ХАÇАТ-ЖУРНАЛ
«Хресчен сасси» хаçат çĕн йĕркелÿ тапхăрĕнче çуралнă. Унăн 1-мĕш номерĕ 1991 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче çутă курнă. Кĕске вăхăтрах вăл вулакансен пысăк йышне хăй тавра пĕрлештерме пултарнă, вĕсен шанчăклă тусĕ пулса тăнă. Хаçат хресчен чысне упрас, ял культурине çĕклес, хамăрăн ырă йăла-йĕркене аталантарас, усăллă сĕнÿ-канашпа пулăшас тесе тăрăшать. Ăна тивĕçлипех çĕр ĕçченĕн хаçачĕ теме юрать.
Хаçат эрнере пĕр хут тухса тăрать. Вулакансем кăмăллакан ярăмсем: «Пурнăç таппи», «Аталану çулĕпе», «Ĕмĕр сакки», «Чуна уçса», «Ах, анчах...», «Мĕн калаçтарать.», «Хÿтлĕх», «Кăмăл турам – пĕр турам», «Çĕр пирки - çĕр ыйту» тата ытти те.
http://hypar.ru/ru/izdaniya/hreschen-sassi
«Тăван Атăл» журнал /вырăсла – «Родная Волга»/ 1931-мĕш çултанпа тухса тăрать. Малтанхи ячĕ – «Трактăр» /«Трактор»/. Литература, критика, политика альманахĕ шутланнă. 1936-мĕш çултанпа альманах ятне улăштарнă, вăл «Илемлĕ литература» /«Художественная литература»/ ятпа кун çути курма тытăннă. 1944-мĕш çултанпа - «Тăван Атăл» /«Родная Волга»/. 160 страницăпа тухса пынă.
Журнал страницисенче Чăваш енĕн паллă писателĕсен, публицисчĕсен хайлавĕсем, тĕрлĕ жанрлă ĕçĕсем пичетленнĕ. Василий Краснов-Асли, Леонид Агаков, Александр Алка, Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ, Георгий Ефимов, Юрий Скворцов, Хĕветĕр Уяр, Анатолий Емельянов, Анатолий Кибеч, Александр Галкин, Василий Давыдов-Анатри, Мария Волкова, Мария Ухсай, Александр Кăлкан, Юрий Сементер, Николай Теветкел, Лаврентий Таллеров, Любовь Мартьянова тата ытти вун-вун пултаруллă сăмах ăсти хăйсен литература ĕçĕсене чăн малтан «Тăван Атăл» журналта кун çути кăтартнă. Паян та журнал тавра çыравçăсен тата авторсен çирĕп шăнăрĕ пуçтарăннă-йĕркеленнĕ теме пулать. Журнал ертÿçисем, ăна кун çути кăтартакансем Чăваш Республикинчи, Раççей Федерацийĕн чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнĕсенчи писательсен союзĕсене, ытти пĕрлĕхĕсене, тĕрлĕ юхăмĕсене пĕр чăмăра пĕрлештерме тăрăшаççĕ, чăвашлăха аталантарас çулпа çирĕппĕн утаççĕ.
Чыслă-хисеплĕ авторсемпе пĕрлех журнал пултарулăх çулĕ çине тинтерех тăнă çамрăксемпе ĕçлеме, вĕсене çул уçса пама тăрăшать. Çавăнпа студентсем, шкул ачисем журнал редакцине кăмăлласах çÿреççĕ. Редаци алăкĕсем прозаиксем, поэтсем, критиксем, литературоведсем, публицистсемпе юрăçсем, художниксемпе артистсем... – пурин валли те яланах уçă.
Тĕрлĕ çулта журнал редакторĕ пулса Илле Тукташ, Аркадий Ĕçхĕл, Çемен Элкер, Ухай Яккăвĕ, Александр Кăлкан, Василий Алакер, Уйăп Мишши, Василий Алентей, Владимир Абашев, Леонид Агаков, Петĕр Львов, Александр Галкин, Георгий Краснов, Лаврентий Таллеров, Хĕветĕр Агивер, Арсений Тарасов, Василий Кервен ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра редактор пулса Лидия Филиппова /Михайлова/ тăрăшать.
