Пĕрре те нумай, саккăр та сахал

17 Раштав, 2014

Пĕлĕтрен вĕçсе аннă телей

Канаш районĕнчи Пайкилтри çĕнĕ урамри керменсене тĕлĕнсе те савăнса сăнарăм. Пĕри тепринчен чаплă. Туса пĕтерейменнисем те пур-ха. «Кашни çуртрах газ, шыв, канализаци, çутă пур. Ялта та паян хулари пек пурăнасшăн. Пулас урам вырăнне палăртсанах эпир унта çутă, газ çитертĕмĕр. Çĕнĕ çурт хуçисене пурăнма куçма чăрмав çук халĕ», - терĕ манпа çула тухнă Пайкилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Аркадий Григорьев.

Урам хĕрринчи икĕ хутлă чаплă çуртра вара Ильинсем тĕпленнĕ. Ăна «Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» патшалăх программипе туса панă-мĕн. Унччен çамрăк çемье ватă ашшĕ-амăшĕпе пурăннă. Пĕр çуртра вуннăн тапăртатнă, çав шутра ултă ача. Хĕсĕк пурнăç виçĕ ăрăва пĕр чĕлхе тупма чăрмантарман. Ватăсем кил-тĕрĕшре ĕçленипе пĕрлех савăнсах мăнукĕсене пăхнă.

- Кĕçĕн ывăлăм, Владик çуралсан çурт-йĕре пысăклатма шутларăмăр. Хушма çурт тума строительство материалĕсем туянтăмăр. Анчах ĕçе тытăнма укçа-тенкĕ çитмерĕ. «Çăмăллăх кредичĕ е субсиди памĕç-ши?» - тесе район администрацийĕнчен пулăшу ыйтма кайрăмăр. Пире ертÿçĕсем «Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» патшалăх программи хута кайнине пĕлтерчĕç, документсем хатĕрлеме хушрĕç, - керменĕпе паллаштарнă май каласа парать Валентина Николаевна.

- Хальхи вăхăтра кирлĕ хутсем пуçтарма та вăй-хал, чăтăмлăх, вăхăт кирлĕ... - тетĕп калаçăва малалла аталантарса.

- Документсем йĕркелесе çитерме виçĕ уйăх иртрĕ. Çакăн пек чаплă çурт лартса панине шута илсен ун пирки калаçмалли те çук. Эпир пÿрт лартма пĕр пус та тăкакланман, йăлтах бюджет шучĕпе турĕç.

Икĕ хутлă пысăк çуртра ирĕклĕ, çутă, таса. Çемье хаклă парнене типтерлĕ тытма тăрăшать. Пÿртрех кранран ăшă тата сивĕ шыв юхать, ванна, туалет пур. Строительсем стенасене обой çыпăçтарса, алăксене лартсах панă. Тăвăр çĕрте хĕсĕнсе пурăннă хыççăн çемьешĕн çакă пĕлĕтрен телей кайăкĕ вĕçсе аннăн туйăннă. Уйрăмах ача-пăча калама çук савăннă. «Нивушлĕ пирĕн те уйрăм пÿлĕмсем пулĕç?» - ĕненес килмен вĕсен. Ачасене тăватă пÿлĕм уйăрса панă. Аслă çултисене пĕчченшерĕн пурăнмалăх та пур. Ĕмĕт пурнăçа кĕнĕшĕн хĕпĕртенĕскерсем çĕнĕ вырăна куçма япалисене васкавлăн пуçтарнă. Анчах вĕтĕр-шакăрăн кăштах кĕтме тивнĕ. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усранипе Ильинсем хĕрсех вите-сарай тума тытăннă. Çемье хушма хуçалăха аталантарма банкран 450 пин тенкĕ кредит илнĕ. Хăйсен те самай тăкакланма тивнĕ. Хуралтăсене пÿртпе пĕр тĕслĕ кирпĕчрен тирпейлĕ те илемлĕн купаласа лартнă. Çăмăл машина валли гараж туса хăварнă. Хальлĕхе вăл пушах ларать-ха, анчах «хурçă урхамах» кĕçех хăйĕн вырăнне тупасса шанаççĕ. Йышлă çемьепе транспортсăр тухса çÿреме кансĕртерех çав.

- Вите-сарай туса 700 пин тенкĕ ытла тухса кайрĕ. Шалу кредит тÿлесех пĕтетчĕ, - каласа парать Валентина Николаевна. - Мăшăр Çурçĕре ĕçе вырнаçнă хыççăн укçа кăштах пухăнма пуçларĕ. Ачасем валли тинех сĕтел-пукан туянтăмăр.

Мăшăрĕ, Юрий Васильевич, Канашри предприятире цех пуçлăхĕнче чылай вăхăт ĕçленĕ. Анчах укçа çитсе пыманни вăрăм çула тухма хистенĕ. Халĕ вăл Уренгойри «Новое энерго» предприятире вăй хурать. Валентина та алă усса лармасть. Кĕçĕн ывăлне 1,5 çул тултарсанах садике янă та çĕвĕ цехне вырнаçнă. Ильинсен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. 3 ĕнепе 2 вăкăр усраççĕ вĕсем. Аш-какай, сĕт сутса хушма тупăш илеççĕ. Кунне 20-30 литр сĕт ăсатаççĕ. «Ытларах та панă-ха, пĕр ĕнин пăрулама вăхăт çитсе пынипе сумастпăр», - терĕ маттур хĕрарăм.

