Шерне пулăшас темен...

17 Раштав, 2014

Çак инкек çулталăк каялла, пĕлтĕрхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче, Тăвайра пулнă. Халь тинех приговор та паллă - Вăрмар районĕн сучĕ 29 çулти Леонид Шернене 2 çул та 2 уйăхлăха колони-поселение ăсатма йышăнчĕ.

21 сехет тĕлнелле райцентрпа пынă май Шерне автомобиль хăвăртлăхне юранинчен ÿстернĕ. Çулпа утакан хĕрарăма асăрхасан та хăвăртлăха чакарман, чарăнман. Çуран çынна таптаса йывăр амантнă. Чарăнса пулăшмалла пулнă ĕнтĕ - çынна вилĕмрен çăлса хăваратчĕ пуль, анчах водитель çапла туман, вырăнтан пăрахса тарнă.

Кăштахран çак вырăнтан тепĕр çын иртнĕ. Çул çинчи пластмасса ванчăкĕсене асăрхаса чарăннă. Машинăран тухсан çул айккинче выртакан хĕрарăма асăрханă. Ун чухне вăл сывланă-ха. Арçын полицие шăнкăравланă, васкавлă медпулăшу чĕннĕ. Шел, йывăр аманнăскере больницăна илсе кайнă пулин те пурнăçне çăлса хăварма май килмен - хĕрарăм пĕр эрнерен сывлама пăрахнă.

Следстви вăхăтĕнче, судра Шерне хăйĕн айăпне йышăннă. Хĕрарăма таптанă хыççăн унтан пăрахса тарнине хăраса ÿкнĕрен çапла тунине ăнлантарнă. Анчах ку, паллах, ăна тÿрре кăлармасть. Приговор, тен, хаяртарах та пулатчĕ пуль, анчах суд вăл ÿкĕннине, шар курнисене кÿнĕ сиене саплаштарса укçа тÿленине шута илчĕ.

Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.