Хисеплĕ вулаканăмăрсемпе хаклă ентешĕмĕрсем! Паянхи саккăрла кăна мар, вуннăлла та çаптаракан рынок саманинче, урамра санкцисемпе кризис хуçаланнă тапхăрта, темле пулсан та чун-чĕре апачĕ çинчен те мантарас килмест пирĕн сире. Эсир юратса вулакан «Тăван Атăл» литературăпа культура тата искусство журналĕ вара сире малашне те чăваш çыравçисен, сăвăçисен, публицисчĕсемпе критикĕсен чи лайăх хайлавĕ-тĕпчевĕсемпе паллаштарĕ. Паянхи тата иртнĕ пурнăç çинчен каласа паракан чи çивĕч очерксемпе эссесем, чĕлхе, наци, общество, тĕн, культура, ÿнер, кăмăл-сипет, литература тишкерĕвĕсем, критикăлла статьясем, ытти жанрпа çырнă усăллă хайлавсем, архив докуменчĕсем те пулĕç малашне те журналăмăрта.
Çакă та пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республики тулашĕнче – Мурманскран Владивостока тата Калининградран Камчаткăна çити тымар ярса пурăнакан пирĕн аякри, анчах чуна çывăх ентеш-йăхташăмăрсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме палăртатпăр. Литература ани çине тăрас шухăш-кăмăллă çамрăксене те пулăшма, вĕсен пуçламăш утăмĕсене кăтартакан хайлавсене «Тăван Атăл» вулаканĕсем патне çитерме тăрăшăпăр.
Эппин, тусăмăрсем, ентешĕмĕрсем, малашне те пĕрлех пулар. Мĕн шухăша ярать сире, мĕн пăшăрхантарать, савăнтарать... - çырăр, сĕнĕр, тавлашăр… Редакцие кĕрсе çÿрĕр.
Журналăн каталогри индексĕ – П2293.
Журнала Раççей Федерацийĕн пур субъектĕнче те çырăнса илме пулать.
Çырусене lrigel@rambler.ru адреспа яма е редакицие /Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 301 пÿлĕм/ пырса пама пултаратăр.
Нихăçан ан ватăл - çырăн, вула «Тăван Атăл»!
«Тантăш» — эрнесерен чăвашла тухса тăракан ачасемпе çамрăксен хаçачĕ. Пĕрремĕш номер 1931 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен кун çути курнă. 1990 çулччен «Пионер сасси» ятпа пичетленнĕ. Вăрçă пуçлансан хаçат тухма чарăннă. Çĕнĕрен вăл 1966 çулхи май уйăхĕнче чĕрĕлнĕ. 1990 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен «Тантăш» ятпа тухать.
Паян «Тантăш» 12 старницăпа эрнере пĕрре тухать. Ача-пăчапа çамрăксен хаçачĕ çĕр-çĕр ыйтăва хускатать. Чи пĕлтерĕшли — шкулти вĕрентÿ, воспитани, ачасен аталанăвĕпе канăвĕ, спорт, культура. Жураналистикăпа, илемлĕ хайлав çырассипе кăсăкланакансемшĕн «Тантăш» — чăн-чăн пултарулăх лаççи. Паллă çыравçăсемпе журналистсем, ăсчахсемпе вĕрентекенсем хăйсен пултарулăх çулне шăпах «Тантăш» хаçатран пуçланă. Ачасен, студентсен, çавăн пекех чăваш çыравçисен, учительсен хайлавĕсене, заметкисене кашни номертех пичетлет. «Тантăш» шкулсемпе, ача сачĕсемпе çывăх çыхăну тытать. Кĕçĕн ăру мĕнпе кăсăкланнине хаçат пĕлсе тăрать, вĕсене юрăхлă статьясемпе тивĕçтерет. Хаçат тематики ятарлă страницăсенчен те аван курăнать: «Çыру çыртăм васкаса», «Камран тĕслĕх илмелле?», «Вулав тĕнчи», «Чиперук», «Апла иккен»… «Çунатлă çамрăклăх» старницна аслă классенче вĕренекен çамрăксем уйрăмах килĕштереççĕ. Унта вулакансен çырăвĕсем, кăмăл-сипетпе çыхăннă материалсем пичетленеççĕ, специалист хуравĕ пур.
