Хура вăйсене çул памалла мар!

6 Раштав, 2014

Çитес çул тĕнче историйĕнче манăçми йĕркесемпе çырăнса юлнă Тăван çĕршывăмăрăн Аслă вăрçи пирĕн халăхăн паттăрлăхне, пĕтĕçÿлĕхне пула Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 70 çул çитет. Çĕршыв ăна чыслăн, тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленет. Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен граждан обществин аталанăвĕн институчĕсен Общество канашĕ ĕнер Шупашкарта ирттернĕ анлă ларăвĕ те çакна аван çирĕплетет. Ăна Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич уçрĕ тата ертсе пычĕ.

- Паян эпир пысăк улшăнусен тапхăрĕнче пурăнатпăр. Унччен тĕпре пулнă ăнлавсем те улшăнса, урăхланса пычĕç. Раççей каллех çав улшăнусен эпицентрĕнче тăрса юлчĕ, - терĕ Михаил Викторович ларăва уçнă май. - Паян пире, пирĕн патшалăха, пирĕн халăха тепĕр йывăр тĕрĕслев витĕр тухма тивет, е эпир ыттисен умĕнче пуçа пĕкмесĕр пурăнатпăр, ĕçлетпĕр, ачамăрсене ÿстеретпĕр, е Украинăри хамăрпа туслă халăх пек мĕскĕнлĕхе, çынлăха пусарса хунă туйăма чăтса ирттерме тивĕ. Фашизм сĕрĕмĕпе аташакансем каллех пуç çĕклесшĕн...

Чăннипех, 70 çул каялла малтан пĕр патшалăхра пулнă, хăйсене хĕрхенмесĕр хаяр тăшманпа çапăçнă, парăннă рейхстаг стенисем çинче «Эпир тăшмана тĕп турăмăр!» тесе çырнă ветерансем Аслă Çĕнтерĕвĕн сумлă юбилейĕ умĕн мирлĕ халăх вилесси, хуласемпе ялсем арканасси, неонацистсемпе бандеровецсем маршпа утасси çинчен шухăшлама пултарнă-и-ха. Паллах, çук! Хура вăйсене çул парас мар тесен пирĕн пурин те, обществăпа влаçăн та, патриотизм туйăмĕпе пĕтĕçмелле, аслă ăрусен паттăрлăхне асра тытмалла, патшалăх хăватне ытларах вăйлатма тăрăшмалла. Шăпах çакă пулчĕ ларăвăн тĕп шухăшĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн сăмахĕ те витерÿллĕ янăрарĕ. Вăл чăваш халăхĕн Аслă Çĕнтерÿри тÿпи пысăккине, мухтавлă ăрăвăн тăсăмĕ çĕршыв умĕнчи таса тивĕçне чыслăн пурнăçлани, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пыни, вĕсене социаллă пулăшу пани, Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каласа кăтартрĕ. Питĕ пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттернĕ çак тапхăрта, пĕтĕмпех каласа та пĕтереймĕн. «Пурнăçламалли татах нумай, эпир ăна пĕлетпĕр. Пĕрлехи вăйпа мĕн палăртнине пурнăçа пурпĕрех кĕртетпĕр», - тесе вĕçлерĕ сăмахне республика Пуçлăхĕ.

Тухса калаçакан та, ырă нумай шухăш палăртакан та пулчĕ ларура. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕн Николай Николаевăн, РФ Патшалăх Думин депутачĕсен Валентин Шурчановăн, Александр Курдюмовăн, Екатерина Кузьмичеван, Удмурт патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн деканĕн Владимир Байметовăн тата ыттин шухăшĕпе - «Астăвăм» ăнлав çĕршывпа мăнаçланни кăна мар, вăл чунри туйăм пулмалла, «патриотизм» сăмахăн тĕшши - вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çавăнпах ĕнтĕ ветерансемпе çамрăксен организацийĕсене, федерацин суб±екчĕсен ĕç тăвакан влаç тытăмĕсене, Атăлçи округĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисене, Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн аппаратне çарпа патриот воспитанийĕн ĕçне лайăхлатма чĕнсе каланине йышăнчĕç.

Юрий СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.