«Нарспи» торт тĕнче конкурсĕнче çĕнтернĕ

16 Раштав, 2014

«Планета» кондитерскин пултаруллă ăсти Ирина Щетинина ылтăн медале тивĕçнĕ

Люксембургра кулинарсен «EXPOGAST-2014» тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Тăватă çулта пĕрре пулакан сумлă ăмăртăва пин ытла повар, наци, регион тата çамрăксен 105 команди пухăннă. Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче Шупашкарти «Планета» кондитерскин ăсти Ирина Щетинина та пулнă. Вăл çак чыса май уйăхĕн вĕçĕнче Дон çинчи Ростовра пĕтĕм тĕнчери ăстасен «Пылак май» конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă хыççăн тивĕçнĕ.

Мускаври ĕçтешсем чăваш хĕрĕн пултарулăхĕпе паллашсанах вăл чемпионатра çĕнтерессе туйса илнĕ. Ăна Люксембургра 55 çĕршыври шеф-повар хакланă. Кăтартăвĕ паллă ĕнтĕ - ылтăн медаль!

Ирина Щетинина хăйĕн «Нарспи» торчĕпе Люксембургра жюри членĕсене малтанах тыткăнланă. Вĕсем кунашкал çимĕçе нихăçан курманран илсе юласшăн пулнă, анчах Ирина ылтăн медале тивĕçнĕ торта парнелеме килĕшмен. Ара, ăна вăл пĕтĕм тĕнчери кондитерсен Олимп вăййисем евĕр 4 çулта пĕрре иртекен тĕп конкурсĕнче çивĕч куçлă жюрие те тыткăнламаллах çу каçипе хатĕрленĕ. Тĕрĕ тĕрлекен Нарспие сăнарласа «Арт-класс» номинацире мала тухнă.

86 çĕршыври 160 ытла кондитер хĕрÿ тупăшнă. 45 наци команди пĕр-пĕрин хушшинче ăмăртнă, хăшĕсем - уйрăмшарăн, вăл шутра - чăваш хĕрĕ те.

Çак кунсенче ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствин пай пуçлăхĕ Имма Иванова ертсе пынипе конкурсантсемпе тата вĕсен ертÿçисемпе, республикăри Кулинарсен ассоциацийĕн председателĕпе Николай Уездныйпа «Планетăра» тĕлпулу иртрĕ.

Имма Серафимовна пирĕн ăстасене тивĕçлипех пысăк хак пачĕ. Юлашки çулсенче çĕршыври, чикĕ леш енчи пултарулăх тупăшăвĕсенче яланах малти вырăнсене йышăннине палăртрĕ.

- Паян тĕнче шайĕнче çĕнтерÿçĕ пулма çăмăл мар, - тет Ирина Щетинина. - Ĕçе ытти халăхăн çук элементсемпе пуянлатмалла. Эпĕ наци уйрăмлăхĕсемпе анлă усă куртăм. Чăваш хĕрĕн Нарспин тĕрĕ тĕрлес ăсталăхне кăтартрăм. Çу кунĕсенче тăван халăх культурипе çывăхрах паллашрăм, ятарлă литература, истори кĕнекисем нумай вуларăм, эскизсем хатĕрлерĕм. Вара тин ĕçе тытăнтăм. Торт хатĕрлеме çеç уйăх çурă вăхăт иртрĕ.

Пылак çимĕçшĕн çавăн териех тертленни, вăхăта çухатни вулакана нивушлĕ тĕлĕнтермĕ? Çирĕп ыйтакан жюри шедевра /тĕлпулăва пухăннисем ăна çапла пахаларĕç/ çиме юрăхлă-ши, муляж хатĕрлесе улталаман-ши тесе вăйлă тĕпченĕ-тĕрĕсленĕ.

- «Нарспи» пурне те тĕлĕнтерсе мала тухрĕ, - терĕ Люксембургра Чăваш Енрен хутшăннă ушкăн ертÿçи Николай Тимофеевич Уездный.- Мана та хисепсĕр хăвармарĕç: чăваш наци кухнине аталантарса тĕнче шайне çĕкленĕшĕн Дипломпа хавхалантарчĕç.

«Ылтăн торта» çывăхран чылайччен сăнарăм. Пуян композициллĕ, тарăн сюжетлă искусство произведенийĕ. И.Щетинина кашни детале алă вĕççĕн уйрăм ăсталанă, кайран йĕркипе пуçтарнă. Ку енĕпе унăн опыт çителĕклĕ. Вăл унчченех тĕрлĕ шайри конкурссенче сахал мар палăрнă. Каярах çĕнтерме тытăннă. Амăшĕ Раиса Васильевна, Иринăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсем Валентинăпа Василиса Любавасем - кулинари ăстисем.

«Планета» кондитерски директорĕ Луиза Дроздова Ирина Щетинина ĕçĕпе питĕ кăмăллă. «Унăн ăсталăхĕнчен пурте тĕлĕнетпĕр, мухтанатпăр, - тет Луиза Андреевна. - Унăн «Нарспи» ĕçĕ Люксембургра 100 балл пухнă. Раççей командине мала кăларма пулăшнă».

Тĕнче шайĕнчи çитĕнĕве «Планетăра» хавхаланса кĕтсе илнĕ. Кунта, Николаев космонавт урамĕнче, предприяти çĕнĕ çурт уçма хатĕрленет. Ылтăн медаль çывхаракан уявшăн пысăк парне пулчĕ.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Олег МАЛЬЦЕВ сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.