Вандалсенчен канлĕх çук

16 Раштав, 2014

Вĕрентекенсем паян: «Çамрăк ăру компьютер умĕнче нумай ларать»,- тесе чан çапаççĕ. Анчах çамрăксенчен хăшĕ-пĕри компьютер умĕнчен хăпса урама тухсан та харпăр хăйне йĕркеллĕ тытаймасть. Калăпăр, вандалсем. Юлашки вăхăтра вĕсен йĕркесĕр ĕç-хĕлĕ пирки тăтăш çырма пуçларĕç. Анчах хаçатра питлени те вĕсене лăплантараймасть. Культура пуянлăхне тĕллевлĕ сиен кÿрекенсене вунтăххăрмĕш ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа вандалсем теме пуçланă.

Вандалсен йышĕнче, паллах, ытларах çамрăксем. Вĕсем палăксене, скульптурăсене ватаççĕ, плакатсене юрăхсăра кăлараççĕ, çуртсем çине темтепĕр çыраççĕ, ÿкереççĕ. Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарти «Тĕкĕрç кати» кану паркĕнче экоаллея уçнăччĕ. Унта йывăçран касса кăларнă скульптурăсене вырнаçтарнăччĕ. Уçăлса çÿрекенсене кайăксемпе чĕрчунсен хушшине вырнаçнă вăрман «патши» кăмăллăн кĕтсе илетчĕ, юмахсенчи ырă сăнарсем кăмăла çĕклетчĕç. Анчах пÿтсĕрсене темшĕн кăмăла килмен вĕсем, хайхисене пурне те тÿнтерсе тухнă. Вĕсене çĕклесе вырнаçтарса кăна лартнăччĕ - каллех инкек! Çак кунсенче вара, виççĕмĕш хут ĕнтĕ, вĕсене юрăхсăра кăларни пирки пĕлтĕм. Хăшне-пĕрне йĕркене кĕртме те çук иккен, йывăçран çĕнĕрен касса кăлармалла. Такама та тарăхтармалла çак пÿтсĕрлĕх. Пĕрисем хулана илемлетес, хăтлăлатас, халăх канăвне лайăхлатас теççĕ, теприсем вара çакна çине тăрса хирĕçлеççĕ.

Нумаях пулмасть республикăра «Раççей - спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форум иртрĕ. Шупашкарсемпе Çĕнĕ Шупашкарсем пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие хĕрсех хатĕрленнĕ чухне вандалсем те «тĕлĕрменччĕ». Аэропорта хирĕç вырнаçтарнă «Раççей - спорт çĕршывĕ» баннера йăкăртнăччĕ. Ку çеç-и? Сĕнтĕрвăрри çулĕ çинчи пысăк икĕ баннера юрăхсăра кăларнăччĕ. Вĕсем сăмахсенчен саспаллисене, сыпăксене касса илнĕччĕ. Рекламăпа ĕçлекенсем палăртнă тăрăх - республикăн тĕп хулинче вандалсем çулсеренех баннерсене юрăхсăра кăлараççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, çул çитмен çамрăк «Мега Молл» суту-илÿ çурчĕ умĕнчи реклама баннерне çĕçĕпе касса вакланă. Çавăн пекех вандалсем чарăну вырăнĕсенчи павильонсене çырса-ÿкерсе илемсĕре кăлараççĕ. Форум умĕн Шупашкарти пĕр урамра реклама баннерĕ çине фашистсен паллине сăрласа хунине те курма тÿр килнĕччĕ. Мероприятиччен хуратса ĕлкĕрчĕç-ши ăна - калама пултараймастăп, ятарласа кайса пăхма вăхăт тупăнмарĕ.

Сăмах май, 4-5 çул каялла эпĕ Шупашкарти вандалсем çинчен самаях пысăк статья пичетленĕччĕ. Ун чухне те хулара фашист паллисене ÿкернине темиçе вырăнта та асăрханăччĕ. Ун чухне çуркуннеччĕ те - кану паркĕсенче, чарăну вырăнĕсенче юрату çинчен çырни нумайччĕ. Ăнланмалла мар ÿкерчĕк купипехчĕ. Унтанпа, шел те, лару-тăру лайăх еннелле пĕрре те улшăнман. Спорт форумĕ умĕн химиксен хулинчи урамсем тăрăх юри сăнаса çÿрерĕм. Совет урамĕнчи çуртсем çинче çăлтăрсем ÿкернĕччĕ, АПШ тесе çырнăччĕ. Тĕп урамри /Винокуров урамĕ/ кашни çурт çинех темтепĕр сăрланăччĕ е çырнăччĕ. Вĕсене хула ертÿлĕхĕн хушăвĕпе тирпейлÿçĕсем кашни кунах тасататчĕç. Анчах тепĕр кунне çав ÿкерчĕксем каллех тупăнатчĕç. Тем пек тăрăшсан та форумччен вĕсене тасатса пĕтереймерĕç. Комсомол урамĕнче, «5 çăлтăр» лавкка таврашĕнче вандалсен паллисем октябрь уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче те пурччĕ. Чылай çурт çине такси номерĕсене чĕркелесе хунă. Вĕсем паянхи кунчченех пур. Сăнанă тăрăх - «тĕттĕмрех» урамсенче тата та ытларах вĕсем. Вандалсем çуркунне /туйăм вăраннă вăхăтра/ кăна мар, çулталăк тăршшĕпех ашкăнаççĕ.