«Туслăх унки» рубрика тĕрлĕ наци çыннисемпе пĕрле туслă хутшăнса пурăнма вĕрентет. Унта пирĕн республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăх ачисем хăйсен наци уйрăмлăхĕсем çинчен каласа кăтартаççĕ, культурипе, йăли-йĕркипе паллаштараççĕ.
«Пинтен — пĕрре» рубрика чи-чи пултаруллă, ыттисенчен уйрăмах уйрăлса тăракан ачасемпе — вундеркиндсемпе — паллаштарать.
Пĕрремĕш редактор — И.М. Алтын-Баш. Çавăн пекех И.П. Кириллов, К.С. Сергеев, М.Н. Мареева, А.А. Крыльцов, Г.Е. Платонова, В.Д. Николаев, В.Л. Федоров, А.А.И Изман, А.Н. Ларшникова редактор пулнă. Халĕ - Л.М. Атаманова.
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ /1972 ç./. «Перссăн ылтăн фончĕ» паллăна тивĕçнĕ /2006-2009 çç/.
«Тетте» — шкул умĕнхи тата кĕçĕн класра вĕренекен ачасем валли уйăхра пĕр хутчен тухакан журнал. Вăл тĕрлĕ тĕспе А3 форматпа 20 страницăпа тухать. Журнал 1994 çулта август уйăхĕнче пĕрремĕш хутчен тухнă.
«Тетте» — воспитательсемпе кĕçĕн класс учителĕсен алă айĕнче выртмалли журнал. Унпа вĕренÿ занятине ирттерме меллĕ, мĕншĕн тесен кăларăм шăпах çак тĕллеве пурнăçлать. Журналта юмахсемпе сăвăсем, пуçа ĕçлеттермелли вăйăсем, сăрласа илемлетмелли ÿкерчĕксем, касса кăларса тĕрлĕ япала ăсталамалли хушусем пичетленеççĕ. Вĕрентÿ ыйтăвне те пурнăçлать, республикăри паллă вырăнсем, çынсем, чĕр чунсемпе ÿсен тăран çинчен каласа кăтартать. Чăваш культурине, чĕлхине аталантарас енĕпе те «Тетте» хăйĕн тÿпине хывать. Уйрăмах пĕчĕккисем «Ăнкаруллисем», «Пуканене тăхăнтарт», «Хаваслă кăранташ», «Вовочка шÿчĕсем», «Тетте вĕрентет» рубрикăсем килĕшеççĕ.
Тĕрлĕ çулта А.А. Крыльцов, Г.Е. Платонова, В.Д. Николаев, В.Л. Федоров, А.А.И Изман, А.Н. Ларшникова редактор пулнă. Халĕ - Л.М. Атаманова.
«Тĕрлĕ енлĕ Раççей» Пĕтĕм тĕнчери журналистсен конкурсĕнче «Чи лайăх наци кăларăмĕ» номинацире çĕнтернĕ. /2006 ç./.
"САМАНТ"
«Самант» - çамрăклăхăн, хастарлăхăн, юратăвăн юрăçи. Этем чунĕпе ĕмĕрех çап-çамрăк пулнине те шута илет журнал. Несĕлĕсен йăли-йĕркине те тытса пырать: маларах «Хатĕр пул!» (1929), «Çилçунат» ятсемпе тухса тăнине те манмасть. Журналăн тĕп тĕллевĕ - чăваш тĕнчин ытарлăх-асамлăхне, тăван халăхăн чун ăшшине çамрăксене пехиллесси. Тĕнче 77 тĕслине, иртнĕ кун-çул, пурнан пурăнăç еплерех кăсăклине яланах асра тытать те ас тутарать «Самант»!