлă яш республика шайĕнче тата тулашĕнче кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕсенче тупăшать. Академире ăс пухнă вăхăтра "Хыпар" хаçат парнисемшĕн иртекен Пĕтĕм Раççейри турнира та хаваспах хутшăнать. 2010 çулта асăннă турнирăн - абсолютлă чемпионĕ. Çав çулах вăл Сарă ту облаçĕнче РФ Ял хуçалăх министерстви ирттернĕ турнирта 2-мĕш вырăна тивĕçет. Çитĕнÿсемшĕн Дениса академире ятарлă стипендипе те хавхалантараççĕ. Тренировкăсене, ăмăртусене çÿресе каччăн ăсталăхĕ ÿссех пырать. 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне Денис Семенов Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ Европа кубокĕнче Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарать. Çак ята тивĕçни ăна малашнехи пурнăçра та ăнăçу кÿрет. Алла диплом илнĕ хыççăн Денис сывлăш-десант çарĕсенче хĕсметре тăрать. Салтакра та тимĕр вăййине пăрахмасть. Тĕслĕхрен, Кострома хулинче иртнĕ ăмăртура чăваш ятне ямасть - абсолютлă чемпион пулать.

Денис çине пăхсанах ырă, çав вăхăтрах çирĕп чунлă, вăйлă тата чăтăмлă пулни палăрать. Паянхи кун вăл шалти ĕçсен органĕсенче тăрăшать, çывăх вăхăтра çемье çавăрма хатĕрленет. "Атте-анне мĕн ачаран пур ĕçе явăçтарни, ыррипе усала уйăрма вĕрентни спортри тата пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ. Вĕсем маншăн - чи юратнă çыннăмсем", - тет спортсмен.

Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Вăрнар поселокĕнчи спорт керменĕнче кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн, Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕн Ю.А.Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри III уçă турнир ирттерме палăртнă. Çак ăмăртусенче Денис та юлташĕсемпе пĕрле Елчĕк районĕн чысне хÿтĕлет.

Инна ЕГОРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.