Юрату сăмсахĕпе Юратакансен аллеи - Шупашкарти чи хитре те илĕртÿллĕ вырăн. Анчах çамрăксем историпе архитектура палăкĕсене çырса, ÿкерсе илемсĕрлетеççĕ. Вĕсене сăрласа йĕркене кĕртме çулсерен 200 пин тенкĕ тăкаклама тивет. Апла пулсан та баллюстрада çине писевпе е сăрăпа юрату çинчен çырма пăрахмасть яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç. Паллах, юратни пирки калас, пурне те пĕлтерес килет. Анчах общество вырăнне çакăн пек çырса варалани вандализм е йĕркене пăсни шутланать. Çĕр чăмăрĕ çинчи чылай çĕршыв çынни телейлĕ пулас тесе тинĕсе е юхан шыва тимĕр укçа пăрахать. Шупашкар çамрăкĕсем вара тимĕр укçана Астăвăм çулăмĕн чашăкне ывăтаççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри вара çак укçана тимĕр решеткене ватсах пуçтарать. Çав вăхăтрах Мухтав монуменчĕ патĕнче мăшăрланнă çамрăксем питĕрсе илнĕ çăрасем час-часах çухалаççĕ. Вандалсем вĕсене çÿп-çап витрисене вăркăнтараççĕ. Икĕ çул каялла вара Шупашкарта вĕсенчен пĕри «Чапаевăн утлă çарĕ» скульптурăна юрăхсăра кăларнăччĕ, пăхăр икĕ хĕçе касса илнĕччĕ. Çапла, таçта та çитеççĕ вандалсем. Масарсенчи палăксемпе хĕрессене йăвантарма та шикленмеççĕ вĕсем. Вандала тытма питĕ йывăр. Енчен те вĕсене асăрхарăр тăк - 074 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме тăрăшăр. Вара ятарлă службăсем кирлĕ йышăну тăвĕç.

Çапах та, вандализмпа мĕнле кĕрешмелле-ха? Выльăх та хăй выртса тăракан вырăна вараламасть те... Тен, вĕсем валли çырма, сăрлама хулара ятарлă вырăн уйăрса памалла? Подъездсене темтепĕр çырса варалани те кăмăла пăсать. Мĕншĕн-ха эпир хамăр хваттерсенчи пекех подъездсене таса тытма хăнăхаймастпăр? Мĕншĕн хваттер алăкне хупнă хыççăнах çÿплеме, çĕмĕрме, ватма тытăнатпăр? Подъезд урам тăсăмĕ мар, хваттер тăсăмĕ пулнине ниепле те ăнланса илейместпĕр!

 

Роза Власова


Арсений ТАРАСОВ, çыравçă, «Хыпар» хаçатăн редактор заместителĕ: «Манăн шухăшăмпа, вандалсене шалти культурине, чунне улăштармасăр ниепле те чарма çук. Алă е ура хăй тĕллĕн нимĕн те тумасть-çке, йăлтах чун хушнипе пулать. Вĕсен чунне мĕнле улăштармалла - кун пирки шухăшламалла вара. Уçăлма тухатăн та - урамра темтепĕр выртать, подъездсенчи тирпейсĕрлĕх пирки асăнмăп та. Кăмăл хуçăлать. Хулара халĕ кашни утăмрах контейнер, нивушлĕ çÿп-çапа унта пăрахма çук? Ачасемшĕн, паллах, ашшĕ-амăшĕ яваплă. Анчах вĕсене, вĕрентекенсене явап тыттарнипе çивĕч çак ыйтăва татса пама çук. Çакă вăл - республика, район администрацийĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕ шайĕнче туса çитереймен ыйту. Ăна патшалăх шайĕнче татса памалла. Обществăра çавăн пек идеологи, политика тăк - çав «япаласене» сирме çук. Паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа кăмăл-сипет, культурăпа чĕмлĕх воспитанийĕ çитмест. Эпир халĕ лайăх литературăна, лайăх кинона, лайăх театра ... пăрса хăварнă. Ыррине епле тавăрасси пирки пуç ватмалла. Октябреноксем, пионер организацийĕсем пек пĕрлĕхсем кирлĕ».