 

Ачасăр çурт тăлăх

- Хушма хуçалăх, ача-пăча йăлтах сирĕн çинче. Йывăр лава пĕччен туртма çăмăл мар-тăр. Мăшăра инçете ĕçлеме янăшăн ÿкĕнместĕр-и?

- Вăл çемьерен аякра ĕçлесе пурăннине туймастпăр темелле. Кулленех унпа çыхăнатпăр, пĕр-пĕр ыйту сиксе тухсан та пĕрле татса паратпăр. Ачасем те ашшĕ патне шăнкăравласах тăраççĕ, канашлаççĕ. Тата мăшăрăм вахта мелĕпе ĕçленипе килсех тăрать, хуçалăхра пулăшать.

- Çитĕнсе пыракан ача-пăчашăн ашшĕ юнашар пулни, унăн çирĕп сăмахĕ укçаран та хаклăрах мар-ши?

- Телее, çак тарана çитсе те ачасемпе йывăрлăх, пĕр-пĕрне ăнланманни пулман. Ашшĕ çук вăхăтра ун вырăнне килте асли, 14 çулти Саша хуçаланать. Галя, Настя, Андрей, Алеша, Владик вăл каланинчен иртмеççĕ. Шкултан таврăнсан пурте ĕçе тытăнаççĕ: пĕри апат-çимĕç хатĕрлет, тепри выльăх-чĕрлĕх пăхать, виççĕмĕшĕ кил-çурта тирпейлет тата ытти те. Кашни вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Мана йывăррине ăнланаççĕ вĕсем.

- Апла ачăрсене çирĕп алăра тытатăр? Хушăран чĕн пиçиххи туртса кăлармастăр-и?

- Вĕсемпе хальччен те ятлаçса-кăшкăрса курман, алă çĕклемен. Ашшĕ те лăпкă, сăпайлă. Тарăхса кайнă самантра та хăйне тытса чарать, аллине ирĕке ямасть, сăмахпа каласа ăнлантарать. Ашшĕ-амăшĕ хăйсене юратнине, хисепленине пĕлсе-туйса тăраççĕ. Ачасем те пире шанни, хисеплени савăнтарать. Пĕр чĕлхе тупма та çăмăлрах. Уроксене пĕрлех тăваççĕ, аслисем кĕçĕннисене вĕренÿре пулăшса пыраççĕ. Хам та тĕрĕслесех тăратăп. Ирсерен, шкула каяс умĕн, уроксене тепĕр хут пăхса тухатпăр, ăнланман темăна тишкеретпĕр.

Ултă ачаран пиллĕкĕшĕ шкулта вĕренеççĕ. Улттăри Владик садике çÿрет. Амăшĕ кашни валли вăхăт тупма, калаçма тăрăшать. Тĕпренчĕкĕсем шкулта тăрăшса вĕреннинче унăн тÿпи те пур. «Вĕсем те пĕр-пĕр пуçлăх е пайтаçă пулма ĕмĕтленмеççĕ-и?» - ыйтатăп Валентина Николаевнăран. «Хĕрачасем биологи предметне кăмăллаççĕ. Шăл тухтăрĕ, экономист специальноçĕсем килĕшнине палăртаççĕ. Ывăлсем ашшĕ пекех энергетик е урăх професси суйласа илĕç-ши, калама йывăр», - хуравларĕ вăл.

- Хăш-пĕр çемьешĕн пĕр ача та пуçватмăш, сирĕншĕн вара улттăшĕ те чун хĕпĕртевĕ. Тĕрĕс воспитани пама мĕн пулăшать?

- Паллах, ĕç. Ача ĕç патне мĕн чухлĕ туртăнать, пурнăçа та çапла саплаштарма хăнăхать. Ĕçлесен йăлтах пулнине пĕлсе тăраççĕ вĕсем. Ывăл-хĕре час-часах аса илтеретĕп: «Сирĕн халĕ тĕп ĕç - вĕренÿ. Йĕркеллĕ вĕренсен лайăх професси суйласа илме, пурнăç çулĕпе утма çăмăлрах пулĕ», - тетĕп.

- Чылай çемьере пĕр-икĕ ачапах çырлахаççĕ. Эсир вара йывăр тапхăрта та ултă ача çуратма хăраман.

- Мăшăрпа пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕ. Ачасене те патшалăха мар, хамăр вăй-хала шанса çуратнă. Эпир ĕçрен хăрамастпăр, кашнине вĕрентсе кăларса ура çине тăрататпăрах. Тата юратнă çынран тĕвĕленнĕ чун пурнăçне мĕнле татас? Ача вăл пĕрре те нумай, саккăр та сахал.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.