Владимир СТЕПАНОВ, «Самант» журналăн шеф-редакторĕ: «Мана пурпĕрех, çав ÿкерчĕксене асăрхамастăп эпĕ. Вăл - çамрăксен культури. Кайран иртет вăл. Ун пек сăрăсене промышленноçра кăларма пăрахмалла. Темтепĕр çырнинчен, ÿкернинчен мана çÿп-çап, ăпăр-тапăр йăванса выртни ытларах тарăхтарать».

Надежда ОСИПОВА, республикăри журналистсен Çемен Элкер премийĕн лауреачĕ: «Эпĕ шухăшланă тăрăх - çакă килти воспитанирен, ашшĕ-амăшĕ мĕнле воспитани панинчен, çыннăн шалти культуринчен нумай килет. Шалти культура «тулаш» витĕм кÿнипе аталанаймасть, çемьерех йăл илет вăл. Ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне хисеплекен, мĕн пĕчĕкрен укçа хакне пĕлсе ÿсекен çын сăтăр туса çÿреместех. Унашкал çамрăксем валли ятарлă вырăн уйăрни те çăлмасть пулĕ? Çиме чарнă çимĕç тутлă теççĕ те... ирĕк панă вырăна çырас та килмест-тĕр. Тĕрĕссипе, графитти - хисепе тивĕç, хăйне май культура. Урам культури. Унпа интересленекенсем валли урамра вырăн кирлех. Хула архитектурине пăсмасăр, вараламасăр хăйсен ăсталăхне туптаччĕр. Унччен хулара «Кофемолка» ятпа графитти фестивалĕсем йĕркелетчĕç. Çамрăксем интересленетчĕç, хутшăнатчĕç. Мероприятисем йĕркелемесен ирĕксĕрех вĕсем ăçта кирлĕ унта «Эпĕ сана юрататăп» йышши «çырусем» шăрçалаççĕ. Ачапча валли асфальт çине ÿкерес енĕпе конкурссем тăваççĕ-ха, çул çитмен çамрăксем валли вара нимех те çук. Эпир «Молодежный курьер» хаçатра ĕçленĕ чухне графитти енĕпе ятарлă конкурс та ирттереттĕмĕр. Питĕ нумай ĕç ярса паратчĕç унта».

Александр Вражкин, «СВ-пресс» издательство ушкăнĕн директорĕ-тĕп редакторĕ: «Мĕн шухăшлама пулать ĕнтĕ çав «тăм пуçсем» пирки? Çуртсем, чарăну вырăнĕсенчи павильонсем çине ăнланмалла мар «япаласем» çырнисĕр пуçне паллă çынсен палăкĕсене чыссăрлатаççĕ, масарсенчи палăксене, хĕрессене тÿнтереççĕ. Çакă пĕтĕмпех культурăран килет. Тен, вĕсем хăйсем мĕн тунине те ăнланмаççĕ? Вандалсен йышĕнче ытларах çамрăксем пулĕ тетĕп. Тĕрĕссипе, вĕсене полиципе те, тĕрмепе те хăратнин усси çук. Кашни палăк умне сыхлама çын та тăратаймастăн. Хулара çырма, ÿкерме ятарлă вырăн уйăрни те ыйтăва татса пама витĕм кÿреймест пулĕ. Манăн шухăшăмпа, унта кайса «чĕркелес» çук хайхисем. Шел те, общество вырăнне чыссăрлатни кăна вĕсен кăмăлне тивĕçтерет. Çакă, паллах, ăссăрлăх. Хăйсене те питĕ шел».

Татьяна Шаркова, педагог, художник: «Урама, общество вырăнĕсене варалани, паллах, килĕшÿллĕ мар. Лайăх ача ун пек тĕлсĕр çÿремест. Унăн спорт, ÿнер, искусство шкулĕсене васкамалла. Хăвăн килĕнтÿ, хваттерти обойсене сÿсе ывăтсан, вĕсене темтепĕр çырса тултарсан аван-и? Чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать. Çемьесенче, килсенче чун ăшши çук. Ачасене асламăшĕсемпе кукамăшĕсем пăхаççĕ. Вĕсем хăйсем те чирлеççĕ, çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе пысăк витĕм кÿреймеççĕ. Çавăнпа ачапча паян яваплăха туймасть, çынран вăтанма, именме пĕлмест, сăпайлăх мĕнне ăнкармасть. Атте-аннене, ваттисене пулăшасси те ют вĕсемшĕн».

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.